Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче комсомол организацине туса хунăранпа 105 çул çитет. Унăн çулĕ çав тери асаплă, хуйхăллă пулсан та, паттăрла ĕçĕсене халăх нихăçан та манмĕ.
Ман атте Иван Сергеевич Сергеев Туçи Çармăс ялĕнче комсомол епле йĕркеленнине аса илетчĕ. Ку ĕçе 1927 çулта пуçăннă. Хĕллехи сивĕ çанталăк тăнă, хурал пÿртне çамрăксем пуçтарăннă. Сĕтел хушшинче Кĕçĕн Кипек вулăсĕнчи комсомол представителĕ Николай Соловьев ларнă. Кун йĕркипе хыттăн калаçнă хыççăн пуху шĕвелсе юлнă - виçĕ çамрăк мĕлки çеç тăрса юлнă краççин лампин тĕтĕмĕпе хуралнă хурал пÿртĕнче. Вĕсем: Григорий Яндушов, Борис Тимофеев тата секретаре суйланнă Иван Сергеев.
Çак пухурах В.И.Ленинăн 3-мĕш съездĕнчи калаçăвне тĕпе хурса малалла ĕçлемелли программăна йышăннă.
1928 çулта ликбез йĕркеленĕ - хутпĕлменлĕхе пĕтересси. Кашни комсомолецăн виçĕ çынна вĕрентмелле пулнă. Комсомолецсем хăйсем те вĕренме тытăннă. Борис Тимофеев Мускава тухса кайнă. Григорий Яндушова летчиксен шкулне комсомол путевкипе вĕренме янă. Иван Сергеев Канашри педтехникума вĕренме кĕнĕ. Комсомол секретарĕ пулма çак ялти çамрăка Яков Семенович Семенова уйăрса лартнă. Вăл Аслă вăрçă пуçлансан йывăр танкăн командирĕ пулса çапăçнă. 1942 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă - танк ăшĕнче çунса кайнă. Волгоград облаçĕнчи Мариновка ялĕнчи çынсем Коржевăпа Бондаренко танк çуннине курнă. Кайран унăн кĕлеткине ытти салтаксемпе пĕрле пытарнă.
Григорий Яндушов летчиксен шкулĕнчен вĕренсе тухса Аслă вăрçа кĕнĕ, нимĕç самолечĕсемпе çапăçнă.
Иван Сергеев 1932 çулта Канашри педтехникумран вĕренсе тухсан Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. 1935 çулччен мотомеханизированнăй бригадăн старшинин должноçĕнче тăнă. Вăрçăччен пилĕк çула яхăн Канаш районĕнчи Шăхасанти колхоз шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. 1942 çулта хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. 1946 çулта Берлинтан таврăнсан 47 çул Туçи Çармăсри 8 çул вĕренмелли, Кив Шуртанти, Кив Сăрьелти шкулсенче ачасене пĕлÿ панă. 1992 çулта çĕре кĕнĕ.
Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Кивĕ Сăрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Иванович Иванов 100 çул тултарнине анлăн уявларĕç. Алексей Иванов паттăр та хăюллă комсомолец пулнă. 1945 çулхи январь уйăхĕнче Германи çĕрĕнче пынă хаяр çапăçусенче çирĕп решенисем йышăнса - вăрттăн маневр туса - хăйĕн самоходкипе тăшмана кĕтмен çĕртен, хыçалтан пырса çапнă. Нимĕçсен икĕ танкне, хĕрĕхе яхăн салтакне тĕп тунă. Кун пек паттăрла ĕçсене пиншер комсомолец тунă. Вĕсем - комсомол туптанă геройсем.
Совет шкулĕнчи программăсенче паттăрла воспитани паракан произведенисем чылай пулнă. Н.Островскин «Как закалялась сталь», А.Фадеевăн «Молодая гвардия» романĕсене çамрăксем каçса кайса юратса вуланă, унти геройсем пек çирĕп пулма ĕмĕтленнĕ. М.Шолоховăн «Поднятая целина», «Тихий Дон» романĕсем революцие, граждан вăрçине тĕрĕс те витĕмлĕ кăтартса панă. Чăваш литературинче те комсомолăн паттăрла ĕçĕсене сăнлакан произведенисем сахал мар. Влас Пайменăн «Кĕпер» романне кино ÿкерсех телевизорпа кăтартаççĕ. Леонид Агаковăн «Пĕрре, çуркунне» повеçĕ чылай çул Тарас комсомолецăн сăнарĕпе савăнтарнă.
Комсомол стройкисем - атом ГЭСĕсем, шыв ГЭСĕсем, пысăк трактор, танк, самолет кăларакан заводсем, БАМ - паттăрла ĕçсем.
1975-1976 çулсенче райком комсомол секретарĕнче ĕçлерĕм. Колхоз, клуб, шкул, пионер, комсомол ыйтăвĕсемпе çирĕп, тавлашуллă пухусем пулнă. Комсомол пуçарнипе РДК çуртне çĕкленĕ чух 5-6 субботник йĕркелерĕмĕр. Темиçе хутчен Вурнарка юханшывне çÿп-çапран тасатрăмăр. Районти çамрăксемпе тĕлпулусем, диспутсем, концертсем йĕркеленĕ. Малти Ишекри çамрăксен юрăпа ташă ансамблĕ республикăра пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Вăрнар районĕнчи волейбол команди «Урожай» ДСО первенствинче ?республикăра% малти вырăна йышăннă.
Хастар комсомолецсем халĕ те вăйне çухатман. Комсомол çуралнă кун тĕлне Çĕрпелте тĕлпулу йĕркелерĕмĕр. Вăрнар округĕнчи офицерсен союзĕн председателĕ Николай Иванович Васильев капитан ертсе пыракан ушкăн шкул ачисемпе, çамрăксемпе комсомолăн хастар ĕçĕсем пирки калаçрĕ.
Борис СЕРГЕЕВ
Ноябрь 2024 |