Хÿтĕленме пĕлмелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.05.2025, 14:59 Просмотров: 350

Çулсерен çу уйăхĕнче кашни виççĕмĕш вырсарникун СПИД-ран вилнисене аса илеççĕ. СПИД-па тата ВИЧ-инфекципе çыхăннă çивĕч ыйтусене çĕклеççĕ. Çак кун символĕ - хĕрлĕ хăю. Ăна кăкăр çине çакаççĕ.

СПИД - ВИЧ-инфекцин юлашки тапхăрĕ. Чире ар çыхăнăвĕ урлă, юн янă чухне, сиенленнĕ йĕпсемпе, шприцсемпе усă курсан ертме пулать. Этемĕн иммун системи хавшать. Çавăн пекех инфекци варта тĕвĕленнĕ пепкене, вăл çуралнă е кăкăр ĕмнĕ чухне амăшĕсенчен куçма пултарать.

Çулла - илĕртÿллĕ вăхăт. Çавăнпа сыхă пулмалли пирки нихăçан та ан манăр. Ăнсăртран ар çыхăнăвне кĕресрен асăрханмалла е яланах презервативпа е ытти хÿтĕленмелли хатĕрпе усă курмалла. Паллах, чи шанчăкли - пĕр сывă партнерпа ар çыхăнăвне кĕни.

Шур халатлă ĕçченсем палăртнă тăрăх, СПИД-па чирлисене пĕрремĕш хут Африкăра 1980 çулта регистрациленĕ. Паянхи кун та ку чирпе аптракан çынсене учета илеççĕ.

СПИД-ран вилнисене асăнмалли кун йĕркипе Вăрнарти тĕп больницăра Уçă алăксен кунне ирттерчĕç. Кашниех ят пĕлтермесĕр экспресс-тестировани витĕр тухма пултарчĕ. Асилтеретпĕр, енчен те ар çыхăнăвĕ урлă инфекци чир-чĕрĕ ?сифилис, трихомониаз, хламидиоз, ар органĕ патĕнчи герпес, В, С, Д вирус гепатичĕсем тата ыттисем% ерчĕ-тĕк, тухтăр патне кайса ВИЧ-статуса пĕлмелле.

Ирина ИРБИТСКАЯ,

медицина профилактикин кабинечĕн медсестри

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика