Çак сăмахсене Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн директорĕ Татьяна Ильина ахальтен каламасть. Юратнă ĕç ăна çунатлантарать, тĕллевсене пурнăçлама хăват кÿрет.
Татьяна Васильевнана Турри пысăк талант парнеленĕ – юрă-кĕвĕ тĕнчин вăрттăнлăхĕсене пĕлме пÿрнĕ. Кунтан та ытла вăл пултарулăхне ачасенче хывма пултарнишĕн хăйне икĕ хут телейлĕрех туять.
Татьяна Ильина ача-пăча ÿнер шкулĕнче 30 çула яхăн тăрăшать, çичĕ çул ытла – ертÿçĕре. Çак тапхăрта миçе ăру искусствăпа туслашман пулĕ, миçе ача ун йĕрĕпе кайма ĕмĕтленнĕ.
Юлашки çулсенче ачасене хушма пĕлÿ парасси палăрмаллах ÿсрĕ. Çакна ÿнер шкулĕ кашни кун кĕçĕннисен сассипе тулни те çирĕплетет. Кунта художество, музыка, ташă культурине ÿстерме пулать. Тĕрлĕрен мероприятисем те, çулталăкра вĕсем 100-е яхăн иртеççĕ, ачасен пултарулăхне ÿстерес тĕллевлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ку учрежденин воспитанникĕсем çулсерен тĕрлĕ шайри творчество конкурсĕсенче палăраççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, пандемие пăхмасăр 28 конкурспа акцире тупăшнă. Пĕтĕм тĕнчери икĕ конкурсра çĕнтернĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕнче виçĕ 1-мĕш, виçĕ 2-мĕш, пĕр 3-мĕш вырăн йышăннă. «Синяя птица» хор çĕршыври «Краски Чувашии» конкурсăн лауреачĕ пулса тăнă. Регионсем хушшинчи, республикăри конкурссенче çĕнтерÿçĕсен, призерсен йышне кĕнĕ.
– Çак çитĕнÿсем пĕтĕмпех коллектив тивлечĕ, – тет Татьяна Васильевна сăпайлăн.
Тĕрĕссипе, кунта ертÿçĕн тÿпи те питĕ пысăк. Директор ĕç, вĕренÿ условийĕсене лайăхлатас тесе чунтан тăрăшать. Юлашки çулсенчи юсав, пурлăхпа техника базине пуянлатассипе тунă ĕçсем те çакна «калаççĕ».
– Ĕç манăн – пурнăç. Çакнашкал телее туйма пÿрнишĕн чунтан савăнатăп. Ÿнер шкулне çÿрекен кашни ачана хам ача пек, ĕçтешсене çывăх тăван пек йышăнатăп!.. – çакнашкал сăмахсем чĕререн ăнсăртран тухмаççĕ.
Обществăлла ĕçсенче те хастар вăл. Чылай çул ĕнтĕ культура ĕçченĕсен профсоюзĕн районти комитетне ертсе пырать, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет.
Ĕçне пăхса хакне пар, тенĕ ваттисем. Татьяна Васильевнан пархатарлă ĕçне те асăрхамасăр хăварман. Иртнĕ эрнере, акă, ăна культура аталанăвне тÿпе хывнăшăн тата нумай çулхи ырми-канми ĕçшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе чысланă. Ытти наградăсем те чылай.
Татьяна Васильевна ырă тĕслĕхе курса çитĕннĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ те хисеплĕ çынсем: Василий Яковлевич Львов нумай çул поселок администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă, кăтартуллă ĕçпе палăрнă (шел, ун пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ). Амăшĕн Альбина Андреевнан ĕç-хĕлĕ «Сельхозтехника» организаципе çыхăннă.
Татьянăпа Александр Ильинсем хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Ачисене тĕрĕс çулпа пыма, çĕршыва юрăхлă пулма вĕрентеççĕ.
Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
Ноябрь 2024 |