Çуракине тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе «Санары» агрофирмăра йĕркеленĕ районти конференцин пленарлă пайне райадминистрацин пуçлăхĕ Андрей Тихонов уçнă. ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри ял хуçалăх организацийĕсем уй-хире тухма мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă.
Район аграрийĕсене çĕрулми лаптăкĕсене пысăклатма сĕннĕ, мĕншĕн тесен «иккĕмĕш çăкăра» ыйтакансем йышлансах пыраççĕ. Сергей Геннадьевич çĕр ĕçĕпе тăрăшакансене патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшмалли мерăсем çинче чарăнса тăнă. Çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме суннă.
Ял производствине аталантарассипе хастар тимлекенсем чыс-хисепе тивĕçнĕ. «Чăваш Автономине – 100 çул» юбилей медалĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместительне – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхне Вячеслав Горбунова, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн тĕп механикне Николай Жукова, ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе аш-какай комбиначĕн сысна комплексĕн цех пуçлăхне Юрий Маркова, выльăх-чĕрлĕх комплексĕн бригадирне Валерий Кондратьева, район администрацийĕн Хисеп грамотипе аш-какай комбиначĕн тĕп бухгалтерне Людмила Лукинана наградăланă.
Район администрацийĕн Тавĕпе Карл Маркс ячĕллĕ кооператив председательне Валерий Шумилова, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингпа «Санары» агрофирма тĕп директорĕсене Николай Аливанова тата Андрей Петрова, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн пуçлăхне Леонид Семенова, «Янгорчино» кооператив ертÿçине Геннадий Романова, «Агрохмель» агрофирма директорне Борис Семенова чысланă.
Агропромышленность комплексне аталантарассипе нумай çул тăрăшса ĕçленĕ ертÿçĕсене манмаççĕ. Владислав Репин, Николай Юркин райадминистрацин Тавне тивĕçнĕ.
Вячеслав Горбунов ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕпе паллаштарнă, кăçалхи ĕç-хĕлĕн малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.
Пĕлтĕр ял хуçалăх техники уй-хире иртерех тухнăччĕ. Кăçал лару-тăру урăхларах. Юр талккишпех выртать. Пĕтĕмĕшле илсен 2021 çулта районта ака-суха ĕçĕсене 30069 гектар çинче туса ирттермелле.
Çурхи тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 12853 гектар йышăнмалла. Кукуруза валли 1568 гектар çĕр уйăрĕç, çав шутра тĕшĕ илме – 500 гектар, симĕс масса валли – 1068 гектар.
Аграрисем çĕрулмине 343,9 гектар лартасшăн. Ку вăл пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕнчен 145 гектар пĕчĕкрех (иртнĕ çулхи шайăн 70 проценчĕ).
Çураки ирттерме тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ 2776 тонна кирлĕ. Çĕр ĕçченĕсем паянхи кун тĕлне илсен пулас тухăç никĕсне 2942 тонна хывнă. Ку вăл планăн 106 проценчĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кондициллĕ вăрлăх 2512 тонна е 85 процент. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта культурăсен 91 проценчĕ ака стандартне тивĕçтернĕ.
Пысăкрах предприятисенче вăрлăх паха, анчах та хăшпĕр хресчен хуçалăхĕсенчи лару-тăру савăнтармасть. Вĕсенче кондициллĕ вăрлăх пачах çук е тĕрĕслемен культурăсене акаççĕ.
Техника уй-хире тухма ха- тĕр-и? Çуракине хутшăнакан тракторсен, дискаторсен, сеялкăсен 91 проценчĕ, культиваторсен 92 проценчĕ юсавлă.
Минерал удобренийĕсем 1311,3 (101,6 процент) тонна пур. Уй-хир ĕçĕсене ирттерме дизель топливи 460 тонна, автобензин 76 тонна кирлĕ. Паянхи кунри кăтартусем çапларах% дизтопливо – 73 процент, автобензин – 35 процент.
Çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килессипе уйрăмах «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ, «Знамя», «Луч» ял хуçалăх производство кооперативĕсем, «Санары» агрофирма, А.Игнатьев, В.Павлов, В.Яковлев, М.Максимов, И.Сергеев фермерсен хуçалăхĕсем тăрăшнă.
Конференцире «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников предприяти ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă, ял хуçалăх таварне туса илекенсемпе тачă çыхăнса тимленине çирĕплетнĕ.
Йĕпреç районĕнчи Пучинке сĕт завочĕн директорĕн çумĕ Роман Алексеев сăмах илнĕ. Хăйсен организацийĕ çинчен каласа кăтартнă. Роман Юрьевич ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕ, районта спорт юхăмне аталантарнăшăн Виталий Трофимова наградăпа чысланă. «Санары» агрофирма ертÿçи Андрей Петров Патшалăх Думин Леонид Черкесовăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
«Россельхозцентр» учрежденин республикăри филиалĕн ертÿçин çумĕ Олег Исаев ял хуçалăх культурисем фитосанитари тĕлĕшĕнчен мĕнле пулни, ÿсентăран чирĕсем тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăсем пирки каласа панă.
Валентина Никитина, Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи ветеринари тата фитосанитари асăрхавĕн федераллă службин Управленийĕн ÿсентăран карантинĕ, тырă тата вăрлăх пахалăхĕ енĕпе тимлекен асăрхав пайĕн тĕп патшалăх инспекторĕ, саккун требованийĕсене палăртнă.
Конференцире тухса калакансем татах пулнă. Район ертÿлĕхĕ Владимир Яковлев тата Андрей Тихонов çуракине хатĕрленсе ирттерессипе пурне те тухăçлă ĕçлеме, çитĕнÿсем тума суннă.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |