Вĕсем - çамрăксемшĕн тĕслĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.07.2023, 09:44 Просмотров: 299

Туслă çемьере сивĕре те ăшă, тет вырăссен каларăшĕ. Чăн та, килĕшмесĕр май çук ку сăмахсемпе. Çемье çынна кирек хăçан та тĕрек парать, ăшăтать, хăй хÿттине илет, телей парнелет. Пурнăçра унран хаклă пуянлăх тупаймăн.

Пирĕн çĕршывра та çемье хаклăхĕсем авалтан хисепре пулнă, халĕ те обществăн тĕп шăнăрĕ шутланаççĕ. Мĕншĕн тесен тăнăçлăхпа ăнăçлăх хуçаланакан çемьесем - Раççейĕн пĕрлĕхĕпе мăнаçлăхĕн никĕсĕ.

Ахальтен мар çĕршывра пурăнакансен чи çывăх та юратнă праçникĕсенчен пĕри - Çемье тата юратупа шанчăклăх кунĕ. Çветтуй Петрпа Февроние халалланă çак çутă уява, пурте пĕлетпĕр, паян - июлĕн 8-мĕшĕнче - паллă тăватпăр. Уявăн тĕп символĕсен шутĕнче - ятарласа çирĕплетнĕ «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа медаль. Вĕсемпе 25 çул ытла пĕрле алла-аллăн утакан, çемье çирĕплĕхĕпе тĕслĕх кăтартакан, ачисене тивĕçлĕ ÿстернĕ мăшăрсене чыслаççĕ.

«Юратупа шанчăклăхшăн» медале кăçал Вăрнар округĕнчи виçĕ çемье тивĕçнĕ: Çавалкасри Шумиловсем, Малти Ишекри Лукинсем тата Уйкас Кипекри Егоровсем. Ырă йăлапа, вĕсене чыслакан хумхануллă уяв ЗАГС пайĕн торжествăлла церемонисен залĕнче иртрĕ. Унта пысăк хăнасем килсе çитни мероприяти сумне пушшех те ÿстерчĕ.

Медальсемпе хисеплĕ çемьесене Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева наградăларĕ. Вăл чылай çул пĕр-пĕрин хушшинчи ăшă та çепĕç хутшăнусене упраса, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пыракан мăшăрсем пуриншĕн тĕслĕх пулнине, пирĕнпе юнашар çакăн пек маттур çемьесем пуррипе мухтанмаллине палăртрĕ. Унпа пĕрле уявăн тĕп геройĕсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов тата республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева саламларĕç.

Чыслава тивĕçнĕ çемьесемпе чăнахах та мухтанмалăх пур ентешсен. Вĕсем кашниех хăйнеевĕрлĕ, расна, анчах виççĕшне те пĕрешкел тĕп пахалăхсем пĕрлештереççĕ - юратма, пĕр-пĕрне тата тавралли çынсене хăйсен чун ăшшине парнелеме пĕлни, пĕр-пĕриншĕн яваплăха туйни.

ÇАВАЛКАСРИ ШУМИЛОВСЕНЕ, акă, Вăрнар округĕнче пĕлмен çын сахал пулĕ. Хăйсен ĕçченлĕхĕпе, тăван тăрăх ăнăçлăхĕшĕн тăрăшнипе паллă, ятлă-сумлă çемье. Валерий Филиппович - округри ял хуçалăх производствин чи ÿсĕмлĕ йĕркелÿçисенчен пĕри. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чылай çул малти ретре пыракан Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх тилхепине çирĕп тытса пырать. Ăста ертÿçĕ, пурне те пĕрлехи ĕçшĕн мĕнпур вăйран тăрăшма хавхалантарма пĕлекен пуçлăх теççĕ ун пирки хуçалăхра тимлекенсем.

Марина Васильевна вара килте те, профессире те мăшăрĕн тĕп пулăшуçи, тĕрев параканĕ. Агропромышленность комплексĕн аталанăвне хывнă пысăк тÿпине палăртса ăна Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Валерий Филипповичпа Марина Васильевна чăннипех те туслă çемье çавăрнă. Юратупа килĕшÿре вĕсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре тĕрĕс воспитани парса тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ Владимир, акă, ашшĕн çулĕпе пырать, паянхи кун - Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ. Вăл та ашшĕпе амăшĕ пекех хастар, тăван ял аталанăвĕпе хăтлăхĕн ыйтăвĕсене татса парассине пуренлĕ хутшăнать. Ял-йыш Шумиловсен çемйине кирлĕ чухне кашнине пулăшу пама хатĕрришĕн хисеплет.

МАЛТИ ИШЕКРИ ЛУКИНСЕМ пирки те ыррине çеç каламалла. Ку тăрăхри мухтава тивĕçлĕ çемье. Сăпайлă, нимле ĕçрен хăраман, аллисем ылтăн çынсем. Вĕсем те ĕçри кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Геннадий Николаевич «Ленинец» колхозра ĕнесене машинăпа сăвакан операторта кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă. Çакна профессири çитĕнĕвĕсемшĕн панă Мухтав хучĕсемпе орденĕсем те çирĕплетеççĕ. Ĕç ветеранĕ. Халĕ те, тивĕçлĕ канура пулсан та, алă усса лармасть. Техникăна лайăх ăнланать, хăть мĕн юсама-маçтăрлама пултарать. Чун киленĕçĕ вара - пулла çÿресси, кунта çемье пуçĕ чунпа та, кĕлеткепе те канать.

Мăшăрĕ те, Нина Григорьевна, ял хуçалăх ĕçĕн хастарĕ. Хуçалăхра осеменаторта ĕçленĕскер, районти чи ăста специалистсен шутĕнче пулнă. Професси енĕпе районти, республикăри ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Хисеп хучĕсемпе дипломĕсем чылай. Çамрăк специалистсене вĕрентме-хатĕрлеме те нихăçан ÿркенмен.

Ачисем те Лукинсен маттур - пилĕк ывăл Геннадий Николаевичпа Нина Григорьевнан. Вĕсем 13 мăнукпа савăнтарнă ашшĕпе амăшне. Унсăр пуçне, 7 кĕçĕн мăнукĕ те паян - куç тулли телей. «Ачамăрсем, тĕпренчĕксем яланах сывă, ăнăçлă пулччăр, пире ÿлĕмрен те хальхи пекех тимлĕхпе ăшăтчăр», - теççĕ Геннадий Николаевичпа Нина Григорьевна.

УЙКАС КИПЕКРИ ЕГОРОВСЕН мăшăрлану стажĕ вара 55 çулпа танлашать. Николай Егоровичпа Екатерина Алексеевна 1968 çулхи августăн 7-мĕшĕнче пурнăçĕсене пĕрлештерсе пĕр çулпа утма йышăннă та паянхи кун та шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Пĕрлех вĕсем «Звезда» колхозра ĕçлеме пуçланă. Николай Егоровича, сăмах май, Совет çарĕнче службăра тăнă вăхăтрах «Коммунизмла ĕç ударникĕ» медальпе наградăланă.

Уйрăммăнах палăртас килет, тăван хуçалăхăн кал-кал ĕçне пысăк тÿпе хывнă вĕсем. Çемье пуçĕн ял хуçалăхĕнчи стажĕ 43 çул. Мăшăрĕн - 41 çул. Иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем. Екатерина Алексеевнана, унсăр пуçне, II тата I степень Амăшлĕх медалĕсемпе наградăланă. Халĕ Егоровсем тивĕçлĕ канура, апла пулин те кил-хуçалăха çирĕп тытаççĕ.

Николай Егоровичпа Екатерина Алексеевна - ултă ачан ашшĕпе амăшĕ, 12 мăнукĕн тата 7 кĕçĕн мăнукĕн аслашшĕ-кукашшĕ тата асламăшĕ-кукамăшĕ. Вĕсем çамрăксемшĕн - нумай çул мăшăрсем хушшинчи юратупа ăнланулăха упракан, килĕшÿпе татулăхăн тĕслĕхĕ.

Уяв умĕнхи тĕлпулура «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ çемьесене Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте, Малти Ишекри тата Çавалкасри территори пайĕсен пуçлăхĕсем Вячеслав Ластухинпа Ольга Углова та саламларĕç. Тата вĕсен савăнăç-телейне ачисемпе мăнукĕсем пĕрле пайларĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика