Хаклă аттепе анне, кукаçипе кукамай, асаттепе асанне, хăтапа тăхлачă, тăвансем - Мăньял Хапăсра пурăнакан Полина Павловнăпа Николай Григорьевич Тикиневсем - пĕрлешнĕренпе 50 çул çитрĕ. Вĕсем 1975 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче пĕр çемье чăмăртанă.
Николай Григорьевич Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланă, çар служби Байконур космодромра иртнĕ. Вăл нумай çул «Самолет» колхозра механизаторта вăй хунă. Ял хуçалăх техникин юсавлăхĕшĕн тăрăшакан, уй-хир ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçлакан хастар специалист коллективра хисепре пулнă. Ĕçлĕ ăмăртусенче темиçе хутчен мала тухнă. Хăй вăхăтĕнче тата Барнаулти мотор кăларакан заводра, Вăрнарти химзаводра, вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура.
Полина Павловна хăйĕн кун-çулне медицинăна халалланă. Вăрнар район тĕп больницинче 50 çул ытла çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшать. Пациентсене эмелпе кăна мар, çепĕç сăмахсем каласа та сиплеме пĕлет. Вăл чирлĕ çынсемшĕн те, тăванĕсемшĕн те чун ăшшине хĕрхенмест. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин наградипе те чысланă.
Николай Григорьевичпа Полина Павловна ултă ачине пурнăç çулĕ çине кăларса пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Халĕ вĕсен 14 мăнук.
50 çул пĕрле алла-аллăн тытăнса пурнăç сукмакĕпе утни - тĕлĕнмелле тапхăр. Тикиневсем хуйхи-суйхине те, телей-савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ. Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме мăшăра пĕр-пĕриншĕн çирĕп тĕрев пулни пулăшать.
Хаклă çыннăмăрсемпе эпир мăнаçланатпăр, вĕсене ылтăн туйпа саламласа ирхи сывлăм пек таса та юман пек çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, аслă Атăл пек вăрăм ĕмĕр, телейлĕ те пархатарлă кунсем, çемьере юратупа килĕшÿ, ăнланупа çураçу сунатпăр. Сывлăх нихăçан та ан хавшатăр, чир-чĕр питĕ аякран пăрăнса ирттĕр, пур çутă ĕмĕт те пурнăçлантăр. Ырри çумне ырри ытларах хушăнса пытăр.
Ылтăн туй телей çеç илсе килтĕр,
Хуйхă-суйхă ирттĕр айккинчен.
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетĕр,
Эпир хисеплетпĕр сире чĕререн.
Ачисем, кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем, хăтисемпе тăхлачисем, тăванĕсем.
Июль 2025 |