Чирлес килмесен вăхăтра тĕрĕслен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.04.2025, 09:26 Просмотров: 17

Çак инфекци чирĕ туберкулез микобактерийĕсем ?туберкулез патакки, Кох патакки% пуçарнипе пуçланать. Нумай органа сиенлет, ытларах чухне - ÿпкене.

Туберкулез социаллă пĕлтерĕшлĕ тата уйрăмах хăрушă чирсен шутне кĕрет. Ÿпке туберкулезне çак инфекци чирĕн уçă формипе аптракан çын ертет. Вăл калаçнă, сунасланă, ÿсĕрнĕ чухне сурчăк пайĕсем аяккалла сирпĕнеççĕ. Сиенленнĕ продуктсене çинипе, пĕрлехи гигиена предмечĕсемпе, савăт-сапапа усă курнипе те туберкулеза ертме пулать. Çавăн пекех варти пепкене те чир ерес хăрушлăх пысăк.

Çитĕннисен туберкулез икĕ çул хушшинче активлă фазăна куçать. Тепĕр чухне вуншар çул иртсен те хăйĕн çинчен «асилтерет». Уйрăмах хавшак иммунитетлă çынсем, ВИЧ-инфекциллисем сисĕмлĕ. Пирус туртни, пахалăхсăр апат çини, йĕркесĕр пурăнни те туберкулез аталаннин сăлтавĕсем пулма пултараççĕ.

Тепĕр чух нумай çул чир паллисем палăрмаççĕ. Вăхăт иртсен этем вăй-хал, кĕлетке виçи, аппетит чакнине туйма пуçлать. Ÿт температури ÿсет те чылай хушă 37.2– 37.5 градус тытăнса тăрать.

Ÿпке туберкулезĕ чухне ÿслĕк хытă аптратать. Уйрăмах каçхине тата ирхине. Вăрах ÿслĕк виçĕ эрнерен те иртмесен тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ. Чир шала кайсан çын юнлă ÿсĕрме пуçлать.

15 çултан иртнисен флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Ÿпкери улшăнусене асăрхасан тÿрех кăкăр кăшкарне рентгенографи тĕпчевĕ тăваççĕ.

2024 çулта туберкулезпа чирлĕ 13 çынна регистрациленĕ. Чире флюорографи тăнă чухне 8 пациентăнне тупса палăртнă, иккĕшĕнне - медицина учрежденине килсен.

Астăвăр! Вăхăтра тĕрĕсленни сывлăха упрама пулăшать.

Надежда ПЕТРОВА,

Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕн заместителĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика