Уйсем пушаннă. Ĕнер кăна кĕр тыррисем хура кĕркунне кунĕсене кăштах та пулин хитререх кăтартас тенĕн сип-симĕс тĕспе илĕртетчĕç, паян кăпăшка юр айне пулнă ĕнтĕ вĕсем. Техника типтерлĕн ангарсене кĕрсе вырнаçнă...
Анчах та çĕр ĕçченĕн канма вăхăт çук, вăл халех çитес ял хуçалăх çулĕ пирки шутлать. Ак, «Янгорчино» хуçалăх ертÿçипе Геннадий Романовпа калаçнă май та, малашлăх шухăшĕсем пĕр хутчен кăна илтĕнмерĕç...
Çĕрпелсем кăçалхи ĕç сезонне лайăх кăтартусемпе вĕçлеççĕ. Тырпул, çĕрулми туса илессипе, сăвăм енĕпе пĕлтĕрхинчен те аванрах тăрăшнă. Цифрăсене çавăрас пулсан, тырă пурĕ 2150 тонна пухса илнĕ. Бункер виçипе ун тупăшĕ 38, ампар виçипе 37 центнерпа танлашнă.
«Янгорчино» хуçалăх нумай çул ĕнтĕ «иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерессипе чунтан тимлет. Кăçал вăл 38 гектар çинче çитĕннĕ. Тепĕр çул лаптăка пысăклатасшăн. Çĕрулмин виçĕ сортне лартаççĕ кунта. «Юлашки çулсенче Гала хăйне лайăх кăтартрĕ. Вăл пирĕн мĕнпур лаптăкăн 70 процентне йышăнать. Ку сорта уйрăмах хапăлласа туянаççĕ», - пĕлтерчĕ Геннадий Васильевич.
Сортсене çĕнетсех тăраççĕ. Килес çул икĕ çĕнĕ сорт туянма палăртнă. Вăрлăх тĕлĕшпе килĕшÿсем тунă ĕнтĕ.
- Юлашки çулсенче çĕрулми кирлĕ мар культура пекех пулса тăнăччĕ. Лартатăн та - хăй хакне те кăлараймастăн. Тăкакне самаях куратăн. Кăçал вара хаксем савăнтараççĕ. Таса тупăш илессе шанатпăр, - калаçăва тăсрĕ хуçалăх ертÿçи.
Çĕрулми хранилищинче ĕç вĕрет. Кунсерен 20 ытла çын ăна суйлассипе тăрăшать.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни хуçалăха ура çинче çирĕп тăма май парать. Паянхи куна «Янгорчино» витисенче 730 пуç тăрать. Вĕсенчен сăвакан ĕнесем - 331. Вунă уйăхпа илес пулсан, пĕтĕмпе кашни ĕнерен 5306 кг сĕт суса илнĕ. Юр-варăн пысăк пайне патшалăха сутаççĕ.
Ĕне выльăха хĕл каçарма апат ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ. Пĕтĕмпе 585 тонна утă. 1700 тоннăна яхăн сенаж хывнă. Кукуруза массинчен ?ăна 78 гектар çинче çитĕнтереççĕ% 1500 тоннăна яхăн силос хунă.
Паллах, çак ĕçсем йăлтах коллектив пĕрлĕхлĕ пулнипе йĕркеленсе пыраççĕ. Хуçалăх ушкăнне паян 95 çын пĕрлешнĕ. Чи ырă кăтартăвĕ - вĕсем пурте вырăнта пурăнакансем пулни: Çĕрпел, Кайри Тукай, Хурăнсур Çармăс ялĕсенчен. Кунашкал пулăмпа, шел те, кашниех мухтанаймасть. Çавăнпа та «Янгорчино» ертÿлĕхĕ çĕр ĕçченĕсен ячĕпе çав тери ырă сăмахсем калать, вĕсем хуçалăх тĕрекĕ, мăнаçĕ пулнине палăртать. «Ялта пурăннăран кашниех килĕсенче выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Хамăр енчен тырăпа, улăмпа тивĕçтерес йĕркене пăрахăçламан-ха», - терĕ Геннадий Васильевич.
Уйрăмах паян механизаторсемпе водительсем хаклăхра, хисепре пулни те палăрчĕ. «Нумай çул ĕçлеççĕ, çав тери опытлă. Пахалăхлă тата ĕç дисциплинине пăхăнса тăрăшаççĕ», - терĕ вĕсем пирки ертÿçĕ.
Валерий Николаев, Леонид Леонидов, Александр Раков, Юрий Михайлов, Андрей Мучков, Сергей Николаев, Николай Ильин, Николай Егоров хурçă учĕсене кăлтăксăр ĕçлеттереççĕ. Ял хушшинче те хисепре вĕсем.
Юрий Леонидов, Николай Толмасов тата Анатолий Иванов водительсем те калăпăшлă ĕç пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ «Янгорчино» хуçалăх ĕçченĕсене уяв сцени çинче çулсеренех чыславра куратпăр. Вырăнта пухса хавхалантарасси те йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха Çĕрпелте ял хуçалăх кунĕ иртнĕ. Ял хуçалăх çулталăкĕн кăтартăвĕсене кура çĕр çинче тимлекенсене премипе савăнтарнă. Клубра вара пурне те Денис Антипов артист саламланă.
«Янгорчино» - тăнăçлă аталанакан предприяти. Вăл хамăр округра кăна мар, республикăра та ырă ятра. Хăй вăхăтĕнче, пĕлетпĕр ĕнтĕ, ăна нумай çул пултаруллă та маттур, пуçĕпе-чунĕпе çĕр ĕçне парăннă Василий Игнатьевич Романов ертсе пынă. Ывăлĕ - Геннадий Васильевич - ашшĕ хыççăн хуçалăх тилхепине çирĕп тытса пырать. Вăл та паян ĕçченлĕхĕн паха тĕслĕхĕ пулса тăрать.
Çакă ÿсентăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсенче кăна мар, хуçалăх бази çĕнелсе çирĕпленнинчен те аван курăнать. Юлашки çулсенче складсене, витесене çĕнетессипе, ĕç условийĕсене çăмăллатакан оборудованисем вырнаçтарассипе пысăк ĕçсем пурнăçланă. Машина паркĕ те хăватлă техникăпа пуянланать. Пĕлтĕр кăна выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайн туяннă. Маларах икĕ МТЗ трактор, культиватор, погрузчик тата ытти те... Кунпа кăна лăпланасшăн мар. Планра - çĕрулми хранилищине çĕнетесси.
Геннадий Васильевич патшалăх енчен кÿрекен пулăшусен витĕмне те палăртмасăр хăвармарĕ. Техника туянсан ун хакне пайăррăн тавăраççĕ. Удобрени, элита вăрлăх туянма çăмăллăхсем пур. Сĕт сутнăшăн субсиди уйăраççĕ... Пысăках мар пулин те - пурпĕр тĕрев.
Кăтартусене лайăхлатассишĕн те тăрăшаççĕ. «Маларах тырпултан 30 центнер тупăш илнĕ пулсан та савăннă, халĕ 40-рен сахал илес килмест. Сĕт суса илесси те унччен 4000 килограмм тивĕçлĕ шутланнă пулсан, халĕ 6 пин те сахал тетпĕр, 7-8 пин кг патне талпăнатпăр», - терĕ Геннадий Васильевич.
«Янгорчино» хуçалăх социаллă тивĕçе те туять. Вырăнти социаллă учрежденисем пулăшу ыйтсан тĕксе ямасть. Акă, Çĕрпелти клуб урайне йăлт хуçалăх укçи-тенкипе сарнă. Юсав хыççăн сцена каррисем ытла та тĕксĕммĕн курăннă. Ăна çĕнетме тата акустикăна лайăхлатма укçа-тенкĕпе пулăшнă. «Хамăрăн клуб вĕт. Пĕр кунлăх мар-çке», - калаçрĕ сăпайлăн Геннадий Романов.
Ку çеç те мар. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн юсавĕнче те ял хуçалăх предприятийĕн тÿпи пур. Вăл çуртăн тулаш енне йăлтах хитрелетме пулăшнă. «Тăван тăрăхри халăх валли вĕт», - терĕ кун пирки.
Ятарлă çар операцине пулăшас ĕçре те хастар. Хуçалăхран, ак, çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме виçĕ çын кайнă. Вĕсене те укçа-тенкĕ парса пулăшнă.
Çĕрпел тăрăхĕнче, çырнăччĕ ĕнтĕ, маскировка сеткисем çыхас ĕç анлă сарăлнă. Станокне тума хуçалăх материалсем парса пулăшнă. Геннадий Васильевич активистсем хушшинче хăйсен ветеранĕсем пуррине те ырласа палăртрĕ: Роза Анисимова, Светлана Степанова, Елена Трофимова, ыттисем. «Питĕ кирлĕ ĕç тăваççĕ. Маттурсем!» - ырларĕ волонтерсене вăл.
Ĕç кал-кал пырсан пулăшу кÿме те ансатрах. Çакна «Янгорчино» ертÿлĕхĕ аван ăнланать. Çавăнпа та ÿсĕм валли пĕтĕм шухăша, вăя хывать. Ял хуçалăх çулталăкĕ тин вĕçленчĕ, çитессине хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ...
Светлана ЧИКМЯКОВА
Январь 2025 |