Кукаçипе мăнаçланатăп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.07.2025, 08:34 Просмотров: 23

Манăн кукаçи те Александр Михайлович Лявинский - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ. Вăл 1913 çулта Мăньял Хапăс ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланиччен вырăнти сельпора сутуçăра тăрăшнă. Ирсĕр тăшман пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕрсен кукаçи те 1941 çулхи июль уйăхĕнчех фронта тухса кайнă. Килĕнче пĕчĕк ачасем тăрса юлнă - йĕкĕрешсем.

Кукаçин вăрçă çулĕ 1941-мĕшĕнчи августра Калинин фронтĕнче пуçланнине пĕлетпĕр. Сентябрĕн 2-мĕшĕнчен вăл усал тăшмана хирĕç 118-мĕш стрелковăй дивизин 463-мĕш полкĕн йышĕпе кĕрешнĕ, пехотинец пулнă. 1942 çулхи мартра çар присягине тытнă, февральте вара тискер çапăçусенчен пĕринче йывăр аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн Александр Михайлович артиллеристсене хатĕрлекен курссене пĕтерет, çĕнĕ çар специальноçне илсен 1943 çулхи январьте пĕрремĕш батарея орудине ертсе пыма тытăнать. Малашнехи хаяр çапăçусем танксене хирĕçле 759-мĕш артиллери полкĕн тытăмĕнче тăсăлаççĕ.

Вăрçă çулĕсемпе утса тухнă кунĕсем кукаçин чăнах та асап-тертпе тулли пулнă, çапах та çĕршыва чыслăн хÿтĕлесе вăл тăван киле Çĕнтерÿпе таврăннă. Пĕрре мар ăна фашист хĕçпăшалĕ те амантнă.1943 çулхи кĕркуннерен тытăнса Лявинский сержант 1-мĕш Прибалтика фрончĕн, 3-мĕш тата 2-мĕш Белорусси фрончĕсен йышĕнче çапăçнă. Вăрçă уншăн Кенигсберг хули çывăхĕнче вĕçленнĕ. Паттăрлăхĕпе çарти сумлă тивĕçĕсене çирĕплетекен наградисем те чылай: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, 3 степень Мухтав орденĕ, «Хăюлăхшăн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенче фашистла Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальсем.

Кукамая та çак тискер саманара çăмăл килмен. Мăшăрĕ фронтра çапăçнă вăхăтра вăл хуçалăха тытса пынă, ачисене ÿстернĕ. Ачисем вара ашшĕне пĕлмен тесен те юрать - вăл вăрçа тухса кайнă чух пĕчĕкскерсем çулталăк çурăра кăна юлнă. Анчах амăшĕн сăмахĕсем çывăх çынни çинчен пĕрмаях аса илтерсе тăнă, çавăнпах вăл таврăнасса, хăйсене ăшă ытама илессе кĕтнĕ. Çак кун çитсен - ашшĕ çар тумĕпе, кăкăрĕ çинчи орден-медальсемпе килсе кĕрсен - вара ачасен савăнăçĕ ниçта вырнаçайман.

Александр Михайлович, вăрçăран чирлĕ таврăннăскер, мăшăрĕ Фекла Петровна пăхнипе, пулăшнипе ура çине тăма пултарнă. Сывлăхĕ хавшаккине пăхмасăрах вĕсем сакăр ачана ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Кукаçин ывăлĕ-хĕрĕсене лайăх пĕлÿ парас ĕмĕт пулнă яланах. Вăл та пурнăçа кĕнĕ. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн кукамай пĕчченех тата 22 çул студентсене вĕрентме вăй çитернĕ.

Сывлăхĕ аптратнă пулсан та кукаçи вăрçă хыççăн сельпора, каярахпа колхозра, уй-хир ĕçĕсенче тăрăшнă, платникре те çÿренĕ. Вăрçă ун чĕринче çав тери тарăн йĕр хăварнă. Нушаллă-тертлĕ çулсем пирки вăл аса илме юратман, уйрăмах ачисем умĕнче. Хăш чух кăна, кĕрекере пухăнсан, арçынсем мĕн тÿссе ирттерни пирки калаçкаланă. Манăн анне Эмилия Александровна Софронова ку асаилÿсене питĕ тимлесе итлесе ларнине каласа парать.

«...Пĕррехинче нимĕçсем пирĕн батарея çинех тухрĕç. Çакăнтах пĕтрĕмĕр тесе шутланăччĕ. Анчах хăваласа ятăмăр, чĕрех юлтăмăр...»

«...1944 çулта Белорусси шурлăхĕсем урлă тапăнса пынă чух тупăн пĕр урапи путса ларчĕ. Оруди пĕтĕмĕшлех анса кайма пултарнă, çавăнпа шурлăха кĕрсе урапана хулпуççи çине хăпартса хутăм, юлташсем малалла туртрĕç. Тĕлĕнмелле те, тупăна çăлса хăвартăмăр!»

...Нимĕçсем переççĕ, эпир малалла ыткăнатпăр. Орудие тĕксе пыратпăр. Пăхатăп - юнашар юлташ çук. Çаврăнса пăхрăм - вилĕ выртать. Чарăнма юрамасть, малаллах куçатпăр. Вăл вара... выртса юлчĕ...»

Çак хăшпĕр асаилÿсем кукаçин пурнăçĕнчи чи йывăр страницăсене уçса параççĕ. Вăл, чăн та, нумай курнă, анчах çывăх çыннисене вăрçă тискерлĕхĕнчен хÿтĕленĕ, ахăртнех - çакăн пирки ытлашшиех сăмах хушма тăрăшман.

Кукаçипе кукамайăн - Александр Михайловичпа Фекла Петровнан - йăхне малалла тăсакансем те вĕсен ячĕсене çÿле çĕклесе пыраççĕ. Вĕсем хушшинче - медицина ĕçченĕсем, педагогсем, доктор степенĕллĕ ученăйсем, спортсменсем, строительсем, çар çыннисем, IT-специалистсемпе инженерсем. Кашни ăру çемье «тымарне» çирĕплетме, чыс-хисепне ÿстерме пысăк тÿпе хывать.

Манăн кукаçи Александр Михайлович Лявинский фашистла Германие çĕнтерме пĕтĕм вăй-халне панă паттăрсем хушшинче пулнипе эпĕ чăннипех те мăнаçланатăп. Вăл вăхăтри хастарсен тĕслĕхĕ пире тăнăçлăха, ирĕклĕхпе пĕрлĕхе хаклама вĕрентет. Эпир хамăрăн хăрушсăрлăхпа телейшĕн пурнăçĕсене те шеллемен паттăрсене яланах асра тытма тивĕçлĕ.

Надежда ТИКИНЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика