Рифкат Киметов,
«Энергостроймонтаж» общество директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ:
Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн çĕнĕ Указĕ çав тери актуаллă, вăхăтлă тесе шутлатăп. Республика ертÿлĕхĕ халăх сывлăхне çирĕплетесшĕн, пурнăç тăршшĕне ÿстересшĕн, кашни çынна хăйĕн вырăнне тĕрĕс тупма тата пултарулăхĕсене аталантарма май туса парасшăн. Çынсен хăтлă пурнăçĕшĕн пурнăçланакан çак тĕллевсене, паллах, ырласа кăна йышăнатпăр. Вĕрентĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна тата ытти сферăсене бюджетран миллиардшар, миллионшар тенкĕ уйăрма пăхнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама, пĕр сăмахсăрах, пысăк укçа-тенкĕ хывăнать.
Çĕнетÿсем кирли вара, чăн та, сисĕнет, курăнать. Указра сывлăх сыхлавĕн пирвайхи звенин ĕçне тухăçлă йĕркелемелли çинчен каланă. Ыйтусем пур ку енĕпе. Вĕсенчен пĕри куç умĕнчех: больницăсене кĕрсен тухтăр пÿлĕмĕсем умĕнчи черетсем кĕтсе илеççĕ. Банк тытăмĕнчех, ак, талонлă йышăну çине куçсан тинех йĕрке пулчĕ. Сиплев учрежденийĕсенче те çакăн евĕрлĕрех меслетпе усă курсан – çын тухтăр хăйне йышăнакан вăхăта пĕлсен – черетсем чакассăн туйăнать.
Вĕрентÿ тытăмĕ пирки калас-тăк, мана, электрике, ку учрежденисене çутăпа пахалăхлă тивĕçтерес ыйту хумхантарать. Вĕрентÿ организацийĕсенче диодлă çутă ламписем вырнаçтарасси пирки калаçу тахçанах пырать. Ыйту татăлма укçа-тенкĕ кирлĕ. Анчах, каламалла, диодлă çутă ламписем питĕ перекетлĕ. Электроэнергие перекетлĕ пĕтернĕрен вĕсене лартса тăкакланă укçа та хăвăртах таврăнать. Вĕренекенсем валли те пÿлĕмсенче çутă çителĕклĕ пулĕ – апла пулсан вĕсен куç сывлăхĕ упранать. Ачасене пирĕн пуласлăх тетпĕр те, вĕсен сывлăхĕ çинче перекетлеме кирлĕ мар. Хушма мерăсем, иккĕленместпĕр, чылай ыйтупа лару-тăрăва лайăхлатма пулăшĕç.
Леонид Николаев,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
– Халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстересси наци аталанăвĕн приоритетлă çул-йĕрĕ шутланать. Çакна шута илсе алă пуснă çĕнĕ Указра Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи пĕлтерĕшлĕ сферăсен тĕллевĕсене çирĕп палăртать: вĕрентĕве çĕнĕ шая çĕклесси, халăх сывлăхне çирĕплетесси тата пурнăç тăсăмне ÿстересси, çынсен пысăк пайне физкультурăпа спорта явăçтарасси, культура тытăмне аталантарасси. Ку тĕллевпе пысăк сумма – 3,4 млрд тенкĕ – тăкаклама палăртаççĕ.
Паллах, шухăшĕсем ырă: бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ чылай объекта çĕнетме, оборудованипе пуянлатма май парать.
Курăмлă улшăнусене хамăр районта та курăпăр. Нумаях пулмась, акă, районти икĕ шкулта «Ÿсĕм точки» медиацентрсене уçрăмăр. Çитес çул Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта 30 миллион тенкĕлĕх тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттермелле. Çавăн пекех поселокри «Березка» ача сачĕ те пысăк юсавра çĕнелĕ. Унсăр пуçне ку Указпа кĕçĕн звенора вĕренекенсем валли сĕтел-пукана çĕнетме пĕчĕк мар сумма пăхнă.
Чăваш ен Пуçлăхĕ республикăра пурăнакансен пурнăç тăсăмне ÿстермелли çеç мар, халăха сывă та хастар пурнăç йĕркине хăнăхтармалли условисем туса хурас текен шухăш та яр уççăнах палăрать Указра. Вăрнарсен, паллах, физкультурăпа тата спортпа туслашма пĕтĕм майсем çителĕклĕ. Яллă вырăнсенче урăх çĕрте ниçта та спорт объекчĕсен тулли комплексĕ çук. Пирĕн халăх кăмăлне кура пăр катокне, бассейна, фитнес-центра, спорт комплексне, спорт шкулне, стадиона çÿресе сывлăхне çирĕплетме пултарать. Нумай ялта спорт площадкисем тухăçлă ĕçлеççĕ. Çакă, паллах, халăхăн пурнăç тăсăмне ÿстерес ĕçпе те тÿрремĕн çыхăннă. «Хастарлăх – вăрăм ĕмĕр никĕсĕ» тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.
Палăртнă тепĕр пĕлтерĕшлĕ задача – ялсенчи шыв скважинисемпе башнисене йĕркене кĕртесси. Пирĕн районта та ял халăхне, поселокри уйрăм çуртсенче пурăнакансене централизациленĕ мелпе ĕçмелли шывпа тивĕçтерес ыйту тăрать. Ку енĕпе проектпа смета документацине хатĕрлесе çитермелле.
Николай ТИНЮКОВ,
Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ:
– Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указне ырлатăп. Республика ертÿçи сывлăха сыхлас ĕçе лайăхлатассине те пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Указпа килĕшÿллĕн Чăваш енри сывлăх сыхлавĕн пирвайхи звенине йĕркелеме республика бюджетĕнчен тата 1 млрд тенкĕ уйăраççĕ.
Медицинан пирвайхи звенисем: фельдшерпа акушер пункчĕсем, врач амбулаторийĕсем, участок больницисем, васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕсем тата ыттисем. Чăваш ен Пуçлăхĕ 2020 çулта сывлăх сыхлавĕнчи кашни иккĕмĕш организацире тĕплĕ юсав ирттерме, пурлăхпа техника базине çирĕплетме тĕллев лартнă.
Палăртма кăмăллă, Вăрнар район тĕп больницинче те ырă улшăнусем пулмалла. Проектпа смета докуменчĕсем хатĕр ĕнтĕ.
Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе тепĕр çулне виçĕ хутлă поликлиникăра, Калининăри участок больницинче тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртатпăр. Фельдшерпа акушер пункчĕсене те тимлĕхсĕр хăвармăпăр. Вăрнар район тĕп больници çĕнĕ йышши оборудованипе те пуянланĕ. Сиплев учрежденийĕн территорисене хăтлăх кĕртессипе те ĕçлĕпĕр. Пĕтĕмĕшле каласан ырă улшăнусем халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине ÿстерме, пурнăç тăршшĕне тăсма пулăшĕ. Хăтлă ĕç условисенче специалистсем те тухăçлăрах тăрăшĕç. Кăçал Кÿстÿмĕр, Аçăмçырми ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлмалла.
Ноябрь 2024 |