Халăх астăвăмĕ ламран лама, пĕр ăруран тепĕр ăрăва куçать. Эпир вăрçă участникĕсен кĕçĕн мăнукĕсем пулсан та иртнине манăçа кăлармастпăр. Ман тăвансем те Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйсен пурнăçне шеллемен. Акă, мăн асатте Василий Иванович Тикинев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса мирлĕ вăхăтшăн нимĕç фашисчĕсемпе хăюллăн кĕрешнĕ.
Вăл 1899 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче илемлĕ ялта - Мăньял Хапăсра çуралнă. Хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕрен пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. Ашшĕпе амăшĕшĕн çемье тĕрекĕ пулнă. Йăх-несĕлсен ятне яман.
Тур çырнине те тĕл пулнă. Ĕçчен те сăпайлă хĕрпе Аннăпа çемье чăмăртанă. Савнă мăшăрăн пепкесем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ. Пÿрт хаваслă ачапча сассипе тулнă.
Телее вăрçă татнă. Кĕçĕн ывăлĕ тăватă çулта чухне 1942 çулхи çуркунне мăн асаттен фронта кайма ят тухнă. Василий Иванович сапер пулнă.
Малтанах салтак тăван киле çырусем янă. Вăл юратнă мăшăрĕ, ачисем патне Çĕнтерÿпе таврăнасса шаннă. 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнчен вара Чăваш ене çырусем килме пăрахнă. Вăл хыпарсăр çухални пирки пĕлтерÿ килнĕ.
Вăрçă çулĕсем кашни çемьере тÿрленми йĕр хăварнă. Паллах, çапла калаççĕ-ха: «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ». Маншăн Василий Тикинев чăн-чăн герой. Вăл пысăк наградăсене тивĕçме ĕлкĕреймен. Çапах та унпа эпĕ мăнаçланатăп. Вăл хаяр саманара пĕр утăм каялла чакман, тăшмана парăнман.
Василий Тикиневăн йăхне тăсакансем чылаййăн. Вĕсем хушшинче ăста вĕрентекенсемпе медицина ĕçченĕсем, хăюллă çар служащийĕсем, пуçаруллă бизнесменсем, талантлă программистсем, хастар чемпионсем тата ытти сферăра, çав шутра ял хуçалăхĕнче, тăрăшса ырă ята тивĕçнисем те, пур.
Александр ТИКИНЕВ,
Вăрнарти 1-мĕш шкул
Май 2025 |