Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш енри филиалĕн Вăрнарти уйрăмĕ аграрисен тухăçлăхне хăпартассишĕн курăмлă тÿпе хывать. Кунта пуян опытлă специалистсем вăй хураççĕ.
Акă Елена Спиридоновăн ĕç стажĕ 40 çул ытла. Юлашки вăхăтра коллектив çамрăк специалистсемпе пуянланнă. Техникум, аслă шкул хыççăн килекенсем те пур. «Уй-хир сиплевçисем», - темелле-тĕр вĕсене. Ÿсентăрана, пахчаçимĕçе, улма-çырлана вăхăтра сиплемесен чир-чĕр сарăлать, тухăç чакать. Хирте усал чир асăрхасан çийĕнчех мерăсем йышăнаççĕ, хуçалăхсене пĕлтереççĕ.
- Мĕн акатăн - çав шăтать. Хуçалăхсем вăрлăхпа ĕçлени, ăна çĕнетсе пыма тăрăшни палăрать. «Санары», К.Маркс ячĕллĕ, «Агрохмель» хуçалăхсем вăрлăхсем хатĕрлесе сутаççĕ. Республикăран кăна мар, ытти регионран та туянма килеççĕ. Апла кун пек чухне тавар пахалăхĕ çÿллĕ шайра, чир-чĕртен, çумкурăкран таса, типĕ, шăтаслăхĕ пысăк пулмалла. Пирĕн специалистсем çаксене палăртса вăрлăх пирки документсем параççĕ. Районта çĕр ĕçне çĕнĕлле йĕркелесси сарăлса пырать. Хăшпĕр хуçалăх темиçе çул ĕнтĕ анана сухаламасăр, хăмăл çинех акать. Районта машина-трактор паркĕ çĕнелсе пыни те савăнтарать. Патшалăх тăкакăн 40 процентне саплаштарни аграрисемшĕн пысăк пулăшу пулчĕ. Хирте хăватлă техника ĕçленине курсан чун хĕпĕртет. Унпа çын нумай кирлĕ мар, пысăк лаптăка кĕске хушăрах сухаласа акма пулать. Тăкак чакать, тухăçлăх ÿсет, хирсем те тикĕс, таса, - терĕ уйрăм ертÿçи ,Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Алексеев.
Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем хире мĕнле вăрлăх тухнипе те кăсăкланаççĕ. Сорта ăçтан туяннă, пахалăхĕ, миçе çул акнă тата ытти те. Хирсенче ÿсентăран мĕнле вăй илнине те тишкереççĕ. Вăрлăхне çапса илнĕ хыççăн унăн тасалăхĕ, калăпăшĕ, йывăрăшĕ кăсăклантарать специалистсене. Хуçалăхсем вĕсен сĕнĕвне шута илсе ÿсентăран отрасльне аталантараççĕ.
- Хирте культурăна сăтăрçă тапăннине е чир-чĕр ернине асăрхасан çийĕнчех ертÿçĕсене пĕлтеретпĕр. Ÿсентăрана мĕнле сиплемеллине, им-çампа усă курмаллине калатпăр. Юлашки вăхăтра пирĕнтен пулăшу ыйтакан нумайланчĕ. Çакă хуçалăхсенче агроном çителĕксĕррипе те çыхăннă. Çĕр ĕçĕ кăсăклă, пурне те пĕлсе çитерме йывăр. «Хирти тырă вăхăтсăр шурални мĕнпе çыхăннă/ Анана сăтăрçă тапăннă, мĕн тумалла/» - вун-вун ыйтупа килеççĕ уйрăма. Вĕсене тĕрĕс татса памашкăн хире каятпăр, анализ илетпĕр. Кун хыççăн мĕнле препаратпа усă курмаллине палăртатпăр. Хушма хуçалăхсем те специалистсен пулăшăвĕпе хаваспах усă кураççĕ. «Помидор калчи мĕншĕн чирлет/ Хăяр япăх çитĕнни мĕнпе çыхăннă/» - вĕсен те пĕлмелли сахал мар. Кашнине туллин хурав пама тăрăшатпăр, - палăртрĕ ертÿçĕ.
Уй-хир шурă юрпа хупланнине пăхмасăр ĕçченсем хире çитсе кĕрхисем хĕл мĕнле каçнине тишкереççĕ. Хĕл каçа темиçе хутчен те монолит илсе тĕрĕслеççĕ.
- Çамрăксем агропромышленноç отрасльне туртăнни сисĕнет-и/
- Патшалăх пулăшăвĕ, фермерсене грант пани лару-тăрăва улăштарчĕ. Çамрăксем ялтах тымар яраççĕ, çурт-йĕр çавăраççĕ. Вĕсем фермер хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ. Яш-кĕрĕм те агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тÿпе хывма тытăнни савăнтарать. АПКри çивĕч ыйтăва - кадрсем хатĕрлессине - татса памалла. Ку енĕпе шкулпа техникумăн, аслă шкулăн, хуçалăхсен пĕрле ĕçлемелле. Отрасле çамрăк специалистсене явăçтарма мерăсем йышăнмалла, хавхалантармалла. Сăмахран, яла ĕçлеме каякан тухтăрсене сумлă укçа уйăраççĕ. АПКра та çак йĕркене пурнăçа кĕртмелле, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Вячеслав Алексеев.
Ноябрь 2024 |