Ял пурнăçне хула шайне çывхартасси пирки сăмахĕ пĕрмаях пырать. Ĕçĕ те пурнăçланать, лайăх улшăнусем куç умĕнчех. Анчах çивĕч самантсем те тем чухлех-ха.
Çакă редакци ĕçченĕсем ялсенче ирттернĕ тĕлпулусем вăхăтĕнче те аван курăнчĕ. Район хаçачĕ урлă хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене пĕлтерес текенсем сахал мар пулчĕç. Ытларахăшĕ вĕсем вырăнти хăтлăх тĕлĕшĕпе.
– Эсир пирĕн тăрăха çитни лайăх-ха. Тахçантанпах татăлман ыйту, тен, хаçатра çырнă хыççăн тинех вырăнтан тапранĕ. Пирĕн, ав, кĕпер кĕç-вĕç йăтăнса анать. Анчах никам та ăна юсама хыпăнмасть. Пĕр урамран теприне те тÿррĕн каçаймăпăр, ак, – пăшăрхануллă çак сăмахсемпе кĕтсе илчĕç хаçатçăсене хирпуçсем. Пуш сăмах калаçасран хăвăр куçпа пырса курăр, тесе чĕнчĕç.
Чăнах та, ялти Зеленăй урама каякан кĕпер аварийлĕ пулни тÿрех курăнать. Çиелти сийĕпе айăккисем арканнă, унта та кунта шăтăк-çурăксем пысăк. Асăрхамасăр пуссан ура ним мар анса каять. Касăва çÿрекен выльăхĕ те кунтан пĕрмай нушаланса иртет-мĕн. Типĕ çанталăкра аптрамасть-ха, йĕпе-сапа, пылчăк пуçлансан вара каçса çÿреме кансĕр кăна мар, хăрушă та. Пăтăрмахлă тĕслĕхĕ пулнă та иккен. Пĕррехинче сĕт пухма килнĕ машина кĕпер çинчен айăккине çаврăнса ÿкнĕ.
Кĕперĕн аялти никĕсĕ те шанчăксăр – çĕрĕшсе хавшанă. Пĕр-пĕр кун ишĕлсе анĕ е вăйлă шывпа юхтарса каясси те пулĕ, теççĕ ял çыннисем.
– Кĕперĕ ку 2010-мĕш çулсенче тунăскерех. Унтанпа юсав курман. Ăна йĕркене кĕртмелли пирки пĕрре мар ыйту çĕкленĕ ĕнтĕ. Анчах лавĕ халĕ те вырăнтан хускалмасть. Çанталăкĕ хитре тăнипе усă курса юсав ĕçĕсене çак кунсенчех пурнăçламалла та. Унсăрăн, çумăрсем лÿшкеме тытăнсан е хĕл ларсан, патне те пыраймăн, – ыйтаççĕ ял çыннисем.
Кунашкал аварийлĕ кĕпер ялта татах пур-мĕн. Механизаторсен тата Зеленăй урамсем хĕресленнĕ вырăнти те тахçанах юсав кĕтет.
Хамăр инф.
Ноябрь 2024 |