Паттăрлăх кăтартнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2020, 10:19 Просмотров: 2206

Кăрлачăн 17-мĕшĕнче Польша çĕршывĕн тĕп хулине – Варшавăна – нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнăранпа шăп та 75 çул çитрĕ.

Çавна май çак кун Мускавра 22 сехетре «Çĕнтерÿ паркĕнче» тупăсенчен персе салют пачĕç. Асăнса хăвармалла, 1944–1945 çулсенче Польша халăхне фашистла Германи чуралăхĕнчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче 600 пине яхăн совет салтакĕпе офицерĕ хăйсен пурнăçне панă, ĕмĕрлĕхех Польша çĕрĕ çинче юлнă.

Ытти Европа çĕршывĕсемпе танлаштарсан Виççĕмĕш Рейх 1939 çултанпа пуçласа Польша çĕрĕ çинче чи пысăк «вилĕм лагерĕсем» йĕркеленĕ: «Освенцим» (Аушвиц-Биркенау), «Майданек», «Треблинка», «Собибор» тата ыттисем те. Асăннă лагерьсенче нацистсем ним айăпсăр çынсене пинĕ-пинĕпе тĕп тунă. Историксем палăртнă тăрăх, «Освенцим» – «вилĕм фабрикинче» – кăна 1,4 млн ытла çынна асаплантарса вĕлернĕ. 1945 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче (кĕçех 75 çул çитет). Пĕрремĕш Украина фрончĕн (командующийĕ Совет Союзĕн маршалĕ И.С.Конев) совет салтакĕсем «Освенцим» лагерĕнчи чĕрĕ юлнă юлашки узниксене хăтарнă хыççăн кăна фашистсен тискер «ĕçĕсене» пĕтĕм тĕнче пĕлет, каярахпа вара Нюренбергри трибуналпа та айăплĕç фашизма çакăншăн.

Польша çĕрне фашистсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче пирĕн ентешсем те йышлăн пулнă. Вĕсенчен пĕри – Филимон Алексеевич Алексеев. Вăл 1902 çулта Кивçурт Енĕш ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланиччен «Красноармеец» колхозра ĕçленĕ. 1942 çул пуçламăшĕнче фронта тухса каять. Алексей Филимонов Калинин фронтĕнче 134-мĕш стрелковăй дивизи ретĕнче Смоленск облаçĕнчи Белый хула çывăхĕнче пынă хаяр çапăçусене хутшăнать, темиçе хутчен аманать. Госпитальтен сипленсе тухсан каллех хăйĕн чаçĕпе пĕрле Белорусси тата Украина çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать.

1944 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Белорусси фронтĕнче (командующийĕ Совет Союзĕн маршалĕ Г.К.Жуков) «Люблин-Брест» операци пуçланать. Çав çулах 134-мĕш дивизи Западный Буг юханшыв урлă каçса Польша çĕрĕ çине фашистсенчен хăтарас «миссипе» кĕреççĕ.

1944 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче Хелм ятлă хулана çавăрса илеççĕ, талăкра тăшмана çĕнтереççĕ. Хулана ирĕке кăларнăшăн Хелмра пурăнакансем пирĕн салтаксене тав туса çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ. Çакăн çинчен салтаксен асаилĕвĕнче вулама пулать.

Çав уйăхрах 134-мĕш дивизи Пулава хула çывăхĕнчи çапăçура Висла юханшыв урлă каçса сулахай çыран хĕрринче плацдарм йышăнать (историксем ăна «Пулавский плацдарм» ят параççĕ). Çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн Филимон Алексеева 1944 çулхи июль уйăхĕнче «Хăюлăхшăн» медальпе наградăлаççĕ.

Дивизи салтакĕсем Люблин çывăхĕнче вырнаçнă «Майданек» ятлă вăрттăн «вилĕм лагерĕнчен» юлашки узниксене хăтараççĕ. Çак лагерь 270 га çĕр çинче вырнаçнă, 250 пин çын валли бараксем туса лартнă. Тыткăна лекнĕ совет салтакĕсем те пулнă çак лагерьте. Кунта çынсене газпа вĕлермелли ятарлă камерăсем ĕçленĕ, икĕ пысăк крематори тăрписем те сÿнмен кунта.

1943 çулхи чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Майданек» лагерь çывăхĕнче пулса иртнĕ инкек çинчен историллĕ документсене вуласан вара çÿç вирелле тăрать. «Çак кун нацистсем таврара пурăнакан 40 пин ытла еврее хăваласа килсе хăйсене тарăн шăтăк алттарнă. Пурне те хывăнтарса çĕр çине вырттарнă. Унтан хыçалтан пăшалпа персе, çынсен виллисене траншейăна пăрахнă. Пăшал сасси аякка ан илтĕнтĕр тесе савăнăçлă юрă янратнă», – тесе çырнă документсенче.

Енчен те Совет салтакĕсем Польша çĕрне фашистсенчен хăтарман пулсан, мĕнле шăпа кĕтетчĕ-ши Польшăра тата Европăра пурăнакан халăхсене?..

Филимон Алексеев 1944 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче çапăçура пуçне хурать. Ăна Польша çĕрĕ çинчи пысăках мар Барычка ялĕ çывăхĕнче пытарнă.

Хальхи вăхăтра Европăри политиксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи историлле фактсене хăйсене кирлĕ пек улăштарса çырма хăтланаççĕ.

Çак япăх пулăм çинчен Раççей Президенчĕ В.В.Путин та темиçе хутчен асăрхаттарса каларĕ. Çавăнпа та пирĕн тата пулас ăрусен хамăр историне, историлле тĕрĕслĕхе лайăх пĕлмелле, хамăр тата Европăри çĕршывсене тискер фашистсенчен хăтарнă совет салтакĕсен паттăрлăхне нихăçан та манмалла мар.

Вячеслав Алексеев,

Кивçурт Енĕшри Совет Союзĕн Геройĕ С.Илларионов ячĕллĕ музей-çурт ертÿçи.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика