Явушсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.07.2025, 10:45 Просмотров: 28

Архивсенче, тĕрлĕ çырулăхсенче Çавал тăрăхĕнче вырнаçса тĕпленнĕ авалхи чăваш - Явуш хуçан çĕрĕсен вырăнĕсене палăртса хăварнă. Çав паллăсем пурте тенĕ пек Мăн Çавалпа таччăн çыхăннă. Тĕп вырăнта - çурçĕр енчен Мăн Çавалăн тĕп çыранĕсем. Тăрă шывлă илемлĕ юханшыв. Сарлака анлă улăхăн кăнтăр енчи çыранĕ. Кăнтăр енĕ тÿпенелле майĕпен çĕкленсе пыракан таса çĕрсем темелле. Тĕллĕн-тĕллĕн ятарласа илемлетсе хăварнă пек вăрман лаптăкĕсем. Лаптăкăн-лаптăкăн хура çĕрлĕ уçă вырăнсем, тырă акма юрăхлă уйсем. Пĕр 5-6 çухрăмри тÿпем еннелле çĕкленсе шăваççĕ. Хĕвелтухăç енче шăнкăртатса выртакан юханшыв - Мăн Атăлăн юппи Услантăр. Тухăç енчен чăнкă çыранлă. Пĕчĕк юханшывăн тепĕр енĕ сĕвек. Вăл та тĕп тÿпем еннелле туртăнать. Хĕвеланăç енче хура вăрман шавлать, кашлать. Вăл Илепер шырланĕсемпе хĕсĕннĕ.

Явуш хуçан çĕрĕсем кăнтăр енче Кĕçĕн Çавал çыранĕсемпе çыхăннă. Ку енче вĕçĕ-хĕррисĕр сĕм вăрман. Явуш хуçа çĕрĕсем тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта вырнаçнă.

Хуçалăхăн тĕп вырăнĕ таврари пĕртен-пĕр илемлĕ тÿпемпе çыхăннă. Ăна Явуш тÿпемĕ тенĕ. Тавралăх ал тупанĕ çинчи пек курăнать.

Кунта хуçан килĕ-çурчĕ. Кăшт аяккарах хуçалăх çурчĕсем. Кашласа ларакан вăрман çутă уçланкăсемпе пуян. Ĕшнерен юхса тухакан тăрă шывсем. Çутă çăлкуçсем çывăхĕнче çуртсем. Кашни уçланкăрах виçшер-тăватшар пурăнмалли хуралтă.

Халăхра, ваттисен калаçăвĕ тăрăх, Явăш тÿпемĕнче хĕвелтухăç енче Хăмла çÿрет текен çырма пуçĕнче тĕлĕнмелле вăйлă çутă çăлкуç пуррине палăртаççĕ. Ун тавралла капмар юмансем. Вĕсене çутă асамлă çăлкуç хуралçисем Турра кĕл тумалли вырăн тума сĕннĕ. Пирĕн вăхăтра та çав асамлă вырăна пырса çÿрекене куркаланă, унта темĕнле вăрттăнлăх пур. Ваттисем чарăнса тăрса çак вырăнта хăйсен чунĕсенче пухăннă хуйхи-суйхисене çăмăллатаççĕ.

Тĕрлĕ çырулăхсенче, архивсенче тупса палăртнă тăрăх, авалхи Явуш хуçан çĕрĕсем 10 пин теçетке ытларах та пулнине çырса кăтартнă. Хальхи виçепе танлаштарсан ку вăл 20 пин гектар ытларах темелле. Тĕлĕнмелли нимех те çук пек. Явуш тăнлă, çирĕп хуçа пулнă. Явăшсен çĕрĕсем те хура, пулăхлă çĕрсем.

Çыннисем те хальхи вăхăтра та хăйсен ĕçри çитĕнĕвĕсемпе палăрса тăраççĕ.

Акă, Михаил Петрович Петров хуçалăха вăтăр çул енне Чăваш енре малтисен ретĕнче тытса пынă. Республикăри чи сумлă вырăнта шутланнă. Халь те Явăш енче Спиридоновсем ĕçĕсемпе, пысăк çитĕнĕвĕсемпе мухтавра.

Паллă çынсем шутĕнче СССР Геройĕ Федор Ашмарин, Чăваш ен сăвăçи, писателĕ Алексей Воробьев тата ыттисем те пултарулăхĕсемпе палăрнă, палăраççĕ. Чăвашсен пĕрремĕш республикине йĕркелекен çĕрте тимленĕ Явăшсен Михайловпа М.Толмасова ырăпа асăнмасăр хăварар мар.

Тепĕр тĕлĕнтерекен тĕслĕх. Сăкăт тăрăхĕнче тимĕр шăратнă вырăна тупса палăртнă. Тепĕр енчен тĕлĕнмелли нимех те çук пек. Сăкăт çĕрĕсем авалхи Явуш хуçан шутланнă. Явуш вăл вăхăтра вĕреннĕ, пысăк тавракурăмлă хуçа пулнă. Вăл анлă çĕрсем çинче вăйлă тырă-пулă çитĕнтернĕ. Çĕр ĕçĕ йывăр ĕç. Çĕнĕ çĕрсене сухалама ĕç хатĕрĕ кирлĕ. Мĕнле майпа, ăçтан вĕсене тупнă/ Çакă паллă. Явуш хуçа хăй çуралнă историллĕ çĕршывĕпе çыхăну тытнă. Унтан тимĕр шăратакан тимĕрçĕсем илсе килнĕ. Ку таврашра вăл ĕçсене тăвакансем пулман, пăлхарсен çĕршывĕнче çеç.

Атăлçи вăрă-хурахĕсем те канăç паман. Хĕç-пăшал кирлех. Ман шутпа, Сăкăт таврашĕнчи тимĕр шăратмалли ĕç Явуш хуçан сумлă ĕçĕ. Вăл вăхăтра ку таврара вĕреннĕ тăнлă урăх хуçасем пулнине ниçта та çырса палăртман.

Тата тепĕр тĕслĕхе тупса палăртнă истори тĕпчевçисем. Ку вăл Иван патша тапхăрĕнче пулса иртнĕ. Юмах теес, юмах мар. Анчах пурнăçра кун евĕрлĕ ĕçсем пулма пултарнă. Çапла çырса хăварни пур. Явуш хуçан икĕ ывăлĕ, ашшĕ вилсен, ун юлнă пурлăхне пайлама шутланă. Эпир те пĕлетпĕр темелле, Явуш хăй хыççăн пысăк пурлăх хăварнă. Ашшĕ вилсен хуçан икĕ ывăлĕ хуçалăх пурлăхне пайлама шутланă. Пĕрне Кипек ят панă, теприн çинчен палли çук. Тавлашура вĕсем вĕçне-хĕрне тупайман. Тăвансене «шур сухал» тăн парать. Кĕçех ку таврара Иван патша пулмалла. Сире вăл çеç пулăшма пултарать тет. Хуçа ывăлĕсем çак сĕнÿпе килĕшеççĕ.

Çав паллă, Явуш хуçа ачисене çырма, вулама вĕрентнĕ. Вырăс чĕлхи, çырулăха пĕлни пурнăçра, суту-илÿ ĕçĕнче кирлех пулнă.

Хăш çулсенче, хăш тапхăрта пулма пултарнă çак историри тĕлпулу/ 1551-1555 çулсенче темелле.

1552 çул. Хаяр Иван патша çарĕсемпе Хусан еннелле çывхарса пынă. Сăр шывĕ хĕрринче канма чарăннă. Малта, юханшыв тепĕр енче, чăвашсен çĕрĕсем.

Патшана канашлура ку таврара Явуш кнеçĕн утлă çарĕ пулни çинчен хыпарланă. Вĕсем патшапа тĕл пулма шухăшлине пĕлтернĕ. Кĕçех аллисене çыхнă пилĕк çынна илсе кĕнĕ. Вĕсене патша умне чĕркуçлентернĕ. Пурте çÿллĕ, çирĕп вăйпитти арçынсем. Çар тумĕсемпе. Урара сăран атăсем.

- Камсем пулатăр/ - ыйтнă патша.

- Эпир Явуш кнеç çыннисем, - евителнĕ вырăсла асли. - Пире сирĕнпе тĕл пулма хушнă. Куçа-куçăн.

Патша тарçисене тухма хушнă. Калаçу вăраха пынă.

Хăнасене хĕç-пăшалĕсене тавăрса парса йĕркеллĕ ăсатса яма хушнă.

Патша хăйĕн çыннисене Явушсен çĕрĕсем çинче сиенлĕ ĕçсем тума чарнă.

ВенСОР-ЯВАШ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика