Шăпах çапла калама пулать «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Паянхи шкул» регион проекчĕпе туса хунă «Ÿсĕм точки» центрĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашсан
Санарпуçĕнчи вăтам шкулта çĕнĕ йышши вĕрентÿ хутлăхĕ иртнĕ çул ĕçлесе кайнă. Çак кĕске вăхăтра ачасем наука тата çĕнĕ технологи вăрттăнлăхĕсене чылай алла илме, хальхи вăхăтри оборудованисене çăмăллăн «çăварлăхлама» пултарнă ĕнтĕ. «Ÿсĕм точки» вĕсене пултарулăхне аталантарма кăна мар, тĕрлĕ тематикăпа проектсем хатĕрлес ĕçре те пулăшать.
Лаборатори ĕçне – ноутбукпа
Хальхи вăхăтра ку çĕнĕлĕх мар, тейĕ пĕри те тепри. Анчах, шел те, пур шкул та паян цифрăллă лаборатори пуррипе мухтанаймасть. Санарпуçсем вара ун меллĕхне туйса илнĕ ĕнтĕ.
Çĕнĕ йышши хими оборудованийĕ районта хальлĕхе ку шкулта кăна-ха. 2 млн ытла тенкĕ тăраканскерпе иртнĕ çул тивĕçтернĕ. Ахальтен ку шкула суйласа илмен. Галина Ивановна Егорован, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕн, вĕренекенĕсем çулран-çул патшалăх экзаменĕсенче лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Выпускниксем медицина, хими факультечĕсене суйласа илеççĕ. Алла диплом илсен специальноçпех ĕçлеме тăрăшаççĕ. Кунта вĕреннисенчен% Кÿстÿмĕрти, Çĕрпелти учительсем – Валерия Васильевна Васильева, Марина Витальевна Васильева, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн тĕп специалисчĕ Наталья Скворцова... Галина Ивановнан шкулти стажĕ – 34 çул. Районти хими учителĕсен методпĕрлешĕвне те чылай çул ертсе пынă.
– Çĕнĕ оборудовани уроксене кăсăклăрах ирттерме, ачасене хими предмечĕпе интереслентерсе яма питех пулăшать, – пĕлтерчĕ пултаруллă учитель.
Çакна, чăн та, вăл ирттерекен урокра курса ĕненме май пулчĕ. Кашни парттăра ноутбуксем тата цифрăллă лаборатори пуххи. Вăл микроскопа, микропрепаратсем хатĕрлемелли набора, тĕрлĕ опыт комплекчĕсене тата ыттине те пĕрлештерет. Учителĕн ноутбукĕ кăна 250 пин тенкĕ тăрать, ачасен – 70 пин тенкĕ!
Вĕренекенсене пĕр вăхăтрах тĕрлĕ лаборатори ĕçне тума май пурри, хыççăн хăйсен кăтартăвĕсемпе тантăшĕсене паллаштарни уйрăмах килĕшет. Çакăнта пытаннă та ĕнтĕ вĕренÿ патне туртăма ÿстерес тĕллев.
Пуласлăх пÿлĕмĕ
Санарпуç шкулĕн ачисене кунта уйрăмах килĕшет. Пулмасăр, ку вĕренÿ пÿлĕмĕ малашлăхпа çыхăннă оборудованисене туллин пĕрлештернĕ.
«Ÿсĕм точкинче» йĕркеленĕ кружок кĕçĕннисене уйрăмах илĕртет. Вĕсем центртан каясшăн та мар. Хăйсем ăсталанă робочĕсемпе кăсăклансах паллаштарчĕç, ĕç хуштарчĕç, ăмăртмалла чуптарчĕç.
Кунтах ачасем 3D-принтерпа ĕçлеме хăнăхаççĕ. Квадрокоптера хăвăртах алла илнĕ ĕнтĕ. Ăна урамра вĕçтерсе видео та, фото те ÿкерме пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ку пачах та йывăр маррине пÿлĕмрех Мария Смирнова демонстрацилерĕ. Кăчăк туртнăн тейĕн, юлашкинчен оборудовани ун ал тупанĕ çинех анса ларчĕ.
Виар-куçлăха тăхăнса виртуаллă хутлăха çитме Ирина Алексеевна Тихонова учитель мана та сĕнчĕ. Тÿрех калам, çав тери вăйлă курăм! Урăх измерение лекни, анчах та вăл чăнлăхри пек курăнни ачасене ăçтан килĕшмĕ. Тусен хитре анлăшĕ тăрăхçÿреве тухатăн. Космоса çитетĕн... – мĕн тери кăсăклă.
Шахмат пулăшать
Центрăн шахмат пÿлĕмĕнче те яланах ача нумай.
Ăс-тăна çивĕчлетекен ку вăйă Санарпуç шкулĕнче вĕренекенсемшĕн çывăх пулни районта иртекен турнирсенчен те аван курăнать. Шашкăпа та, шахматпа та вĕсем – çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Çитменнине, кашни сĕтел çинче. Ку пÿлĕмрен тăхтав вăхăтĕнче те ачасем татăлмаççĕ. Александр Иванович Порфирьев вĕсене «Шахматы в школе» çĕнĕ программăпа фигурăсен кашнин вăйне, сехете епле пăхăнмаллине вĕрентет. Кĕçĕннисем йăлтах ăса хывни куçкĕрет. Вĕсем хушшинче шашка-шахмат турнирĕсен чемпионĕсем те пур – Николай Ермошкин, Леонид Ермошкин, Вячеслав Шепитка, призер – Анна Семенова.
Шкул директорĕ Николай Иванов çитес вĕренÿ çулĕнчен шахмат вăййине 2-мĕш класранах вĕрентессине пĕлтерчĕ.
– Чи кирли – ачасем килĕштерччĕр. Вара результат та пулать, – хушса хучĕ шашка-шахмат секцийĕн ертÿçи Александр Порфирьев.
«Ÿсĕм точкине» пула
Шкулта халĕ ОБЖ урокĕсем те кăсăклăрах иртеççĕ. Пирвайхи медицина пулăшăвне памалли оборудованипе тухăçлă усă кураççĕ.
– Пирĕн шкула, тĕрĕсрех – ял ачисене, питĕ ăнăçрĕ. «Ÿсĕм точкинчи» евĕр гаджетсене пурне те киле валли туянма майсем çукрах-çке, – терĕ Санарпуç шкул директорĕ Николай Никитич Иванов. – Гуманитари тата цифрăллă вĕренÿ центрне уçни – малалла, пуласлăха утăм туни. Çакă пире вĕренÿ учрежденийĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетме те, педагогсен професси шайне те ÿстерме май пачĕ% икĕ пÿлĕме тĕпрен çĕнетрĕмĕр, учительсен пысăк пайĕ курссенче вĕренчĕ.
«Ÿсĕм точки» чăннипех те çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Паллах, паянхи ăру интернет пулăшнипе темĕн те вуласа-курса вĕренме пултарать, программăлама та хăнăхать. Анчах та алă айĕнчех çакнашкал çĕнĕ оборудовани пурри, унпа усă курма май килни темиçе хут лайăхрах-çке! Çакна Санарпуç шкулне çÿрекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем тивĕçлипех хаклаççĕ.
«Ÿсĕм точки» çавăн пекех талантлă ачасене тупса палăртма, вĕсен пултарулăхне уçма пулăшать.
Санарпуçсем наци проекчĕн ырă енĕсене çакăнтан та аван туйнă. Кунта темиçе çул ĕнтĕ агрокласс ĕçлет. Чăваш патшалăх ял хуçалăх университечĕн преподавателĕсем шкула килсе лекцисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Пандеми вăхăтĕнче занятисене дистанци мелĕ çине куçарнă. Çак тапхăрта агрокласа çÿрекенсене «Ÿсĕм точкипе» килнĕ ноутбуксем питех пулăшнă.
Чăн та, юлашки вăхăтра вĕрентÿ тытăмĕ самай мала кайрĕ. Çĕнĕ форматсем пĕлÿ илессине кăсăклăрах та эффективлăрах туни куçкĕрет.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |