Ярмушкана пырса кĕрсен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2020, 13:14 Просмотров: 291

Редакци ĕçченĕсем район çыннисен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Вĕсем нумаях пулмасть Ярмушкана та çитсе килчĕç. Ку ял ра-йон центрĕнчен 30 ытла çухрăмра вырнаçнă.

Ярмушкана пырса кĕнĕ-кĕмен тÿрех пĕтĕмлетÿ тăватăн: ялта пурăнма майсем çителĕклĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, врач офисĕ, çыхăну уйрăмĕ, культура çурчĕ, вулавăш, лавкка, перекет касси, вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕ пур. Ветеринари участокĕ те кунтах. Хăшпĕр ялсенче çак асăннă учреждени- организацисенчен нихăшĕ те çук. Ярмушкасене вара чăнах та ăннă темелле. «Ял пурăнать», – пĕтĕмлетрĕ кăмăллăн манăн ĕçтешĕм те Марина Сергеева.

Пире, Вăрнар районĕн хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлекенсене, «Çĕнтерÿ çулĕ» тусĕсен йышĕ малашлăхра мĕнле пуласси хытах кăсăклантарчĕ.

– Хаçатра интереслĕ материалсем çук, – янăрарĕ пĕр кĕрнеклĕрех арçын. – Çавăнпа та ăна çырăнмастăп.

Хайхи арçын хытă пуплеме юратаканскер пулас. Никама та сăмах чĕнтермест. Анчах та ăна пÿлекен те тупăнчĕ. «Тиркеме пĕлетĕн, хăв вара хаçата хăçан çырăннине те маннă вĕт», – терĕ ентешĕ.

Çапла вара хăшпĕр çынсен япалине курмасăрах хаклас йăла пур. Палăртма кăмăллă, пире ытларах ырă, ăнлануллă çынсемпе калаçма тÿр килчĕ.

– Район хаçатне мăшăрăмпа тăтăшах çырăнса илетпĕр. Çемйипех «Çĕнтерÿ çулне» юратса вулатпăр, – терĕ пĕтĕмĕшле врач практикин Ярмушкари уйрăмĕн тухтăрĕ Ираида Отрыванова. – Интернет урлă чылай хыпара пĕлме пулать пулсан та хаçат пире кирлех. Вăл паянхи пурнăçа туллин çутатма тăрăшать.

Ираида Валерьяновна медицина ĕçĕнче çирĕм çул ытла вăй хурать. Ĕçтешĕсемпе 12 ялти çынсен сывлăхне пăхса-асăрхаса тăрать. Хаçат тусне халăх хисеплет.

– Ираида Валерьяновна эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа те сиплет,– пĕлтерчĕ Земфира Савельева. Вăл сывлăха тĕрĕслеттерме Пуканкасси ялĕнчен килнĕ.   Сакăр теçеткене хыçала хăварнă Земфира Григорьевна пурнăç уттинчен юлмасть, тăван хаçата кашни çур çулта çырăнса илет. Хăйĕн ĕмĕрĕнче стройкăра та, колхозра та пилĕк авнă. Ачисем те хисеплĕ çынсем.

Ярмушкари Валентина Молостова хальлĕхе район хаçатне çырăнман-ха. Анчах та кĕсье хулăмлансан çывăх вăхăтра почтăна кайма шантарчĕ. Калаçăва Ярмушкари лавккаран тухнă Любовь Петрова хутшăнчĕ. «Хаçатра пичетленекен статьясем районăн пархатарлă ÿсĕмĕсем çинчен пĕлтереççĕ, çивĕч ыйтусене хускатаканнисем те çук мар, – терĕ вăл. – Çавăнпа «Çĕнтерÿ çулĕсĕр» пурăнмалла мар, ăна çырăнмаллах».

Любовь Митрофановна Ярмушкара çуралса ÿснĕ. Мăшăрлансан Шупашкарта пурăннă. «Чăвашметалл» предприятире крановщицăра 36 çул тимленĕ. Тăван ен чĕнĕвĕ хытах илĕрте пуçласан мăшăрĕ Любовь Митрофановнăна хăй çуралнă ялне – Авшак Элмене – илсе килнĕ. Анчах та упăшки нумай та пурăнайман, йывăр чире пула çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Хуйха-суйха чăтма йывăр, Любовь Петрова пуçĕпех ĕçе кÿлĕнет. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп ĕрчетет. Паянхи кун та хастарлăх чакмасть.

– Ку таранччен икĕ ĕне тытнăччĕ, халĕ пĕр пуç. Шупашкарти йăмăкăм тăван яла килнĕ те ăна сĕт-турăх, усламçу кĕртсе патăм, – пĕлтерчĕ Любовь Митрофановна. – Велосипедпа çул çÿреме лайăх. Таварне те турттарма аван.

Вăл ачалăха аса илчĕ. Вĕсем пилĕк пĕртăван çитĕннĕ. Пурте хĕрсем. Любовь Петрова — асли. Ача чухнех çемье хаклăхне ăша хывнă, халĕ те тăванлăх туртăмĕ çирĕп.

– Пурте пирĕн пек туслă пурăнсан тĕнче те ырăрах пулĕ, – палăртрĕ маттур чăваш хĕрарăмĕ. Любовь Петрован икĕ мăнук. Вĕсем аслă шкулта пĕлÿ пухаççĕ.

Ялти хисеплĕ çынсенчен пĕрисем – вĕрентекенсем. Ара вĕсем çамрăк ăрăва пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлеççĕ: çирĕп ăс-тăн, тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Ярмушкари шкула çитрĕмĕр. Çĕршывра коронавирус енĕпе лару-тăру лăпкă пулман пирки пĕлÿ çуртне кĕртмеççĕ. Пирĕнпе калаçма директорăн вĕрентÿ енĕпе тимлекен заместителĕ Алексей Петров тухрĕ. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ çирĕм çула яхăн. Географи предметне вĕрентет. Алексей Геннадьевич Рособрнадзор экспертĕнче те тăрăшать. Юратнă ĕç ăна телей кÿрет. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл профессие чун туртнипе суйланă. Пултаруллă педагог çемйипе Шупашкарта пурăнсан та тăван тăрăхра тăрăшма май тупнă. Унăн мăшăрĕ – акăлчан предметне вĕрентекенĕ. Алексей Петров Пуканкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл каланă тăрăх, ашшĕпе-амăшĕ – Геннадий Гурьевичпа Галина Порфирьевна – «Çĕнтерÿ çулĕн» тусĕсем, ăна кашни çур çултах çырăнса илеççĕ. Алексей Геннадьевич тăван киле килсенех юратнă хаçата куçран вĕçертмест. Мал ĕмĕтлĕ те хастарскер районăн вĕçĕмсĕр кĕнекине çитес çула хăй те çырăнса илме шантарчĕ.

Ĕçтешĕмпе сарлака такăр çулпа утса пыратпăр. «Вă-ăн, физик пырать! Унран интервью илĕр!» – терĕç пире хирĕç килекен сатур арсем. Çывăха çитсен паллашрăмăр. Александр Алексеев Ярмушка шкулĕнче 38 çул физика предметне вĕрентнĕ. Ахальтен мар ăна çапла чĕнеççĕ. Вăл шкул ачисене музыка тĕнчипе те паллаштарнă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Александр Николаевич Йĕпреç енчен. Вăл вырăнти шкула направленипе ĕçлеме килнĕ. Çемьеленсен кунтах тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Александр Алексеев куç енĕпе виççĕмĕш ушкăн инваличĕ, апла пулсан та район хаçачĕн кашни номерне тĕпĕ-йĕрĕпе вулама кăмăллать.

Ялта çÿренĕçемĕн тавраллах ĕç шавĕ тăнине асăрхарăмăр. Унта та кунта мотор кĕрлевĕ илтĕнет. Пахча-анкарти сухалаççĕ, хĕле хатĕрленеççĕ. Гаражсенче те ĕçсем сахал мар курăнать.   Акă, Александр Молостов тăрăшсах агрегат пайне юсать. Унăн кил хуçалăхĕнче тимĕр ут та пур. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхĕ йышлă – мăшăрĕпе 6 пуç тытаççĕ. Ĕçлĕ пулсан та «Çĕнтерÿ çулне» вулама вăхăт тупаççĕ.

Вырăнти ял тăрăхĕн администрацине те кĕрсе тухрăмăр. Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем район хаçатне епле вуланипе кăсăклантăмăр. Любовь Федорова инспектор ял çыннисене справкăсемпе тивĕçтернĕ хыççăн кăмăлпах пирĕнпе калаçрĕ.

– Чун çăкăрĕсĕр пурăнма хĕн. Район хаçатне яланах çырăнса илнĕ те, малалла та çырăнăпăр, – çирĕплетрĕ Любовь Вячеславовна. – Эпĕ уйрăмах фронтовиксем, çар çыннисем çинчен вулама юрататăп. Акă Федор Кузьминăн тата ытти авторăн патриотизм темипе çырнă статйисем тăтăшах пичетленеççĕ. Вĕсене пĕрне те вуламасăр хăварман.

Паллах, «Çĕнтерÿ çулне» юратса вулакансем пурри хавхалантарать. Эпир те хаклă вулаканăмăрсенчен статьясем кĕтетпĕр. Иртни, паянхи пурнăçа сăнлаççĕ-и, çивĕч ыйтусене хускатаççĕ-и – ĕç коллективĕ пур материала та хапăлласа йышăнать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика