Çак кунсенче хаçат вулакансем (поселокра пурăнакансем) темиçен те редакцие пĕрешкел ыйтупа килчĕç. Вĕсемпе калаçнă май пăшăрханăвăн сăлтавĕ те паллă пулчĕ.
«Эпир нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнатпăр. Хăшĕ-пĕри çĕрулмие, пахчаçимĕçе коридорти ещĕксенче тытать. Пысăк лаптăк та йышăнмаççĕ ĕнтĕ вĕсем. Анчах халĕ ещĕксене пăсма, илсе пăрахма хушаççĕ. Çакăн çинчен пĕлтерсе пушар хуралĕн сотрудникĕсем асăрхаттару хучĕсем хăварнă. Мĕншĕн чăрмантараççĕ-ши вĕсем?» – терĕç редакци хăнисем.
Ку лару-тăрăва уçăмлатас тесе асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсемпе çыхăнтăмăр.
– Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе поселокри нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕрĕслевсем иртнĕ. Çак вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркине уяман, вут-çулăм инкекĕсем кăларма пултаракан тĕслĕхсене тупса палăртнă, вĕсене пĕтерме хушнă. Сăмахран, хваттер хуçисем коридорсене, пусма тăваткалĕсене ещĕксем, ытти япаласем вырнаçтарса чăрмав туни. Чăрмавĕ кăна мар, шăрпăк е сигарет тĕпĕ лекес-тĕк, вĕсенчен пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Раççей Федерацийĕнчи пушара хирĕçле йĕркен Правилисен (вĕсене Раççей Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ) 23-мĕш пункчĕн «к» пайĕпе килĕшÿллĕн, пусма тăваткалĕсенче тата коридорсенче кладовойсем е ытти хушма пÿлĕмсем тума, çавăн пекех пусма сыпăкĕсем айĕнче тата площадкăсенче япаласем, сĕтел-пукан, çунакан материалсем упрама юрамасть.
Унсăр пуçне Правилăсен 36-мĕш пункчĕн «б» пайĕнче те «эвакуаци çулĕсене, тухмалли вырăнсене (çав шутра коридорсемпе тамбурсене, галерейăсене, лифт холĕсене, пусма тăваткалĕсене, алăкĕсене, эвакуаци люкĕсене) тĕрлĕрен материалсемпе, изделисемпе тата оборудованипе, производство юлашкийĕсемпе, çÿп-çаппа е ытти япаласемпе тултарса хуплама, эвакуаци çулĕсен алăкĕсене картласа хума юрамасть» тенĕ.
Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркин правилисене пăхăнманнисене РФ КоАП-ĕн 20.4-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе явап тыттарма та пăхнă. Штрафăн чи пĕчĕк виçи – 2 пин тенкĕ, – ăнлантарчĕç асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен.
Ноябрь 2024 |