Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар. Мăньял Хапăсри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Агриппина Семеновна Макарова иртнĕ уйăхра 90 çул тултарнине паллă тунă. Унăн пурнăçра терт-асапне самаях тÿсме-чăтма тивнĕ. Агриппина Семеновна пурпĕр ырă кăмăллăха çухатман. Мăшăрĕн кун-çулĕ кĕске пулнăран ултă ачине вĕрентсе ура çине тăратас тесе çичĕ хут тара ÿксе ĕçленĕ.
Кашни çыннăн тăван кĕтесĕ пур. Агриппина Семеновна Кăмаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере виççĕмĕш ача пулнă. Шел те, амăшĕ пепкине çут тĕнче парнеленĕ хыççăн йывăр чирлесе кайнипе çамрăклах ĕмĕрлĕх куçĕсене хупнă. Виçĕ ача – Санькка, Ваçка тата Агриппина – тăлăха юлнă.
Арăмĕ вилсен упăшки Семен Антонович тепĕр мăшăр тупнă. Ку çемьере Агриппинăн шăллĕсем Леонидпа Ефрем, йăмăкĕ Клавдия çуралнă.
– Аннен ачалăхĕ питĕ йывăр пулнă. Тепĕр тесен пулнă-ши ачалăхĕ? Ачашланса, йăпанса курман, унăн амаçурине юрас тесе пĕтĕм хура ĕçе хăйĕн тумалла пулнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене килнĕрен çитĕннисемпе тан уй-хирте тар тăкнă, вăрманта та ĕçленĕ, – каласа пачĕ Çавалкасра пурăнакан кĕçĕн хĕрĕ Елизавета Христанова.
Агриппина Семеновнан ашшĕне, пиччĕшĕсене фронта илсе кайнă. Санькка хыпарсăр çухалнă. Семен Антонович юнлă вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçнă, ăна контузи пулнă. Тăн çухатнипе тыткăна лекнĕ. Ăна совет салтакĕсем ирĕке кăларнă.
Демобилизаци хыççăн Семен Антонов колхозра вăй хунă. Çут тĕнчере 70 çула çитиччен пурăннă.
Агриппина Семеновнан тепĕр пиччĕшĕ вăрçă чарăннă хыççăн тата 5 çул службăра тăнă. Василий тăван яла таврăнсан çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе 8 ача çуратса ÿстернĕ.
23 çула çитсен Агриппина та Тур çырнине тĕл пулнă. Мăньял Хапăс каччипе Виссарион Тимофеевич Макаровпа пĕр çемье çавăрнă. Мăшăрĕн ялĕнче тĕпленнĕ.
– Атте çемьере асли пулнă. Ун хыççăн шăллĕсем – Елисей, Владимир – çуралнă, – калаçăва малалла тăсрĕ Елизавета Христанова. – Атте кил хуçалăхĕнчи ĕçре хастар пулнă. Ÿссе çитсен унăн Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçлама ят тухнă. Ăна 1944 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче фронта илсе кайнă.
Елизавета Христанован ашшĕ стрелоксен саппасри полкне лекнĕ, 1945–1951 çулсенче артиллери бригадинче телефонист пулнă. Çарти тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Виссарион Тимофеевича «Японие çĕнтернĕшĕн» медальпе, И. Сталин Тавĕпе наградăланă.
Макаровсем питĕ ĕçчен пулнă. Ырми-канми тăрăшнипе пысăк йывăç пÿрт лартнă. Кил-çурт тавралла хуралтăсем – мунча, лаç, сарай, нÿхреп – пĕрин хыççăн тепри ÿссе ларнă.
– Атте Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче водительте ĕçленĕ, таварсене инçетри хуласене турттарнă. Пушă вăхăтра та ал усса ларман. Сĕтел-пукан, çÿлĕксем тата ытти япаласем ăсталанă. Урамри ачасем валли вылямалли площадка туса панă. Ярăнмалли 4–5 чуччу ăсталанă. Çавăн пекех купăс калама та маçтăр пулнă, – терĕ аслă хĕрĕ Нина Виссарионовна.
Виссарион Тимофеевич анлă тавракурăмлă пулнипе палăрнă. 1961 çулта мăшăрне Тăван çĕршывăн тĕп хулине курма илсе кайнă. Мускаври паллă вырăнсене кăтартса çÿренĕ.
Виссарион Тимофеевич ырă çын пулнă, ватă ашшĕне хăйсен хÿттине илнĕ. Инкек курăнса килмест. Виссарион Макаров йывăр чирлесе кайнă пирки пурнăçран питĕ ир уйрăлнă. 1971 çулхи ака уйăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникне чыслăн пытарнă. Юлашки çула оркестрпа ăсатнă.
Агриппина Семеновна ултă ачапа тăлăха юлнă. Кĕçĕн хĕрĕ икĕ çулта анчах пулнă. Йывăрлăхсене пĕчĕкренех чăтма хăнăхнăран хуйхă-суйхă чăваш хĕрарăмĕн çирĕп кăмăлне хавшатайман. Ачисем Тăван çĕршыва юрăхлă граждансем пулса çитĕнччĕр тесе вĕсене ĕçчен, ырă, сăпайлă пулма вĕрентнĕ. Укçи-тенки çитсе пыман. Агриппина Семеновна куç хупмасăр хăйĕн тĕпренчĕкĕсем валли кĕпе-тумтир çĕленĕ. «Самолет» колхозра вăй хунă, уй-хирте, фермăра тăрăшнă. Хĕвел тухнă-тухман ура çине тăнă: ирех кăмака хутса техĕмлĕ апат пĕçерсе хăварнă. Ачисем пурнăçа пĕлтерĕш кÿнĕ. Аслисем кĕçĕннисене пăхнă, аслашшĕ те вăй-хал пур чухне кил-тĕрĕшри ĕçсенче тăрăшнă. Макаровсем çулла Вăрманкас вăрманĕнче утă çулса типĕтнĕ. Агриппина Семеновна хĕлĕпех вăрманта ĕçленĕ, трактор-тракторĕпе вутă хатĕрленĕ. Татнă, çурнă. Ачисемпе пĕрле вутă шаршанĕ хывнă.
– Картиш-картишĕпе выльăх-чĕрлĕх тытнă, кайăк-кĕшĕк ĕрчетнĕ. Пирĕн анне тата амаçури амăшне те пулăшнă, кашни çулах пĕрер трактор вутă кайса панă. Çав вăхăтрах вырăнпах выртакан хуняшшĕне те типтерлĕ пăхнă,– çирĕплетрĕ Елизавета Виссарионовна.
Маттур чăваш хĕрарăмĕ ачисем ÿснĕçемĕн вĕсен уссине те курма пуçланă. Асли, Нина, Çĕрпÿре çĕвĕçе вĕренсе тухсан кĕçĕннисене тумлантарма тăрăшнă. Вĕсемшĕн иккĕмĕш анне пулса тăнă. Вăрманкас каччипе паллашса çемье çавăрнă.
Анатолий Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, механик специальноçне алла илнĕ. Пĕр вăхăт «Самолет» колхозра вăй хунă. Авлансан шĕкĕр хуламăрта тĕпленнĕ. Николай Калининăри училищĕре водитель-тракториста вĕренсе тухнă. Тăван хуçалăхра тăрăшнă. Раиса Шупашкарти машинăпа строительство техникумĕнче ăс пухнă. Агрегат заводĕнче технологра тимленĕ.
Валентина ачаранах медицинăра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Шухăш-ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ. Фельдшер специальноçне алла илнĕ.
Аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем пекех кĕçĕнни те, Елизавета, пурнăçăн анлă çулĕ çине çирĕп тăнă. Шупашкарти педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Вăл нумай çул Çавалкасри ача-пăча садĕнче тăрăшать. Унăн аппăшĕсемпе йăмăкĕсем тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ.
Агриппина Семеновнăпа Виссарион Тимофеевичăн ачисем пурте çемьеленсе хăтлă кил-çурт çавăрнă. Çултан-çул йыш пысăкланса пынă. Макаровсен йăхне 13 мăнук, 11 кĕçĕн мăнук тăсаççĕ.
Хальхи вăхăтра Агриппина Семеновнăна утса çÿреме йывăртарах. Ăна хĕрĕсем – Нинăпа Раиса – пăхса пурăнаççĕ.
Елизавета Христанова палăртнă тăрăх, Çимĕкре туслă та пысăк çемье тăван килте пуçтарăнать. Ачисем хăйсем мĕнле ÿснине аса илсе амăшне яланах тав сăмахĕсем калаççĕ. Çут тĕнче парнеленĕ хаклă çыннăн çуралнă кунне кашни çулах пысăк йышпа паллă тăваççĕ. «Анне – пирĕн телей»,– теççĕ вĕсем.
Агриппина Макарова нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Тылри ырми-канми ĕçшĕн ăна 2008 çулта «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ» удостоверенипе те чысланă. Кăçал та вăл ят-сумра. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ май Агриппина Семеновнăна юбилей медалĕпе наградăланă.
ЕЛЕНА ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |