Çÿп-çап ыйтăвне татса пама пулать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.07.2019, 15:45 Просмотров: 321

Ял çыннисене çÿп-çап ыйтăвĕ нумай калаçтарать. Совет Союзĕ вăхăтĕнче çÿп-çап паянхи чухлĕ пулман тата ку ыйтупа ĕçлемен, теççĕ пысăк пуçлăхсем. Мĕнле-ха? Çÿп-çап, ăпăр-тапăр яланах пулнă.

Анчах ăна пуçтарса тирпейлекен организацисем лайăх ĕçленĕ. Пушă кĕленчесене, сăмахран, лавккасенче, çĕтĕк-çатăка, кивĕ хута, тимĕр-тăмăра, шăмă таврашне тата ыттине те хатĕрлев кантурĕсем йышăннă. Ятарласа ку енĕпе тимлекен çынсем кашни ялсоветĕнчех тăрăшнă. Вĕсем килĕрен çÿренĕ. Иккĕмĕшле чĕртаваршăн çынсене укçа тÿленĕ, кил-тĕрĕшре кирлĕ япаласемпе тивĕçтернĕ. Хам та пÿрт лартнă чух тимĕр-тăмăр пухса парса пăталлă пултăм. Ун чухне укçа-тенкĕ пур пулсан та строительство материалĕсем тупса туянма питĕ йывăрччĕ.

Пирĕн тăрăхра хатĕрлевçĕре кÿршĕ ялти Иван Якимов тимлетчĕ. Вăл лашапа яла килсен эпир, ачасем, иккĕмĕшле чĕр-тавар парса батарейка, лампочка, пĕчĕк хунар туянаттăмăр. Ку кăна та мар, кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пухнă укçапа шкул ачисене класĕпех экскурсие илсе каятчĕç. Ачасен те, çитĕннисен те иккĕмĕшле чĕртавар пухас ĕçе хутшăнас кăмăл пысăкчĕ.

1994 çулта хатĕрлев кантурне пĕтернĕ хыççăн ăçта пăхнă унта ăпăр-тапăр йăванса выртма тытăнчĕ. Мĕн кăна çук пуль% выльăх-чĕрлĕх тирĕ, çĕтĕк-çатăк, пушă кĕленче тата ытти те. Уйрăмах ялти лавкка таврашĕнче. Сăмахран, ĕлĕк хатĕрлев кантурĕ йытă виллине те йышăннă, укçа тÿленĕ. Халĕ ялсенчи çырмасем, вăрман тăрăхĕсем ăпăр-тапăрпа тулса ларчĕç. Пĕтĕм тавралăх вараланса пĕтсен тин патшалăхăн куçĕ уçăлчĕ, çÿп-çаппа ĕçлекен организаци туса хучĕç. Вăл та пулин ĕçне тумасăрах халăхран укçа пуçтарать. Унччен çак ăпăр-тапăршăн пире тÿленĕ пулсан, халĕ хамăртан сăптăрса илеççĕ. Çÿп-çап пухăнмалли контейнера ял пуçĕнче вырнаçтарчĕç. Тепĕр вĕçĕнче пурăнакансен çухрăм çурă йăтса утмалла. Мĕншĕн çак ĕçе çăмăллатмалла мар? Ман шутпа, ялсенче уйăхра пĕрре машинăпа урамсем тăрăх çÿресе кашни çын мĕн чухлĕ çÿп-çап панине шута илсе тÿлеттермелле. Халĕ мĕнле-ха? Эсĕ килтен уйăхĕпе ăпăр-тапăр илсе тухмастăн пулсан та пурпĕр тÿлеттереççĕ. Çакă тĕрĕс мар, ял çыннисен кăмăлне хуçать.

Çÿп-çап ыйтăвне тĕрĕс татса пама ял поселенийĕсен çаврăнăçуллăрах пулмалла, халăх шухăш-кăмăлне шута илмелле.

Василий ИВАНОВ.

Тимĕрçкасси.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика