Этем ĕмĕрĕнчи чи хăрушă та тискер вăрçăра пирĕн халăх фашиста çапса аркатнăранпа 80 çул çитет. Анчах вуншар çул иртнĕ пулин те Аслă Çĕнтерĕве туптанисем паянхи кун та кашниех асра, вĕсен паттăрла ĕçĕсем нихăçан манăçми.
Кăçал, юбилейлĕ çул, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем, ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем - уйрăмах пысăк тимлĕхре.
Вăрнар округĕнче те паллă та сăваплă куна тивĕçлĕ кĕтсе илес тата уявлас тесе чылай мероприяти иртет. Эрнекун, акă, Уравăш салинче тепĕр пĕлтерĕшлĕ те хумхануллă пулăм çырăнчĕ. Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи сумлă кунĕ умĕн вăрçă участникне, Мануил Федотович Гречкона, халалланă Астăвăм хăмине торжествăлла лару-тăрура уçрĕç.
Мануил Гречко - Тăван çĕршывăн мухтавлă ывăлĕ, тăван çĕре ирĕке кăларса пире тăнăç пурнăç парнеленĕ хастарсенчен пĕри. Ирсĕр тăшманпа кĕрешсе дивизи командирĕ Белоруссири Дубровино районĕнчи Боброво ялĕ çывăхĕнчи юнлă çапăçура пуçне хунă. Кунтах тăванла вилтăпринче юлашки канăç тупнă. Ăна вырăнти халăх, çĕнтерÿçĕ-салтаксене сума суса, типтерлĕ пăхса-асăрхаса тăрать.
Мануил Федотовичăн пурнăçĕн пĕр пайĕ, шăпах вăрçă çулĕсенче, Вăрнар тăрăхĕпе те уйрăлми çыхăннă. Фронта хăюллă офицер Уравăш салинчен тухса кайнă-мĕн. Пĕр вăхăт кунта тăнă вĕренÿ чаçĕнче вăл салтаксене çар ăсталăхне хăнăхтарнă, вăрçа хутшăнма хатĕрленĕ. Çакăн пирки унăн хĕрĕ - писатель, спорт мастерĕ, тĕнче категориллĕ судья Нина Гречко - пĕлтерчĕ. Ашшĕне халалланă Астăвăм хăмине уçма шăпах та вăл тивĕçрĕ.
- Тискер вăрçа пула эп хамăн аттене курайман. Шăпа мана çывăх çыннăмăн юратăвĕпе тĕревне туйса пурăнма паман. Çапах та вăл Тăван çĕршывшăн, ентешĕсен пуласлăхĕшĕн хăйĕн пурнăçне шеллеменнине ăнланатăп. Атте çинчен астăвăма упраса, ăна тата ытти паттăр салтак-офицерсене хисеплесе вĕсен ячĕпе пĕрре мар кĕнеке кăлартăм. Хамăн сăввăм-юррăмсенче те яланах çĕнтерÿçĕ-ăрупа мăнаçланатăп, - пĕлтерчĕ Нина Мануиловна.
Ашшĕн вăрçăри юлашки кунĕсем иртнĕ вырăнта та, Белоруссире, тăтăшах пулать вăл. Тăван çĕре фашистсен ирсĕрлĕхĕнчен тасатса пуçĕсене хунă çар çыннисене кунта та тивĕçлĕн чысланине палăртать. Палăксемпе мемориалсем нумай, вĕсем тавра хăтлăх хуçаланать. Ачасемпе çамрăксем те ку сăваплă вырăнсене асăрхаса тăма хутшăннă май, Çĕнтерÿ мĕнле хакпа туптаннине пĕлнине, манманнине çирĕплетрĕ Нина Гречко.
Çапăçу хирĕсенче хастарлăх кăтартнă командир ячĕпе Уравăшра Астăвăм хăмине уçма çавăн пекех унăн мăнукĕпе кĕçĕн мăнукĕ те хутшăнчĕç. Çемьешĕн хаклă историлле вырăна килсе курни, çывăх çыннин паттăрла ĕçĕсене сума суни хăйсемшĕн питĕ пăлхануллă пулнине палăртрĕç вĕсем. Унсăр пуçне, Вăрнар округĕн администрацийĕн, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариачĕн, Раççей ветерансен Союзĕн республикăри уйрăмĕн, Вăрнар патриочĕсен пĕрлешĕвĕн представителĕсем, Санарпуç шкулĕн кадечĕсем те мухтавлă ентешĕмĕре аса илсе хисеп турĕç. Мануил Гречко пек çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ паттăрсене ĕмĕр асра тытса вĕсенчен тĕслĕх илмеллине каларĕç.
Ирина
ЯКОВЛЕВА
Апрель 2025 |