Пăртасра пĕтĕмлетÿллĕ пуху уççăн иртрĕ. Вăл ял аталанăвне пырса тивекен çивĕч те кирлĕ ыйтусене хускатрĕ. Кунта пурăнакансем те хăйсене ял шăпи çывăх пулнине çирĕплетрĕç.
Территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров чи малтанах ентешĕсене ялшăн пурнăçланакан ĕçсене активлă хутшăннăшăн тав турĕ.
Пăртас - округри чи пысăк ялсенчен пĕри. Кунта хальхи вăхăтра 1023 çын пурăнать. Вăл шутра 6 çула çитмен ачасем 97, 7-17 çулсенчи ачасем - 116-ăн, 18-29 çултисем - 152-ĕн, ку ÿсĕмрен 60 çула çитичченхисем - 420-мĕн, 60-тан аслăраххисем - 213-ĕн, 80-ран иртнисем - 14-ăн.
Анчах та Николай Порфирьевич юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ начарланнине, çут тĕнчене пепкесем сахалтарах килнине палăртрĕ. Пĕлтĕр, ак, территори пайĕнче виçĕ ача кăна çуралнă. Çут тĕнчерен вара 13-ĕн уйрăлса кайнă.
Юлашки çулсенче Пăртас палăрмаллах аталанчĕ. Кунта «Культура» наци проекчĕпе çĕнĕ клуб хăпартса лартрĕç. Çутă, хăтлă, ирĕклĕ. Пăртассем канăва йĕркелеме пĕлнине тĕрлĕ мероприятисем аван кăтартаççĕ. Кашни паллă датăпах кунта концертсем иртеççĕ. Пуху вăхăтĕнче театр кружокне йĕркелес ыйту та çĕкленчĕ. Ăна хускатакан совет тапхăрĕнчи вăхăта, ял çыннисем спектакльсем лартнине аса илчĕ. «Çак йăла çĕнĕрен чĕрĕлсен тем пекехчĕ»,- терĕ вăл.
Ял çыннисем хальхи вăхăтра культура çуртне кашни кун тенĕ пекех пухăнаççĕ. Кунта та ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем валли маскировка сеткисем çыхассине йĕркеленĕ. Çавăн пекех ял хастарĕсем окоп çуртисене те ăсталаççĕ.
Пăртас территори пайĕн пуçлăхĕ активистсене паянхи ансат мар тапхăрта пĕрлĕхлĕ пулнишĕн тав турĕ. Çавăн пекех вăл СВО-на хутшăнакансен çемйисене май пур таран пулăшма, ашшĕ-амăшне ырă сăмах калама сĕнчĕ. Ку тăрăхран хальхи вăхăтра çĕршыв интересĕсене вунвиçĕ çын хÿтĕлет, çиччĕшĕ - контракт йĕркипе. «Мĕнле сывлăхпа кайнă, çав сывлăхпах таврăнса килччĕр», - терĕ вăл.
Николай Порфирьевич культура çурчĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтăва та хускатрĕ. Иртнĕ çул ун территорине хăтлăх кĕртессипе программăна кĕнĕ вĕсем, анчах та подрядчик асфальт хакланса кайнăран ĕçе тытма килĕшмен. Çавăнпа та вĕсем ку ĕç кăçал пурнăçланасса тем пекех шанаççĕ.
Пăртас тăрăхĕнче ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Килти хушма хуçалăхра çемьесемпе пĕрлешсе тимлекенсене ырласа палăртрĕ территори пайĕн пуçлăхĕ. «Лукинсем, Антоновсем аван ĕçлесе пыраççĕ»,- терĕ вăл.
Çÿп-çап ыйтăвне те çĕклерĕç пăртассем. Кăçал контейнерсем час-часах тулса кайнине палăртрĕç. Вырăнти администраци ку площадкăсене йĕркелесе тăрассине тимлĕхрен кăлармасть. Нумай чухне территори пайĕнче тимлекенсем, депутат е ял халăхĕ хутшăннипе вĕсене юсасах тăраççĕ. «Ыйтусенчен аякра тăманни савăнтарать»,- терĕ Николай Порфирьевич пулăшу аллине тăсакансене тав тунă май.
Хуçасăр çÿрекен йытăсем кунта та хăрушлăх кăларнине палăртрĕç пухăва килнисем. Пĕлтĕр пĕрисен килĕнчи чăхсене те тустарнă иккен вĕсем. Николай Порфирьевич йытăсене тытас йĕркепе паллаштарчĕ, ял çыннисене çăмламас тусĕсене сăнчăртах тытмаллине аса илтерчĕ.
Николай Петров пăртассене ял çулĕсене юсассипе хастарлăх кăтартнăшăн та тав турĕ. Пĕлтĕр, ак, пуçаруллă бюджет программипе виçĕ урамри çул лаптăкĕсене вак чул сарса хытарнă. Кăçал та ку программăпа виçĕ проект пурнăçа кĕмелле: Çарăклăра пĕве тасатма, Пăртасри Комсомольски тата Московская урамсенчи çулсен лаптăкĕсене юсамалла.
Тепĕр ыйту та питĕ кирлине палăртрĕç пухăва хутшăннисем. Ку вăл - пушар машинине тытса тăрасси. Халь вăл ларакан строенин хăрах стени ишĕлсе анас хăрушлăх пур. Çавăнпа та çĕнĕ депо тăвас ыйту мала тухрĕ. Ял çыннисем çакăншăн пурте пĕр саслă пулчĕç, хăшĕсем пуçаруллă бюджет программине кĕме халех укçа пама та хатĕр пулнине пĕлтерчĕç. Чăннипех те - кирлĕ ĕç. Хăрушсăрлăха тимлĕхре тытни аванах.
Пухăва хутшăннă май, Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова пуçаруллă бюджет программин ырă енĕсене тепĕр хут çирĕплетрĕ. Унпа усă курса чылай çĕрте пысăк ĕçсем пурнăçланине аса илтерчĕ.
Надежда Валериановна пăртассене юлашки çулсенче тунă пысăк ĕçсемшĕн ырларĕ. Çамрăксем ялта нумаййăн тытăнса юлни лайăх паллă пулнине каларĕ. Кунашкалли республикăра та сахаллине палăртрĕ. Анчах та ун енчен асăрхаттару та пулчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене асăнса лартнă палăка хĕллехи вăхăтра та тирпейлесе тăмаллине аса илтерчĕ вăл. Ку ĕçе шкул ачисене хутшăнтарма сĕнчĕ. «Пирĕн вăхăтра Тимур командисем аван ĕçлетчĕç. Ачасем пулăшу ĕçне аван йĕркеленĕ», - терĕ вăл ку опыта паян усă курни патриотизм туйăмне, тăван тăрăха юратассине ÿстерме пулăшнине пĕлтерсе.
Округ пуçлăхĕ пуху хыççăн уйрăмшар çынран килнĕ ыйтусене те тимлĕхе илнине пĕлтерчĕ.
Округ администрацийĕн йĕркелÿ пайĕн пуçлăхĕ Виталий Белов çитес Раççей Президенчĕн суйлавĕн мелĕсемпе паллаштарчĕ. Паянхи кун дистанцилле электронлă сасăлавăн ?ДЭГ% ырă енĕсене палăртрĕ. Капла çын килтен тухмасăрах суйлава хутшăнма пултарать, анчах та маларах «Госуслуги» порталта заявлени тăратмалла.
Вырăнти влаç представителĕсем пăртассене малашне те маттур, хастар пулма ăнăçу сунчĕç.
- Пĕччен нимĕнле ĕç те пулмасть. Ентешсене тавах, вĕсем яла çĕклессишĕн тăрăшни савăнтарать, - палăртрĕ Николай Петров пухăва пĕтĕмлетсе.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |