Çĕр ĕçченĕн пуçра шухăш - пулĕ-ши кăçал та тупăш?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.03.2023, 09:58 Просмотров: 101

«Агрохмель» - паха вăрлăх ĕрчетекен хуçалăхсенчен пĕри. Çураки умĕнхи агроинженери конференцийĕ шăпах та çак предприятире иртрĕ. Мероприятие хутшăннисем чи малтан агрофирмăн мехпаркне çитсе курчĕç. Вĕсен йышĕнче Санарпуçĕнчи вăтам шкулăн агрокласĕ те, ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем те пулчĕç.

Çуракине тухакан техникăпа агрофирма ертÿçин заместителĕ Борис Семенов паллаштарчĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, хăватлă хурçă утсемсĕр хуçалăх аталану çулĕпе каяймасть, çавăнпа та кунта мехпарка çĕнетме тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр икĕ «Беларусь» трактор туяннă. Кăçал та техника илнĕ, мехпарка дискăллă икĕ сÿрепе пуянлатнă.

Аграри предприятийĕсенче тăрăшакансем тырă склачĕсенче те пулчĕç. Курмалли кунта сахал мар. Хăнасем ял хуçалăх культурисен тĕрлĕ сорчĕсемпе хапăл тусах паллашрĕç. Кашни вăрлăх патĕнче этикетка пур. Кĕрхи тата çурхи туллăн «Московская 56», «Ульяновская 100» элита сорчĕсем тÿрех куç умне тĕл пулчĕç. Чылайăшне йĕтĕн илĕртрĕ. Хăшпĕрисем çак культурăна ывăç çине илсех сăнарĕç. Йĕтĕн вăрри вар-хырăмшăн питĕ усăллине палăртрĕç.

Конференцин пленарлă пайĕ Кÿстÿмĕрти культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Хăнасене пултарулăх коллективĕ кĕтсе илчĕ, юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Борис Семенов агрофирма ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Хуçалăхра мĕнпур акмалли лаптăк 1216 гектарпа танлашĕ, чи пысăк пайне - 762 гектарне - тĕштырă валли уйăрĕç. Çĕрулми те лартĕç. Ку культура 60 га, нумай çул ÿсекен курăксем вара 394 га йышăнĕç.

«Агрохмель» - Вăрнар тăрăхĕнче хăмла çитĕнтерессипе тимлекен пĕртен-пĕр хуçалăх. Хăмла плантацийĕ пĕтĕмпе 22 гектар, çав шутра тухăç параканни -16. Кăçал агрофирмăра «симĕс ылтăн» лаптăкне тата 4 гектар пысăклатма палăртаççĕ. 2022 çулта хуçалăх 31,2 тонна хăмла пухса кĕртнĕ.

Округ пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕ пирки каласа кăтартрĕ, кăçалхи ĕç-хĕлĕн тĕллевĕсене палăртрĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăх организацийĕсем тупăшлă ĕçленĕ. Продукци пĕр миллиард та 549 млн тенкĕлĕх сутнă. Кăçал та хресчен хастарлăха чакармасăр тăрăшасшăн.

Пĕтĕмĕшле илсен, ку çул Вăрнар округĕнче ака-суха ĕçĕсене 30661,3 гектар çинче туса ирттермелле. Çурхи тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 13502,2 гектар йышăнмалла. Пĕлтĕр кĕр тыррисене 5031,1 га акса хăварнă. Кукуруза валли 1164 гектар çĕр уйăрĕç, çав шутра тĕшĕ илме - 200 гектар, «симĕс масса» валли – 964. Выльăх апачĕлĕх культурăсем 9802,2 га çинче вырнаçĕç.

Аграрисем çĕрулмине 376 гектар лартасшăн. «Иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕ чухлех пулĕ.

Çураки ирттерме тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ 3013 тонна кирлĕ. Çак вăхăта илсен кондициллĕ вăрлăх 2445 тонна е 93 процент. Танлаштарма: иртнĕ çул çак тапхăрта ял хуçалăх культурисен 82 проценчĕ ака стандартне тивĕçтернĕ. Чылай аграри организацийĕнче тĕштырă пахалăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Анчах та пĕчĕкрех хресчен хуçалăхĕсенче кондициллĕ вăрлăх пачах çук е уйсенче тĕрĕслемен тырă акаççĕ.

Çанталăк ăшăтсах ячĕ. Шурă юрĕ вырăнăн-вырăнăн кăна выртать. Ял хуçалăх организацийĕсен техники уй-хире тухма хатĕр-и/ Тракторсен, дискаторсен, сеялкăсен 91 проценчĕ, культиваторсен 92 проценчĕ юсавлă пирки çуракине хутшăнма пултарать.

Минерал удобренийĕсем 2334,8 тонна пур, ку вăл планăн 181 проценчĕ. Уй-хир ĕçĕсене ирттерме дизель топливи 460 тонна, автобензин 76 тонна кирлĕ. Паянхи кунри кăтартусем вара çапларах: дизтопливо – 65,6 процент, автобензин – 35 процент.

Хĕрÿ тапхăрта чăрмавсем сиксе ан тухчăр тесен паянах хастар пулмалла. Вячеслав Горбунов аграри ертÿçисене çурхи ĕçсене тухăçлă ирттерес тесен кирлĕ чухлĕ удобрени, ГСМ, паха вăрлăх вăхăтра туянма сĕнчĕ. Паллах, кадрсен ыйтăвне татса парассипе те ертÿçĕсен тимлемелле.

«Россельхозцентр» учрежденин республикăри филиалĕн ертÿçи Сергей Павлов ял хуçалăх культурисем фитосанитари тĕлĕшĕнчен мĕнле пулни, ÿсентăран чирĕсем тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăсем пирки пĕлтерчĕ. Вăрнарсене биологи препарачĕсемпе практикăра час-часах усă курнăшăн мухтарĕ.

Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи ветеринари тата фитосанитари асăрхавĕн федераллă службин Управленийĕн ÿсентăран карантинĕ, тырă тата вăрлăх пахалăхĕ енĕпе тимлекен асăрхав пайĕн тĕп патшалăх инспекторĕ Юрий Булаткин саккун требованийĕсене пăхăнмасан явап тытма тивнине палăртрĕ.

Конференцире пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе чылаййăн тухса калаçрĕç. Вĕсен йышĕнче Валерий Новосельцев та пулчĕ. Вăл - ветеринари тата фитосанитари енĕпе ĕçлекен федераци службин Чăваш енри управленийĕн патшалăх çĕр асăрхавĕн пайĕн аслă инспекторĕнче тăрăшать.

Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрнарти уйрăмĕн представителĕ Елена Козлова аграрисене кредит ресурсĕсемпе тивĕçтермелли йĕркесемпе паллаштарчĕ.

Çĕрĕн çĕр ыйту, теççĕ. Конференцире предприяти ертÿçисем, фермерсем хăйсене тарăн шухăша яракан çивĕч ыйтусене те çĕклерĕç. Докладчиксем тивĕçлĕ хуравсем пама тăрăшрĕç. Округ пуçлăхĕн заместителĕ Вячеслав Горбунов пурне те çуракинче тухăçлă ĕçлеме, çитĕнÿсем тума, кăçал та лайăх тупăш илме, хăрушсăрлăх техникин требованийĕсене яланах çирĕп пăхăнма сунчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика