Хăйĕн йăхĕн аваллăхне, мăн аслашшĕсемпе асламăшĕсен ĕç-хĕлĕпе пурнăçне пĕлме тăрăшман халăх чухăн. Анчах мĕнле тертлĕ ĕç вĕт-ха астăвăмсенче упранакан историллĕ пулăмсене пĕр тĕвве пухса пулас ăрусем валли сыхласа хăварасси. Фактсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарасси, шыравсем-тĕпчевсем... - çĕрĕн-кунĕн те канăç çук. Юрать, нимле йывăрлăха пăхмасăр историлле тĕрĕслĕхе халăх патне çитерме, уççăн кăтартма чунне парса тимлекенсем пур.
Çакăн пек хавхалануллă таврапĕлÿçĕ-тĕпчевçĕ Федор Кузьмин тивлечĕпех ĕнтĕ районшăн çĕнĕ çул нимпе хаклайми пысăк парнерен пуçланчĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн тăрăхри кашни çемьене пырса тивекен сумлă пулăм вăл. Хурăнсур Çармăс хастарĕ пĕр çул мар тăрăшнипе «Вăрнарсем - ĕç фрончĕн паттăрĕсем» çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ.
Унăн чăнах та пысăк ĕç туса ирттерме тивнĕ. Чылай вăхăт вăл архивсенчен тухма пĕлмен, ял Совечĕсемпе колхозсен упранса юлнă докуменчĕсене алă вĕççĕн çырса илнĕ, ватăсемпе вĕсен тăванĕсен асаилĕвĕсене, сăнÿкерчĕкĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн пуçтарнă.
«Пуçланă ĕçе тарăнрах, калăпăшлăрах тăвас килет. Истори чăнлăхне кăтартас тесе çырнине официаллă документсемпе çирĕплетмеллех. Вăл вăхăтри сăнÿкерчĕксене тупасси те çăмăл мар иккен. Вăрçă çулĕсенчи ĕç паттăрĕсене сăнранах паллаштарас килчĕ - çемье архивĕсенче сыхланса юлнисене кĕнекене кĕртетпĕр», - пĕлтернĕччĕ Федор Григорьевич издание хатĕрленĕ-калăпланă тапхăрта.
Çапла майпа вăл çутă тĕллевне пурнăçа кĕртрех. Тĕпчевçĕн çĕнĕ кĕнеки 1941-1942 çулсенче тăшман çулне пÿлме Сăр оборона линине тата Хусан хÿтĕлев сооруженине çĕкленĕ ентешсен - вăрнарсен - паттăрлăхĕпе хастарлăхне чыслакан палăк вырăнне пулса тăчĕ.
Шырав ĕçĕнче ăна Çĕмĕрлери этнограф-тĕпчевçĕ Анатолий Пояндаев питĕ пысăк пулăшу кÿнине палăртмалла. Вăл хăйĕн архивĕнчи документсемпе чылай тивĕçтернĕ. Ку документсем чăннипех ылтăнран та хаклă тесе çирĕплетет Федор Григорьевич. Ун патĕнче Вăрнар, Калинино районĕсенчи колхозсен мобилизаци списокĕсенчи сахал мар çыннăн хушамачĕсем упранаççĕ иккен. Ку çар объектне хăйсене шеллемесĕр тунисен сумлă ĕçĕ манăçа ан тухтăр тесе паллă этнограф нумай çул тимлет.
Пухнă материалсене кĕнекене калăплассишĕн, унăн «сăн-питне» йĕркелессишĕн вара «Çĕнтерÿ çулĕ» район хаçачĕн тĕп редакторĕ Светлана Чикмякова яваплă пулчĕ. Издани содержанипе пуян кăна мар, дизайн мелĕсемпе ăста усă курнăран сăнĕпе те тÿрех алла тытма илĕртет. Çавăн пекех Светлана Чикмякова ăна кун çути курма пысăк тÿпе хывнă редактор та. Каласа хăвармалла, кăларăма пĕтĕмпех хаçат редакцийĕнче набор, верстка туса пухнă, хатĕр макетпа Шупашкарта пичетленĕ.
Çĕнĕ кĕнеке республикăшăн та хăйнеевĕрлĕ, паллă пулăм. Ĕç фрончĕн паттăрĕсен ячĕсене туллин кĕртнĕ кунашкал документаллă çирĕплетÿ нихăш тăрăхра та çук. Федор Кузьмин вара хăйĕн тĕпчевĕнче Калинино тата Вăрнар районĕсенчен Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене çĕклеме мобилизациленнисене колхозсем, ялсем тăрăх уйрăммăн списокпа кăтартнă. Патриотла ĕç мĕнле пурнăçланса пынине те 1941 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса унăн кашни тапхăрне тĕплĕн, колхозсен, ял Совечĕсен, райĕçтăвкомăн, ытти документсем çине таянса, сăнласа панă. Çавăн пекех йывăр ĕçе хутшăннисен чуна тивекен асаилĕвĕсем, сăнÿкерчĕкĕсем... - пĕтĕмпех пирĕн ентешсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе паттăрлăх кăтартнă нушаллă çулсене тавăрать.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |