Асăрханулăх нихăçан та ытлашши мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.03.2023, 09:57 Просмотров: 107

Пĕр 20 çул каялла кăна-ха пĕтĕм тĕнчепе компьютерпа çыхăнма пуçлатпăр, телефонпа илемлĕ фильмсем куратпăр е интереслĕ кĕнекесем вулатпăр тесе шутлама пултарнă-ши эпир/ Халĕ вара, тĕрĕс-сипе, унччен интернетсăр мĕнле пурăннине те ăнланмастпăр.

Чăнах, нумай çăмăллăхпа усă кÿрет вăл. Пурнăçри йăла ыйтăвĕсенче те, ачасемпе çамрăксене вĕренÿре те, тивĕçтерÿсем илессипе те... - ку списока тем чухлех тăсма пулать. Анчах кашниех чухлать-ши интернетра хăйне мĕн тĕрлĕ хăрушлăх кĕтнине/ Сиенлекенни вара кашни утăмрах иккен пурне те илĕртекен «виртуаллă уçлăхра».

- Пĕрремĕш тĕп проблема вăл - эпир хамăрах интернетра хамăр çинчен ытлашши нумай каласа пани. Ячĕ-шывĕ, адресĕ, ачи-пăчинчен пуçласа «вăрттăн» сăнÿкерчĕксем таранах... Чи малтанах интернетри çăмăлттайлăхпа тимсĕрлĕхрен асăрхаттараççĕ хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен специалистсем. Шăпах çак темăна уççăн хускатрĕ те ĕнтĕ Роскомнадзорăн Атăлçи федераллă округĕнчи Управленийĕн ĕçченĕ Вăрнар çамрăкĕсемпе тĕл пулнă май. Калаçу эрнекун районти культура çуртĕнче «Эпир терроризма хирĕç» профилактика мероприятийĕ майĕпе иртрĕ. Унта округри шкулсенче аслă классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

- Мĕн çыратăр, мĕн çинчен калаçатăр, е сăнÿкерчĕксем лартатăр - çеккунтранах информацие миллионшар çын курать. Вăхăт иртсен хуратсан та, камра та пулин вăл сыхланса юлатех. Ан манăр, интернетра нимĕн те йĕрсĕр çухалмасть, чи хăрушши вара - преступниксен, мушенниксен аллине лекме е шантаж сăлтавĕ те пулма пултарать. Хăвăр пурнăçăн кашни утăмне пĕтĕм тĕнче сăнамалла кăтартни ним тума та кирлĕ мар, - асăрхаттарчĕ хăрушсăрлăх специалисчĕ.

Çакăн пек тĕслĕхе илсе кăтартрĕ. Акă, пĕр хĕр социаллă сетьре çемйипех канма кайма хатĕрленнипе мухтаннă. Хăçан каяссине сехечĕ таранах кăтартнă, унтах адресĕ те пулнă. Кăнтăртан савăк кăмăлпа таврăннăскерсене килте мĕн кĕтнĕ тетĕр - пушă хваттер. Хĕрачан информацийĕ пулăшнипе хуçисем çук чух вăрăсем мĕнпур хаклă япалана «тасатса» тухнă.

«Виртуаллă уçлăхри» вăйăсем те хăрушсăр мар. Хăш çĕршыври, мĕнле ÿсĕмри çынсемпе хутшăнатăр вылянă чух, преступниксем мар-и вĕсем - пĕлме çук. Çавăнпа кунта та адреса, ăçта вĕреннине е ĕçленине, хăвăрăн ытти даннăйсене кăтартма юрамасть.

Тĕрĕссипе, социаллă сетьсенче пиншер «тус» пухнин те лайăххинчен ытларах япăххи. Вĕсенчен пĕр пайне эсир палламастăр, тепĕр пайне лайăх пĕлместĕр. Вĕсем хушшинче, тен, усал шухăшлисем те пур. Чăн туссем вара шутлă кăна. «Апла-тăк, шанчăксăр туссемпе сывпуллашăр, страницăна хупă профильте тытăр», - пулчĕ усăллă сĕнÿ. Унсăр пуçне, кирек мĕнле камерăпа та - компьютерăннипе те, телефон çинчипе те - асăрхануллă пулмаллине каларĕç. Вĕсене те «çĕмĕрме», информацие пĕтĕм интернечĕпе сарма, сăнÿкерчĕксемпе видеосене преступленилле ĕçсем тума е шантаж валли усă курма пултараççĕ. Апла пулсан сыхлăх нихăçан та пăсмасть.

Çакнах экстремизм тата терроризм текен хăрушла пулăмсем пирки те каламалла. Çĕршывра, паллах, ку усал преступленисене асăрхаттарассине, халăхра пăлхану çуратма хăтланакансемпе кĕрешессине мĕнпур вăя хываççĕ. Çапах кашни çын хăрушлăха ăнланса асăрхануллă пулни пĕлтерĕшлĕ. Çакă инкексенчен хÿтĕленмелли тĕп мел. Вĕсем пирки шкул ачисемпе РАНХиГС-ăн Шупашкарти филиалĕн преподавателĕсем калаçрĕç. Педагогсене те канаш пачĕç вĕсем: вĕренекенсем киревсĕр ĕçсене явăçассине асăрхаттарса вĕсене спортпа пултарулăха, интереслĕ мероприятисене хутшăнтарма сĕнчĕç.

Тĕлпулу «Санăн пуласлăх - санăн республикăра» семинарпа вĕçленчĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика