Тĕнчере, çĕршывра хаяр чир-чĕр тĕлĕшпе лару-тăру лăпкă мар та, автовокзалта та пассажирсем сахалланчĕç.
Анчах та апат-çимĕç туянмашкăн çав-çавах лавккана тухма тивет. Иртнĕ эрнере ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн Шупашкаралла каякан автобус вырăнтан тапраниччен вăхăт нумай та юлманччĕ – виççĕн кĕрсе тăчĕç.
Хĕрĕ, амăшĕ тата кукамăшĕ тулли сумкăсене хăвăртах салонта вырнаçтарчĕç. 6–7 çулсенчи хĕрача пакета уçрĕ те батон хуçса илчĕ. Тăпăрт-тăпăрт сиккелет хăй. Сисеймерĕ те – аллинчи çăкăрĕ автобус ăшĕнчен тухса ÿкрĕ.
– Катя, тухса ан ил, хура вăл! – терĕç ăна амăшĕпе кукамăшĕ пĕр шухăшлă пулса. Хĕрача аслисем каланине илтмĕш пулчĕ, батона тухса илчех.
– Анне, кукамай! Эсир мана вăрçă вăхăтĕнче çынсен пурнăçĕ çав тери йывăр пулни çинчен каламанччĕ-и-ха? Çимелли пулманран, авă, ачасем уйсенче çĕрĕк улма пухнă. Çăкăра пăрахса хăвармалла мар, – терĕ те Кĕтерук батон татăккине типтерлĕн хутпа чĕркесе хучĕ. – Эпĕ ăна килти кушакпа йытта çитерĕп. Мăрмăрпа Улайкка хытă савăнĕç.
Пассажирсем пĕри те тепри хĕрачана ырлама пуçларĕç, çав вăхăтрах унăн амăшĕпе кукамăшĕн пичĕ панулми пек хĕрелсе кайрĕ. Ара, пĕчĕк ача çитĕннисенчен те çивĕч ăслăрах, пуянрах чун-чĕреллĕ мар-и?
– Чăнах та, çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксене мăнукăмпа час-часах пăхатпăр. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ тăвансен пурнăçĕпе Катя пĕрмаях кăсăкланать. Пĕррехинче унăн пичĕ тăрăх вĕри куççуль сăрхăнса анчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тăванĕсем хура çăкăр та тăраниччен çиеймен тесе мăнукăм чĕререн хурланчĕ, – каласа пачĕ ватă хĕрарăм.
Ачасен пуласлăхĕ аслисенчен нумай килет. Çамрăк чĕресенче ырă вăрлăх акса хăварни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
– Садикре те патриотлăх туйăмне аталантарма тăрăшаççĕ. Акă, сăмахран, нумаях пулмасть хĕрĕмпе тăвансен фронтри, тылри паттăрлăхне ÿкерчĕксенче сăнларăмăр,– палăртрĕ çамрăк хĕрарăм.
Кĕтерук çинçе сассипе чĕвĕлтетрĕ: «Ман ват мамак вăрçă вăхăтĕнче çурлапа тырă вырнă, фермăра выльăхсем пăхнă. Мăн кукаçи танкист пулнă. Ăна паттăрлăхшăн орден та, медальсем те панă». Унтан хĕрача пассажирсене сăнанă май çапла хушса хучĕ:
– Пĕлетĕр-и, çынсем кăна мар, Джульбарс ятлă йытă та медаль илме тивĕçнĕ. Вăл çичĕ пин ытла мина тата 150 снаряд тупнă. Çынсен пурнăçне çăлса хăварнă.
– Экскурсовочĕ чаплă. Аслă Çĕнтерÿ çулĕпе йăлт утса тухрăмăр, – терĕ пассажирсенчен пĕри хĕрачана мухтаса.– Мĕн пĕлменнине те пĕлтĕмĕр.
Кĕтерук каласа панине тата итлеме хатĕрччĕ. Анчах та хам пурăнакан ял патĕнче юлма тиврĕ. Çын пуласси ачаран паллă, теççĕ. Эпĕ пĕрре те иккĕленместĕп: пĕчĕк Кĕтерук ÿссе çитĕнсен Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕ пулатех.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |