Район хаçачĕн нарăсăн 15-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Паттăрăн ячĕ манăçмĕ» статьяна вуланă хыççăн манăн та асаилÿсем çуралчĕç. Килĕшетĕп: паттăрăн ятне хурăнсур-çармăссем кăна мар, пĕтĕм район çыннисем пĕлме, Раççей Геройĕпе мăнаçланма тивĕç.
Статьяра пирĕн ентешĕн ывăлĕ Федор Васильевич Кузьмин Сарань хулинче çуралнă тесе палăртнă. Ним тĕлĕнмелли те çук, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Караганда облаçне нумай чăваш çамрăкĕ вĕренме кайнă. Эпĕ хам та 1965–1967 çулсенче Шахтинск хулинчи 40-мĕш номерлĕ училищĕре вĕреннĕ. Ахăртнех, Федьăн ашшĕпе амăшĕ те унта вĕренсе ĕçлеме юлнă.
90-мĕш çулсенче, Совет Союзĕ аркансан, халăхшăн йывăрлăх нумай тухса тăнă. Унти юлташсем каланă тăрăх, шахтăсем хупăннă, стройкăсем чарăннă. Преступлени тăвасси ÿссе кайнă. Хваттерсене сутма май пулман: кама кирлĕ, пурте унтан тухасшăн. Нимĕçсем Германие, еврейсем Израиле, Раççей халăхĕ хамăр çĕршыв еннелле куçнă. Ман шутпа, Федя Пермь облаçне, ОМОН службине шахта ĕçне пăрахсан лекнĕ. Шел, Чечня Республикинчи виççĕмĕш командировка уншăн юлашки пулнă. Вăл чăн паттăрлăх кăтартса, юлташĕсене хÿтĕлесе хăйĕн пуçне хунă – Раççей Геройĕн ятне ăнсăртран памаççĕ.
Чечня Республикинче вилнĕ тепĕр Хурăнсур Çармăс каччине, Владислав Антонова, асăнмасăр хăварас килмест. Вĕсен çарне Инçет Хĕвелтухăçĕнчен Чечня вăрçине куçарнă. Колоннăпа пынă чух вĕсем засадăна лекнĕ. Владислав çара каяс умĕн Вăрнарти училищĕре водителе вĕренчĕ. Эпĕ вăл вăхăтра вĕсен мастерĕ пулнă. Ялтан вĕсем виççĕн вĕренчĕç. Астăватăп, Çавалкас уйне çĕрулми пухма çÿреттĕмĕр. Çак ачасем ĕç хыççăн килĕсене çуранах утатчĕç те, эпĕ вĕсене самосвал кузовĕ çинче ял çывăхне çитерме тăрăшаттăм.
Ман шутпа, паттăрлăхпа ĕçченлĕх юнашар утаççĕ. Çĕрпел енчи ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те ĕçченлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Кÿршĕсемпе эпир пĕр килти пек пурăннă, пÿртсене çăраççипе питĕрнине астумастăп.
Мăнтарăн чăваш халăхĕ ăçта кăна пуçне хуман пулĕ? Переселенипе те Çĕпĕре çемйи-çемйипе каятчĕç, вĕсене Канаш станцине машинăпа темиçе хут та еçнĕ. Пĕчĕк чухне анне каланă юмах аса килет: «Пĕр çемье тертлĕ пурăннă пирки нушаран Çĕпĕре тухса тарнă. Унта çитсен пăхаççĕ те, нуши сак çинче ларать, тет. Кунта мĕнле килтĕн тесен, эпĕ кунта тахçанах çитрĕм тесе каларĕ, тет».
Паянхи пурнăçа йывăр тесе ÿпкелешнине илтме пулать. Кашни килте – газ, чÿрече умĕнче е гаражра çăмăл машина (е грузовик та) ларать. Анкарти-уйĕнче уйрăм çынсем те тĕрлĕрен агрегатсемпе усă кураççĕ. Лавккара е пасарта мĕн кирли йăлтах пур, ыйтсан киле çитерсех параççĕ. Ĕçлес кăмăлли валли ĕçĕ те пур. Хăть эртелпе тăрăш, ушкăнпа килĕшмесен – пĕччен ĕçлеме пултаратăн. Хамăр тăрăхри ĕç е тÿлевĕ чуна пымасан, Мускава е урăх хулана кайса çÿрекенсем те нумай. Халăх выçă лармасть, ватăсене пенсие вăхăтра параççĕ, ан кахаллан – ĕçле тулĕк. Кун пек пурнăçа пирĕн атте-анне, кукаçи-кукамай, асатте-асанне тĕлĕкре те курман.
Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса пуçĕсене хунă çамрăксене манманни хаклă. Уйрăмах çитĕнекен ăрусен пуласлăхĕшĕн, вĕсене тĕрĕс воспитани парассишĕн. Паттăрсем татах та, ÿлĕмрен те çуралччăр, анчах мирлĕ пурнăç паттăрĕсем пулччăр. Тăнăçлăхпа ырлăх хуçаланакан тĕнчере савăнса пурăнмалла пултăр.
Петр ТИМОФЕЕВ.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |