Наркотиклă хатĕрсем - çын организмне çав тери вăйлă сиен кÿрекен веществосем. Ку наркăмăша пĕр хутчен тутанса пăхни те сывлăхшăн хăрушă проблемăсене çаврăнма пултарать.
Наркотиксем организмри хими процесĕсене улăштарса пуç тата çурăм шăммин мимине витĕм кÿреççĕ. Çакă психика улшăнăвĕсене çуратма пултарать: кăмăл-туйăм ылмашăвне, ыратнине туйми пулнине, хусканусен шайлашăвне çухатнине. Сăмахран, çын вăй-хал çĕкленĕвне туять, анчах çав вăхăтрах пуçĕпех наркотик витĕмне кĕрсе ÿкет, çыннăн сывлăхĕ хавшаса пырать.
Наркотиклă веществосемпе алхасни, тĕрĕссипе, айкашу мар - харпăр хăйне юриех сиен кÿни. Ку препаратсенчен хăшĕ-пĕрисем юн пусăмне тата чĕре таппине ÿстереççĕ. Çакă чĕрепе юн тымарĕн чирĕсен хăрушлăхне пысăклатать. Чĕре аптраса ÿкнипе е инсультсемпе вĕçленме те пултарать. Теприсем вара сывлав тытăмне пусараççĕ. Çавна пула организма кислород çитмест, çакă вилĕм патне те илсе çитерме пултарать.
Унсăр пуçне, наркотиксем наркăмăшлă витĕме кура пĕверпе пÿрене те сиенлеççĕ. Е тата таса мар йĕпсем урлă тĕрлĕрен хăрушă инфекци ерме пултарать. Наркотиклă веществосем иммунитета та хытах хавшатаççĕ, çавăн пирки организм чирсемпе инфекцисене хирĕç тăраймасть. Сывлăхшăн хушма хăрушлăх тухать, пурнăç тăршшĕ те кĕскелет.
Наркотиксем ăс-тăн тытăмне те вăйлă витĕм кÿреççĕ. Çыннăн депресси, шикленÿ, психозсем е ытти проблемăсем пуçланаççĕ. Ку чирсем шалах кĕрсе пыраççĕ, вăрах сиплев кирлĕ пулать. Наркотиксен витĕмне кĕрсе ÿкни тăтăшах ĕçе çухатнипе, ытти çынсенчен уйрăлса кайнипе, çемье саланнипе вĕçленет.
Наркотиклă веществосем - вĕсемпе усă куракансемшĕн кăна мар, вĕсен çывăх çыннисемшĕн те пысăк хăрушлăх. Тÿрех темиçе çыннăн пурнăçĕ арканать. Çакăн пек йывăр проблемăсенчен хÿтĕленмелли чи шанчăклă мел - наркотиксене нихăçан та тутанса та пăхманни.
Хăвăрăн сывлăха упрăр, сывă пурнăç йĕркине суйлăр!
Екатерина АБЫЗОВА,
республикăри общество сывлăхĕн тата медицина
профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин врачĕ
Июль 2025 |