Вырăссен паллă биологĕ, улма-çырла селекционерĕ тата генетикĕ И.В.Мичуринăн çунатлă сăмахĕсем пурин асĕнче юлнă тесе шутлатăп.
- Пирĕн çутçанталăк ырлăхне кĕтмелле мар, пирĕн тивĕç – ăна алла илесси, - тесе çырнă вăл 1934 çулта хăйĕн алçырăвĕнче 60 çул ĕçленине пĕтĕмлетсе. Çак сăмахсем çумне чăваш халăхĕн паллă поэчĕ К.В.Иванов хăйĕн «Нарспи» поэминче те «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен, шывсем çинче, çĕр çинче хуçа пулса вăл тăрать» тесе çырнине хушас килет. Çак тĕслĕхсем иккĕшĕ те çутçанталăк темĕн чухлĕ вăйлă пулсан та, этем унран вăйлăраххине, вăл çутçанталăк «чăкăлташĕсене» çĕнтерме май шыранине кăтартаççĕ. Ку вăл уйрăмах хăйсен шăпине ял хуçалăхĕпе, биологипе, медицинăпа, ветеринарипе çыхăнтарнă специалистсен ĕçĕ-хĕлĕнчен уççăн курăнать.
Акă, тĕслĕхрен, ĕлĕкхи саманара çынсем аппендицита, чĕре чирĕсене пула вилнисем, катаракта сиен кÿнĕрен ĕмĕрлĕхех суккăр тăрса юлнисем пинĕ-пинĕпе пулнă. Паянхи кун урăхла - пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Аппендицитпа аптранисене хăвăртах сиплеççĕ. Кардиологи центрĕнче кашни кун вуншар çыннăн чĕри çине стентсем е шунтсем лартса этемĕн ĕмĕрне чылайлăха тăсаççĕ. Куç тухтăрĕсем пиншер пациента катаракта чирĕнчен сыватса куракан тăваççĕ. Репродукци енĕпе ĕçлекенсем пепке çуратайман çемьесене ачаллă пулма пулăшаççĕ. Ветеринаринче та çавах, иртнĕ ĕмĕрте выльăхсем хушшинче алхаснă, çавна пула хуçалăхсен экономикине хавшатнă ерекен нумай чиртен сиплеме вĕренчĕç. Çаксем И.В.Мичуринпа К.В.Иванов сăмахĕсем паянхи кун чăннипех тÿрре килнине кăтартаççĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ
Пăртас
Июль 2025 |