Иртнĕ çулхи раштавăн 29-мĕшĕ пăртассемшĕн паллă кун пулса юлчĕ: ял çыннисем кĕске вăхăтрах, пĕтĕмпе те ултă уйăх хушшинче, хăпартса лартнă 150 çын вырнаçмалăх культура çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăнчĕç. Çак куна ял халăхĕ 32 çул кĕтрĕ. Çав ятпа Пăртаса пĕрремĕш хут Чăваш Республикин юрăпа ташă ансамблĕ килсе çитрĕ, малтан клуб умĕнче, унтан сцена çинче хаваслă концерт кăтартрĕ.
Астăватăп, иртнĕ ĕмĕрĕн 60–80-мĕш çулĕсенче Вăрнар районне гастрольпе килекен пĕр театр та Пăртаса кĕмесĕр кайман, ун чухнехи ял варринчи йывăçран тунă капмар клуб пурне те илĕртнĕ. Анчах та çĕрĕшнĕ пирки 1988 çулта ăна пăсма тивнĕ, ялти культура ĕçченĕсен ирĕксĕрех шкулăн акт залне «хваттере кĕме», тĕрлĕ мероприятисене те çавăнтах ирттерме тивнĕ. Районти чи пысăк ял ятарлă культура вучахĕсĕр тăрса юлнă. Çакă халăха та килĕшсех кайман, мĕншĕн тесен условисем çуккине пула яла театрсем, паллă ансамбльсем килме пăрахнă, темиçе çынран тăракан эстрада коллективĕсемпе кăна çырлахма тивнĕ. Çамрăксем пушă вăхăта ирттерме каçсерен çывăхри ялсенчи клубсене тата Вăрнара çÿреме тытăннине пула инкеклĕ самантсем те сиксе тухнă.
Клуб теми вара нумай çул хушши ниепле те пурнăçа кĕреймен кăткăс ыйту пулса тăнă. 1989–1990 çулсенче кивĕ шкул территорийĕнче культура керменĕ купаласа лартнă-ха. Анчах та çĕр айĕнчи шыв сийĕ çывăхра пулнине шута илмен пирки çурт никĕсĕ, стенисем туса пĕтеричченех ишĕлме пуçланă. Сурнар çырмине çити хунă дренаж тăрписем пулăшман. Çав дренаж ялти пĕр çемьене шар кăтартнă: ăна Афанасьевсем пурăнакан харпăрлăх территорийĕ витĕр хунăран вĕсен кирпĕчрен купаланă çурчĕ ишĕлме пуçланă, ултă ачаллă çемьен ирĕксĕрех урамăн тепĕр енче çĕнĕ çурт лартма тивнĕ. 1991 çул хыççăн туса пĕтермен кермене пăснă. 2013 çулччен çак темăна никам та хускатман.
2005–2015 çулсенче поселени пуçлăхĕнче тимленĕ Геннадий Дмитриевич Петров 2013–2014 çулсенче Шупашкарăн-мĕнĕн нумай чупрĕ, пысăк вырăнта ларакан чиновниксене сахал мар «чăрмантарчĕ», анчах та пурин те пĕр хурав пулнă – укçа çук. Çапах та республикăн Культура министерствинче Пăртасра клуб кирлине ĕнентерме, вĕсенчен шантару сăмахне илме пултарчĕ, проект ĕçĕсене пуçăнчĕ. Анчах та тивĕçлĕ канăва тухнăран ĕçе вĕçлеме ĕлкĕреймерĕ.
2015 çулта поселени тилхепине халăх Николай Порфирьевич Петров аллине шанса парсан вăл та пĕрремĕш вырăна клуб ыйтăвне лартрĕ. Калас пулать, унăн та малтанах çĕнĕ клуб хăпартас енĕпе çул ниепле те уçăлман. 2019 çулта Президент пуçарăвĕпе «Культура» наци проекчĕ йĕркипе Раççейри ялсенче 586 çĕнĕ клуб тума палăртни шанăçа ÿстернĕ.
«Империя» строительство организацийĕ тăрăшнипе пач пушă вырăнта кĕске вăхăтрах капмар çурт ÿссе ларни пăртассене тĕлĕнтерсех янă. Йышăнатăп, Николай Порфирьевичпа пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче тĕл пулсан вăл мана кăçалхи Çĕнĕ çул уявне çĕнĕ клубра ирттеретпĕр тенине ĕненсех пĕтермерĕм – ун чухне çуртăн никĕсне те хывма пуçламанччĕ та-ха.
Ял çыннисем строительство ĕçĕсене район администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрни, строительство объектне кун сиктерсе тенĕ пек яваплă комиссисем килсе кирлĕ мерăсем йышăнни витĕмлĕ пулнине палăртаççĕ. Республика шайĕнчи пуçлăхсем те çак ĕçе куçран вĕçертмерĕç.
Çĕнĕ клуба ялти Ольга Елизаровна Иванова ертсе пыракан вулавăш куçнă та ĕнтĕ, çавăнпа кĕнекесемпе тата хаçат-журналпа интересленекенсем кунта сукмак такăрлатма пуçлани курăнать. Пухăннă халăх клуб уçнă кунах ял историне кăтартакан тата çĕнĕ кĕнекесен выставкисемпе паллашма пултарчĕ. Вулавăш ĕçченĕ кайăк вĕçевĕн çÿллĕшĕнчен ÿкернĕ, хăех илемлетнĕ тата интернета вырнаçтарнă, ял историне çутатакан фильма та пăхма кăмăллă. Калас пулать, Чăваш патшалăх университечĕн вулавăшĕнче тата республикăн Патшалăх Канашĕн ĕçне-хĕлне информаци хатĕрĕсенче çутатнă çĕрте ĕçлесе пуян опыт пухнă хыççăн ялти вулавăшра тимлеме пуçлани пăртассемшĕн пысăк ăнăçу. Ольга Елизаровна çĕнĕ клубăн çĕнĕ варкăшĕ пулса тăчĕ.
Геннадий Иванов.
Пăртас.
Ноябрь 2024 |