Эпĕ Калининăри шкулта вуннăмĕш класра вĕренетĕп. Пытармастăп, ку шкулта пĕлÿ пухма май пулнипе чăннипех питĕ мухтанатăп.
Мĕншĕн тесен пирĕн шкул пурнăçĕ çав тери пуян: урок-занятисемпе кăна мар, тĕрлĕрен мероприятипе те тулли. Пирĕн класс туслă та хастар, манпа пĕрле вĕренекен тантăшсем пур енчен те маттур, пултаруллă ачасем.
Вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пыратпăр эпир. Пĕлтĕр патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене пурте лайăх паллăсемпе тытни те çакна çирĕплетрĕ. Çитес çул, ак, 11-мĕш класра тата кăткăсрах тĕрĕслев витĕр тухмалла. Хамăр суйланă аслă шкулсене вĕренме кĕрес тесе экзаменсене халех хатĕрленме пуçларăмăр. Тавах, тарăн пĕлÿ парассишĕн учительсем нумай тăрăшаççĕ.
Тĕрĕссипе, пирĕн умра лайăх вĕренме, яланах малта пулма хавхалантаракан чăн-чăн тĕслĕх пур. Вăл – класс шефĕ, наставникĕ – Калининăри шкултан вĕренсе тухнă Валерий Андреевич Федоров контр-адмирал. Пирĕн класс, юнгăсен отрячĕ пулнă май, унăн сумлă ячĕпе хисепленет. Вăл, ял ачи, çар вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренсе çĕршывĕпе паллă, хисеплĕ Тинĕс-çар офицерĕ пулса тăнă. Аякра пурăннăран вăл тăван тăрăха тăтăшах килсе çÿреймест, анчах эпир унпа пĕрмаях çыхăнура. Аслă вĕрентекенĕмĕре çуралнă кунĕсемпе, уявсемпе саламласа çырусем, видеосаламсем ăсататпăр. Хăй те телефонпа шăнкăравласах тăрать, сĕнÿ-канашсем парать, пирĕн çитĕнÿсемшĕн савăнать. Уявсем умĕн кăна-ха унран парнесем – тельняшкăсем – çитрĕç. Вĕсемпе Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕнче строй смотрне тухрăмăр.
Калининăри шкул ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать. Уйрăмах патриотла юхăма хастар хушăнатпăр. Кадет класĕсем Пĕтĕм Раççейĕпе темиçе çул харăс чи лайăххисем пулчĕç. Манăн та вĕсемпе пĕрле çĕршывăн тĕп хулинче ăмăртма тÿр килнишĕн питĕ савăнатăп. Мускаври конкурсран эпир те çĕнтерÿпе таврăнтăмăр. Ун чухне Валерий Андреевич та пĕрле пулчĕ, хавхалантарса пырса çĕнтерме пулăшрĕ.
Иртнĕ кĕркунне вара эпир шкултан пиллĕкĕн республикăри 200 çамрăк йышĕнче Чулхулари çар сборĕсене хутшăнма тивĕçрĕмĕр. Эрне хушши кадет корпусĕнче салтак пурнăçĕпе пурăнтăмăр. Пĕтĕмпех çарти пек пулчĕ: казармăсенче вырнаçрăмăр, çар ĕçне вĕрентĕмĕр, хĕçпăшалпа усă курма хăнăхрăмăр, уйри çар вĕренĕвĕсене те çÿрерĕмĕр. Пытармастăп, çăмăл марччĕ, анчах питĕ интереслĕ пулчĕ. Хамăра чăн-чăн çĕршыв хÿтĕлевçисем евĕрех туйрăмăр.
Пирĕн класăн çитĕнĕвĕсем сахал мар. Ушкăнпа та, уйрăммăн та ачасем вĕренÿре, спортра, пултарулăхра палăраççĕ. Ÿсĕмсенче класс ертÿçин Виктор Иванович Романовăн тÿпи пысăк. Вăл кашниншĕн хăйĕн ачи пек пăшăрханать. Татьяна Павловна Ефимова директор та çавăн пекех: кашни вĕренекен валли хăйĕн чĕринче вырăн тупать. Вĕсен шанăçне эпир тÿрре кăлармасăр пултараймастпăр.
Артем ЯКОВЛЕВ.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |