Сигарета пуçĕпех иленнĕ çын хăйĕн организмне мĕнле сиен кÿнине тĕрĕс ăнланать-ши? Çук пулĕ. Мĕншĕн тесен кашни сигарет ăна тĕпсĕр авăра туртать.
Хăйĕнне кăна мар, çывăх çыннисен, тус-пĕлĕшĕсен, ĕçтешĕсен пурнăçне те кĕскетет вăл. Тĕтĕмпе сывланăран вĕсен иммун тата сывлав системисем «арканаççĕ», чĕрепе юн тымарĕсем хавшаççĕ. Пуринчен ытла ачисем шар кураççĕ: вĕсен организмĕ табак тĕтĕмĕнчен хÿтĕленме хăнăхман, çавăн пирки сиенĕ те пысăкрах.
Сывлăха сиенленисĕр пуçне сигарет сарăмсăр вилĕм сăлтавĕ те пулма пултарать. Туртнă чух асăрхануллă пулманран е ÿсĕрле мăкăрлантарнăран чылай çын пушарсенче вилет. Хамăр районта та кăçал çакăн пек тĕслĕхсем пулчĕç. Статистика кăтартнă тăрăх, Раççейре балконсем çинче те иртнĕ çул 2 пин ытла пушар тухнă. Шел те, вĕсенче 12 çын пурнăçĕ синкерлĕ татăлнă. Пĕтĕм тĕслĕхсен 60 проценчĕн сăлтавĕ – сигарет туртнă чух хăрушсăрлăх çинчен манни.
Лару-тăру çулсерен кăткăсланнине кура Пушара хирĕçле йĕрке правилисене улшăнусем кĕртме йышăннă. Вĕсене Раççей Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ: хваттерсен, общежитисенчи пÿлĕмсен, хăна çурчĕсен номерĕсен балконĕсемпе лоджийĕсенче уçă çулăмпа усă курма чарнă. Паллах, саккун балкон çинче туртма тÿрремĕн чармасть, анчах çынсене хăйсен тата тавралли çынсен хăрушсăрлăхĕ пирки шутлама хистет.
«Асăрхамасла ĕçсене пула çуртăн аяларахри хутĕнче çунма тытăнчĕ-тĕк, айăплине палăртма сăлтав тупăнать. Правилăсене пăснă пирки пушар алхассан, административлă саккунпа килĕшÿллĕн, граждансене асăрхаттараççĕ тата 3 пин е 5 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Уçă çулăмпа çыхăннă асăрханусăрлăх – сăмахран, ывăтса янă сигарет тĕпне е мангалтан сирпĕннĕ хĕлхеме пула балкон е темиçе хваттер çунни – уголовлă айăплав патне те çитерме пултарать. Улшăнусем вăя кĕнĕ хыççăн айăплă çынран тăкаксене шыраса илме те çăмăлрах», – ăнлантарать çĕнĕлĕхсене Раççей МЧС-ĕн асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн Департаменчĕн директорĕ Ринат Еникеев.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |