Чăваш ен вице-премьерĕ Сергей Артамонов агропромышленность комплексĕн аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, малашнехи ĕç тĕллевĕсене палăртнă.
Пулă ĕрчетни - тупăшлă
Республикăра юлашки çулсенче форель, осетр тата ытти тĕрлĕ пулăсене ĕрчетессипе тăрăшакан фермерсем йышланчĕç. Ку ремеслана аталантаракансем «Перспектива» грант илме пултараççĕ. Субсиди виçи 10 млн тенкĕ таран. Кăçал та патшалăх пулăшупа тивĕçтерĕ.
«Фермерсен шкулĕ»
Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, фермерсен шкулĕн тăваттăмĕш юхăмне йĕркелессипе те ĕçсем пыраççĕ. Аквакультура, çырла ÿстерес енĕпе курссене малалла тăсĕç. Эксперт сообществи «Сыр пĕçересси» направление те кун йĕркинче тытма, çавăн пекех ытти ене - «Ял тата аграри туризмĕ», «Сурăх ĕрчетесси» - вĕренÿ программине кĕртме сĕнет.
Ачасене - агроклассем
- Яллă тăрăхсенче бизнеса уçас текенсем йышлансах пыраççĕ, - палăртнă Сергей Артамонов.
Ача-пăча сачĕсенчен пуçласа шкулсемпе тата техникумсемпе вузсем таранах кадрсем йĕркелессине тимлĕхре тытмалла. Республикăра пуçаруллă утăм тăвасшăн. Кашни ача-пăча сачĕ çумне вырăнти ял хуçалăх предприятине çирĕплетесшĕн. Çапла майпа шкул çулĕчченхи учрежденисенче агролабораторисем вырнаçтарса аграрисем хăйсене кирлĕ кадрсене çитĕнтерме пултараççĕ.
«Агроклассем» проекта пурнăçа кĕртессипе кăçал та тĕллевлĕ тимлĕç.
Хăв тĕллĕн ĕçлеме
2022 çулта Чăваш енре 7 пин ытла хушма хуçалăх хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. Федераци пулăшăвĕсем пур. Çĕрулми, пахчаçимĕç çитĕнтернĕшĕн, аш-пăш, сĕт туса илнĕшĕн тăкаксене саплаштараççĕ. Ку анчах мар. Трактор, техника, хурт-хăмăр ĕçĕ валли материалсем туяннăшăн тăкакăн 40 процентне регион шайĕнче те субсидилеççĕ. Унсăр пуçне ĕне выльăх илнĕшĕн 70 пин тенке ?99 процента% яхăн тавăрса параççĕ. Качака, удобрени туяннăшăн та, агрохими тĕпчевĕ ирттернĕшĕн те субсиди уйăраççĕ.
Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем 350 ĕне туяннă.
Рекорд - аван та...
Пĕлтĕр республика уй-хирĕнче тырпул питĕ ăнса çитĕннĕ. 1 млн та 6,5 пин тонна ?!% тĕштырă пухса кĕртнĕ. Гектарти тухăç 32,7 центнерпа танлашнă, унчченхи çулта 32,2 центнер пулнă. Çапла вара тухăçлăхпа та рекорд çапнă. Çу культурисене 32 пин ытла тонна çапса тĕшĕленĕ. Паллах, тухăç лайăх та, ăна тупăшлă вырнаçтарма та пĕлмелле.
Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх, регионта çĕрулми лаптăкĕ ÿснĕ. 5,5 пин гектар ытла йышăннă. «Иккĕмĕш çăкăра» 8 процент ытларах пухса кĕртнĕ.
Кăçалтан çĕрулми, пахчаçимĕç çитĕнтерессипе тăрăшакан пĕчĕк тата вăтам предприятисене те, хушма хуçалăха аталантарассипе тимлекенсене те ?хăй тĕллĕн ĕçлекен евĕр регистрациленнисене% тăкаксене саплаштарма пулăшаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ аталанать
Чăваш ен вице-премьерĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче курăмлă ĕçленине палăртнă. Пĕр ĕнерен 7 пин килограмм сĕт суса илнĕ, ăратлă ĕнесен йышне 47 процент таран пысăклатнă. Çынсем çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртни пысăк усă панине курма пуçларĕç. Выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем те самана таппинчен юлмаççĕ. Мехпарк пуянланать.
«Раççее 5-6 миллион тонна паха сĕт çитмест, эпир вара çак продукцие хамăра кирлинчен 1,4 хут ытларах туса илетпĕр», - çирĕплетнĕ вице-премьер.
Чăваш ен сĕте 18 региона сутать. Аш-пăш енĕпе республика хăйне хăех тивĕçтерет. Продукци калăпăшĕ ÿсет. Кайăк-кĕшĕк ашне Китая та сутĕç. Санкцисене пула хăшпĕр çĕршыв Раççейпе суту-илÿ тума пăрахнă. Анчах та ку чăрмавсем ура хураймĕç. Беларуçе, Казахстана, Таджикистана, Армение тата Китая тавар ытларах сутма пуçланă. Ĕçе тĕрĕс йĕркелени ăнăçу кÿрĕ.
АПКна пулăшма
Ял хуçалăх министерствин ертÿçи палăртнă тăрăх, агропромышленность комплексне аталантарма 5 млрд та 700 млн тенкĕ уйăрнă: 1,268 миллионĕ - яллă территорисен комплекслă аталанăвĕн программине ĕçе кĕртме, 700 миллионĕ - туяннă техника тăкакĕсене саплаштарма, ÿсентăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене аталантарассипе çыхăннă программăсене пурнăçлама. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем, фермер ĕçне кÿлĕннисем валли те тĕрев пулнă.
АПКна аталантарма 2023 çулта 2,7млрд тенкĕ уйăрма пăхнă, çăмăллăхлă кредитпа пĕрле - 3,3 млрд тенкĕ. Паллах, ку сумма 1,2 процент е 31,5 миллион тенкĕ ÿснине çирĕплетет. 2022 çулхи бюджетран пысăкрах.
Регионти çĕнĕлĕх
«Ялта чи лайăххисем» форум малалла тăсăлĕ. Вăл пĕлтĕр икĕ тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕш хут унта шкул та шкул çулĕчченхи ачасене, студентсене, техникумра вĕренекенсене явăçтарнă. Йышра пурĕ - 12 пин.
Кăçал та калăпăшлă мероприятисем иртĕç. Пуш уйăхĕ «Çĕрулми-2023» куравпа уçăлĕ. Вăл 15-мĕш хут иртет. Уй-хир кунĕ, «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль, çуркуннехи тата кĕркуннехи ярмăрккăсем ĕçлĕç. Ял хуçалăх таварне туса илекенсем хăйсен продукцине ытларах сутчăр тесе «Мускав ярмăрккисем» площадкăра кулленех ĕçлекен чăваш павильонне йĕркелеме палăртнă.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |