Ятарлă çар операцине хутшăнакансене ентешсем май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекенсене тĕрлĕ енлĕ хавхалантарма тăрăшаççĕ: укçа-тенкĕ пухаççĕ, кирлĕ япаласем туянаççĕ, маттур хĕрарăмсем нускисем çыхаççĕ, ачасем çырусем çыраççĕ. «ZOV Вурнары» волонтер ушкăнĕ пуçарнипе хамăрăн маттур салтаксем патне вунă ытла çĕнетнĕ автомашина ăсанчĕ. Пултарнă таран кашниех тăрăшать, Çĕнтерĕве хăйĕн тÿпине хывать.
Çĕрпел тăрăхĕнче пурăнакансем те хăйсен чĕрисем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемшĕн тапнине çирĕплетеççĕ. Ытти ялсен хастарĕсен тĕслĕхĕпе вĕсем те маскировка сеткисем çыхма, окоп çуртисем тума вĕреннĕ.
Ĕçе тытăнасси кăна ĕнтĕ - тăрăшсан, шухăш пулсан вăл ăнать, ÿссех пырать. Çĕрпелте ку пархатарлă ĕçе Хурăнсур Çармăс кинĕ Людмила Иванова пуçарнă. Ентешсене пулăшас текен маттур хĕрарăмсем те тупăннă. Людмила Евгеньевна кăтартнипе часах вĕсем çыху схемине те алла илнĕ. Кашни çĕрте вăл тĕрлĕрен. Çĕрпелсем малтан лентăсене «шăлласа» касаççĕ, схемăласа çыхаççĕ, пушăрах вырăнсене çулçă евĕр татăкласа яваççĕ.
Ырă ĕç тăвасси пирки хыпар ялта хăвăртах саланнă. Çĕрпелти культура çурчĕн чÿречисем çинчи «Кунта маскировка сеткисем çыхаççĕ» тенине те иртен-çÿрен асăрханах ĕнтĕ. Çавăнпах ĕç ушкăнĕ те ÿссех пынă.
Шăкăл-шăкăл ĕçлеççĕ çĕрпелсем. Кам лентăсене кирлĕ пек касса тăрать, теприсем ятарлă станок çине карнă сетка тăваткалĕсене тултараççĕ. Пурте пĕр-пĕрне аван пĕлеççĕ, ытларахăшĕ - тивĕçлĕ канурисем. Розалия Анисимова, акă, ĕмĕрĕпе вырăнти хуçалăхра бригадирта, кладовщикра вăй хунă. Наталья Иванова амбулаторире тăрăшнă. Галина Ефимова - 28 çул пекарьнăра, Татьяна Мышкина - перекет кассинче, Алевтина Толмасова - хуçалăх столовăйĕнче, Тамара Гаврилова - Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, Алевтина Владимирова - ача садĕнче, Светлана Степанова - ача садĕнче тата хуçалăхра, Елена Трофимова - хуçалăх бухгалтерийĕнче, Зоя Романова - чукун çул çинче.
Паян вара вĕсене пĕр ĕç пĕрлештерет - çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшасси.
- Тепĕр чух тĕл пулакансем «ăçта каятăр» тесе ыйтсан «ĕçе» тесе хуравлатпăр, - кăмăллăн калаçрĕç вĕсем.
Вырăнти культура çуртне хастарсем ирхи 10 сехет иртсен пуçтарăнаççĕ те тепĕр чухне 16 сехетчен те тăрăшаççĕ. Ку таранччен вĕсем пĕтĕмпе сакăр сетка çыхнă. Улттăшне çар операцийĕн зонине ăсатнă та ĕнтĕ. Виçипе кашниех тĕрлĕрен, хăшĕсем тăршшĕпе 12-13 метр. 6 тата 8 метрлисем ытларах.
Ку çеç те мар, Çĕрпелĕн маттур хĕрарăмĕсем окоп çуртисем тăвас ĕçе те алла илнĕ. Халиччен пĕтĕмпе 500 банка хатĕрленĕ, 400-шне салтаксем патне ăсатнă. Ку ĕç те пĕр самантлăха та чарăнмасть - пĕри картона кирлĕ виçепе касать, тепри ăна банкăсене вырнаçтарать, тата тепри ăвăса юхтарса тултарса пырать.
Унсăр пуçне, çĕрпелсем розжигсем те ăсталаççĕ. Ăна патак пуçне шăрпăксем çирĕплетсе хутпа çавăраççĕ, ун хыççăн ирĕлтернĕ ăвăс ăшне чиксе хытараççĕ.
Вăй - пĕрлĕхре, тесе ахальтен каламан. Пĕрле темĕнле ĕç те тума пулать. Маскировка сетки те, окоп çуртисем те, розжигсем те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене кирлине çĕрпелсем те аван ăнланаççĕ. Çитменнине, ятарлă çар операцийĕнче хăйсен тăрăхĕнче çуралнă каччăсем те пур. Çавăнпа та Çĕнтерĕве çывхартма пĕтĕм кăмăлтан тăрăшаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |