Вăрçă-харçă текенни мĕн этемлĕх пуçланнăранпах пырать – кам та пулин мĕн те пулин çавах пайлать. Анчах халиччен никама ыррине кÿмен-ха вăл. Шутлă çынсем çĕрсемшĕн, пуянлăхшăн тата влаçшăн антăхнине пула мĕнпур халăх нуша курать кăна.
– Вăрçă пирĕн çемьере хăварнă йĕр те тарăн, суранĕ паянхи кун та ÿт илеймест. Хуйхине, куççульне мĕн чухлĕ кăтартман пуль. Асаттене суккăрлатнă вăл, аттен те ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, тетесем те çут кунпа савăнса пурăнаймарĕç, – пăшăрханса каласа пачĕ Уйкас Кипекри Анатолий Семенович Семенов. Апла пулин те вĕсен паттăрлăхĕпе, Çĕр çинчи тăнăçлăхшăн хăюллăн кĕрешнипе чунтан мăнаçланать вăл. Çывăх çыннисем çинчен астăвăма мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем валли упраса хăварасшăн.
Анатолий Семеновичăн аслашшĕ, Иван Федорович Федоров, – пĕрремĕш тĕнче вăрçин салтакĕ. Çав çулсенчех тăшманпа вирлĕн çапăçнă вăл. Ун ирсĕрлĕхне хăйĕн çинче аван туйса илнĕ. «Нимĕçсем ун чухнех вăрттăн «хĕçпăшалпа» усă куратчĕç. Эпир окопсенче лараттăмăр. Вĕсем вара çил пирĕн еннелле вĕрме тытăнсанах темле хими япалисем, газсем яратчĕç», – тесе аса илнĕ-мĕн аслашшĕ час-часах. Ахальтен мар, çак наркăмăша пула вăл хăй хытах шар курнă-çке – ĕмĕрлĕх суккăр тăрса юлнă. Телее, тăван киле вăрçăран чĕрĕ таврăнма пÿрнĕ ăна. Çакăн хыççăн ял хĕрĕпех, Марийăпа, пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Кил-çурт çавăрнă, тăватă ывăлпа икĕ хĕре кун çути парнеленĕ.
Анчах шутланă-ши Иван Федорович ывăлĕсен те хăйĕнпе пĕрешкелех шăпа тухасса? Шел те, Семенпа Мирон тата Алексейпе Николай ывăлĕсен те ашшĕ пекех алла хĕçпăшал тытса пусмăрçăсене хирĕç тăма тивет.
Аслин, Семенăн, 1935 çулта салтака кайма ят тухнă. Карелипе финн таврашне лекнĕскер кунта чикĕ хуралĕнче сыхă тăнă. Çар тивĕçне пурнăçласа таврăнсан, 1939 çулта, çамрăк салтак ялти хĕрпе, Евгеньпе, мăшăрланать. Тепĕр çултан, ак, çĕнĕ çемьене пысăк телей килет – ывăл çуралать. Вăл шăпах ĕнтĕ çÿлерех асăннă Анатолий Семенович Семенов пулать. Çапла пурнăçа малалла йĕркелесе – ĕçлесе те ачасене ÿстерсе – шăкăл-шăкăл пурăнмалла пек. Çук вĕт, урăхла çырнă пулинех. Таçтан çав амакĕ – вăрçă текенни – каллех тухать.
Çак ахăрсамана пуçланиччен Çимунпа Евгень иккĕшĕ те вырăнти «Гвардеец» колхозра вăй хунă. Çимун бригадирта тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă, мăшăрĕ – колхозницăра. Пĕррехинче, çуракие вĕçлесен, çемье пуçне кĕтмен-çĕртен çар комиссариатне чĕнсе илеççĕ. «Переподготовка» тухмалла тесе ăнлантараççĕ. Ялтан урăх никама та йыхравлани пулман – ăна пĕчченех. Анчах тÿрех сас-хура сарăлать: «Çимуна каллех салтака илсе кайнă, апла-тăк вăрçă тухнă пуль», – тесе пупленĕ. Йăнăшман ял çыннисем, вĕсене чăнах та вăрçа кĕме хатĕрленĕ иккен.
– 1941 çулхи çуркунне пулнă ун чухне. Аттесене Мари Республикинчи Суслонгер текен вырăна ăсатнă. Темиçе пин çынна пухнă – пурте атте пекех салтакран таврăннисем. Вырăнĕ те нимĕç шпионĕсем сисмелле мар вăрттăнскер пулнă тет. Фашистсем тапăнса кĕрессе çĕршыв ертÿлĕхĕ пĕлнех пулĕ, çавăнпах çакнашкал ушкăнсем йĕркеленĕ», – ашшĕ каласа панине аса илет Анатолий Семенович.
Хатĕрленÿ хыççăн вара Семен Ивановича Ленинградри çар округне илсе кайнă. Тăшмансемпе вăл Ленинград фрончĕн йышĕпе çапăçни паллă. Пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăннă фашистсемпе паттăррăн кĕрешнине çар докуменчĕсенче сыхланса юлнă çак тĕслĕх те çирĕплетет. «1945 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Гдыня хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче, 2-мĕш рота стрелокĕ Семен Иванович Иванов тĕлĕнмелле хăюлăх кăтартнă. Хăйĕн отделенийĕпе пĕрле хула хĕррине вирхĕнсе кĕрсе урамри çапăçусенче 5 нимĕç салтакне тĕп тунă, виççĕшне тыткăна илме пултарнă», – çырнă 272-мĕш дивизин стрелоксен 1065-мĕш полкĕ тĕлĕшпе хатĕрленĕ награда хушăвĕнче. Шăпах Хĕвелтухăç–Померан операцийĕ вăхăтĕнчи ку паттăрлăхшăн «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ те пирĕн хастар ентеш.
Семен Иванович пĕр тапхăрта Ленинград облаçĕнчи Синявино поселокĕ çывăхĕнче хыпарсăр çухалнисен йышĕнче шутланнă. Яла арăмĕн ячĕпе «хура хут» та çитнĕ, анчах мăшăрĕ çакăн пирки малтанах пĕлмен. Ял Канашĕнче ĕçленĕ хĕрарăм унран пĕрех: «Çимун çыру ярать-и?» – тесе ыйтнă тет. «Çырсах тăрать-ха», – хуравланă Евгень, упăшкинчен хыпарсем килсех тăнăран. Виç кĕтеслĕ çырури датăна курсан çеç хайхи хĕрарăм Евгене мăшăрĕ вилни çинчен хут килнине уçса панă. «Ан кулян, йăнăшнă ахăртнех. Хăвах пăх, сан пата вăл çырăвне чылай кайран çырнă. Апла-тăк, чĕрĕ-сывах», – тесе лăплантарнă.
Ашшĕ Аслă Çĕнтерÿ хыççăн, 1945 çулта, киле çаврăнса çитнĕ кун Анатолий Семеновичăн паянхи пек куçĕ умĕнчех. Фронта тухса кайнă чух çулталăкри ача кăна юлнăскер, астуман та, палламан та вăл ашшĕне.
– Кĕркунне. Урамра çав тери пылчăклăччĕ. Пирĕн кил умĕнче чарăннă машинăран салтак анса юлчĕ, кĕçех пÿрте кĕрсе тăчĕ. Пăхатăп – палламан, ют çын. Анне куççульленсе савăннине курсан çеç атте таврăннине ăнлантăм. Çапла, ирсĕр вăрçă миçе çуллăха юратнă çынпа уйăрчĕ пире. Шел, таврăнсан та çемьепе нумай пурăнаймарĕ. Вăрçă суранĕсене пулах ултă çултан вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, – çурма тăлăххăн ÿснĕшĕн кулянса аса илчĕ Анатолий Семенович.
Тетĕшĕсен, ашшĕн шăллĕсен, шăпи те тертлĕ. Виççĕшĕнчен пĕри, Николай, кăна вăрçă хĕм-çулăмĕ витĕр чĕрĕ тухма пултарнă. Алексея, акă, Шупашкарти РТИ-ре ĕçленĕскерне, унтанах, киле çитсе курма ирĕк памасăрах, фронта ăсатнă. Текех тăван тăрăха таврăнасси пулман: 1942 çулта юнлă çапăçу хирĕнчех паттăрла пуçне хунă. Хăш вырăнта юлашки канăç тупни те паллă мар. Сыхланса юлнă информаци тăрăх, Алексей Иванович Украина çĕрĕ çинче тăшмансене хирĕç кĕрешнĕ.
Иван Федоровичăн тепĕр ывăлĕн, Мирунăн, пурнăçне те вăрçă шеллемен – туххăмрах сарăмсăр татнă. Тиха Мирунĕ тенĕ-мĕн ăна ялта. Тĕреклĕ, çирĕп çамрăк 30-шар – 40-шер тиха пăхса çитĕнтернĕ çулсерен. Ĕçшĕн ăна пĕрер тиха уйăрса панă тет. Çапла çыпăçнă ун çумне Тиха Мирунĕ текен хушма ят. Уйкас Кипек хастарĕ, вăйпиттискер, вăрçăра тупăсене снарядсемпе авăрлаканĕ шутланнă. Аслă Çĕнтерĕве те чиперех кĕтсе илнĕ. Типтерлĕскер, трофейпа яла таврăнма тесе, пальто-костюмне, пушмакĕсене, ытти япаласене икĕ мишук хатĕрленĕ. Вĕсене амăшĕ патне ăсатма ĕлкĕрнĕ... Анчах хăйне вара килте кĕтсе илеймен. Пĕррехинче Украинăри бандеровецсем вĕсен ушкăнне çавăрса илсен тупă качкипех пăрлă шыва ÿксе путнă.
Пĕртăвансенчен чи кĕçĕнни, Николай, çав çулсенче Канаш районĕнчи Ямаш шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Аслăрах классенче вĕренме вара укçи-тенки çитмен. Пăшăрханнă арçын ача тăван тăрăхран вуçех аякка тухса каять. Кемерово облаçне ФЗО-на, шахтăна, çул тытать. Инçетре те никам та ырă сунса кĕтмест çав. Çамрăк пăтăрмаха лекет: унăн апат çиме паракан карточкине вăрлаççĕ. Выçăлла мĕнле пурăнăн – вăл хăй тĕллĕнех шахтăран пăрахса каять. Вăрçă вăхăтĕнчи саккунпа вара çакă – преступлени. Çамрăка суд тăваççĕ, 6 çуллăха хупмалла айăплаççĕ. 17 çул тултарнă пирки штраф батальонне ăсатма йышăнаççĕ. Ним айăпсăр тĕрлĕ терт-нуша курса, тăшман пульлисем айĕн çÿресе Николай пурпĕрех вăрçă асар-писерĕнчен чĕрĕ тухать. Т–4 танк çинче стрелок-радист пулнă вăл. Çĕнтерĕве Австри çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ.
Чăнах та, кашни çемье хăйĕн паттăрĕсене астуни хаклă. Уйкас Кипекри Семеновсен тĕслĕхĕ те çакнах яр уççăн çирĕплетет. Вĕсем тĕнчери ирĕклĕхе сыхласа хăварассишĕн юн тăкнă тăванĕсене манмаççĕ, паттăрлăхĕпе мăнаçланаççĕ кăна мар, пурнăçра тĕслĕх вырăнне хураççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Ноябрь 2024 |