Маларахри ăрури ял ачисем хальхи пек хăтлăх-меллĕх пирки шутлама та пултарайман: шкула вĕсем юнашар яла çуран, çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе çÿренĕ. Халĕ вара вĕсене шкул автобусĕ турттарать.
Пирĕн районта та аякри ял ачисене вĕренÿ организацийĕсене илсе çÿрессине тивĕçлĕ йĕркеленĕ. Санарпуç шкулĕн автобусĕсем кашни кун икĕ маршрутпа çула тухаççĕ.
Владимир Траков кунта вĕрентÿ тытăмне çак çĕнĕлĕх кĕнĕренпех вăй хурать. Вунвиççĕмĕш çул ĕнтĕ. Водитель ĕçĕ çĕнĕлĕх мар уншăн. Унччен Владимир Петрович «Санары» агрофирмăра тăрăшнă. Унта та ăна автобуспа сахал мар ĕçлеме тивнĕ.
Паллах, шкул ачисене турттарас ĕç чылай яваплăрах. Кунсерен Элмен Сунар, Мăн Турхан, Иртеменкасси, Тĕмпек, Кăмаш ачисене урока вăхăтра çитерет вăл.
Ун ĕçтешĕ Андрей Васильевич Петров та, шкул автобусĕ çинче пĕрремĕш çул кăна ĕçлет пулин те, тăрăшулăхпа палăрнине пĕлтерчĕç Санарпуç шкулĕнче тимлекенсем. Вăл вĕренекенсене Уравăш тăрăхĕнчен турттарать. «Шанса панă ĕçе чунтан пурнăçлама хăнăхнă», – тет вăл.
Çула тухиччен автобуссене хăйсем те, механик та тимлĕн тĕрĕслеççĕ. «Кашни рейс çакăнтан пуçланать. Ачасене илсе çÿретпĕр-çке, çавăнпа та автобусăн техника тăрăмĕ çав тери йĕркеллĕ пулмалла», – теççĕ вĕсем.
Хăвăртлăха çирĕп пăхăнаççĕ. Çул çинче темĕнле водитель те пулма пултарать. Хăшĕсем шкул автобусĕ пынине те пăхса тăмаççĕ – çула касса, ума сиксе те тухма пултараççĕ. «Пире ĕç кашни самантра тимлĕ пулма ыйтать. Ачасене те автобусран тухнă чухне çакăн çинчен аса илтерсех тăратпăр», – теççĕ Владимир Петровичпа Андрей Васильевич.
Вĕсем ĕçе, унран та ытларах ачасене юратни яр уççăн сисĕнет. Çак паха ен пурри кĕçĕннисемпе çыхăннă ĕçре уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
– Пирĕн вăхăтра кунашкалли пулман та, паянхи ачасемшĕн эпир питех савăнатпăр. Çумăрта йĕпенмеççĕ, пылчăк çăрмаççĕ, сивĕре шăнмаççĕ вĕсем, – теççĕ кăмăллăн водительсем.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |