Василий Павлович, Мускав урамĕпе уçăлса çÿрекенскер, килĕ еннелле утрĕ. Яланхилле çула май супермаркета кĕрсе тухма шутларĕ. Кунта хаксем пысăкрах, анчах вĕçĕмсĕр халăх хĕвĕшнине пула апат-çимĕç темччен йăваланса выртни мар, ĕнер-паян илсе килни.
Октябрь уйăхĕн çурри. Юрпа хутăш çумăр вĕтĕртетет. Пĕр вырăнта тăрас килмест. Апла пулсан та магазин умĕнче кашни кунах ларакан арçын купăс калать. Укçа пухасшăн. Пенсие тухнă-ши вăл/ Пĕр-ик çул та пулĕ кунта вăл. Нăртлаттарать, пĕр кĕввине те йĕркеллĕ выляймасть.
Унтан темиçе утăмра çамрăк арçын тăрать. Нихăçан та курман ăна. Хура курткăпа. Пуçĕнче - çыхса тунă калпак. Кăкри çинче - пĕчĕк плакат. «Пулăшăр, хĕрĕм вилет!» - тесе çырнă унта. Ури умĕнчи пушă коробка çине шкатулка лартнă. Хăй пуçне уснă. Çынсем те пăхмаççĕ ăна, хăй те курмасть пулĕ вĕсене... Пĕррехинче Щелковăра метроран тухнă çĕрте пĕр хĕрарăм макăрса ыйтнине асăрханăччĕ Василий Павлович. Унăн та ача вилет-мĕн... Хĕрарăмпа арçын хушшинче расналăх пурах çав, ку шăп-шăпăрт тăрать.
Василий Павлович магазина кĕрсе тухрĕ те арçын умĕнчен çывăхраххăн иртме тăрăшрĕ. Кăкăр умĕнчи хута тĕсерех пăхрĕ. «Оля, 4 çулта», - вуларĕ вăл. Ун çине сарă çÿçлĕ хĕрача пăхрĕ. Куçĕсем кăн-кăвак, пичĕ çап-çаврака.
Василий Павлович хăй умĕнчен иртсе кайнине арçын асăрхамарĕ те пулас, мĕнле тăнă, çаплипех тăрса юлчĕ. Çынсем патне тухнă пулсан та йывăр шухăшсем вĕсемпе пулма памарĕç пулас. Çывăрма выртсан та Василий Павлович арçынпа унăн хĕрне манаймарĕ. «Тен, ултавçă кăна, - лăплантарчĕ вăл хăйне. - Мускавра ун пеккисем сахал-и/ Артистран та артистсем».
Арçыннăн - шухăшлă, хĕрачан кăн-кăвак куçĕсем ун умĕнчен каймарĕç. Мĕн çамрăкран пĕлекен ашшĕн калавĕ халĕ каллех аса килчĕ...
Ашшĕ вăрçăра летчик пулнă, ПО-2 самолетпа вĕçнĕ. «Кукурузник» тенĕ ăна. Партизансене вăрçă хатĕрĕсем, апат-çимĕç, эмелсем çитерсе панă. Каялла килнĕ чухне аманнисене те илсе тухнă.
«Пĕррехинче пĕр ял çумне анса лартăм, - каласа паратчĕ вăл. - Партизансем пĕчĕк çулпа ертсе кайрĕç мана. Аманнисем унта иккен. Апатланса кайма сĕнчĕç.
Лараттăм сĕтел хушшинче, кăмака хыçĕнче такам макăрнине илтрĕм. «Кам унта/» - ыйтатăп кил хуçи арăмĕнчен. «Манăн хĕр, чирлĕ вăл, вилет», - тесе амăшĕ те йĕрсе ячĕ. Чаршава уçса ятăм та çичĕ-сакăр çулти хĕрачана куртăм. Куçĕсем тулли куççуль... Йăлăнса пăхать ман çине, мана та илсе кай тет ĕнтĕ... Юнашар пиччĕшĕ пырса тăчĕ. Вăл вун-вуниккĕре пулĕ. Вăл та йăлăнса пăхать... «Пулăш, йăмăкăм вилет», - тет ăшĕнче. Сăмахпа мар, чунпа, куçпа йăлăнаççĕ ачасем.
Çук, илмерĕм самолет çине хĕрачана... Юрамасть... Вырăнĕ те çук. Лартăм та штурвал умне макăрса ятăм. Çул тăршшĕпех йĕтĕм... Халĕ те, вăрçă хыççăн та, çав çамрăк пепкене аса илсен куççуль тухать. Мĕн чухлĕ юлташа çухатнă пулĕ вăрçă хирĕнче, хĕрачана шелленĕ чухлĕ вĕсене шеллемен. Мĕншĕн тесен лешĕ - çамрăк, пурнăçа анчах курма пуçланă çын. Мĕн тумалла пулнă-ши манăн/ Тен, пĕр партизанне илмесĕр ăна илмелле пулнă/ Халĕ пулсан хăрамастăмччĕ трибуналран, хам вилсен те хĕрачана çăлаттăм. Ăна та, унăн пиччĕшне те халĕ шел... Вĕсен умĕнче мана намăс».
Василий Павлович, ашшĕ калавĕнчи кашни сăмаха пĕлекенскер, тепĕр кун каллех супермаркет умне кайма шутларĕ. «Пырать-ши вăл унта, вĕсем кашни кунах пĕр çĕрте тăраççĕ. Тухас пулсан та каярахпа, çынсем ĕçрен тухсан, пырать ĕнтĕ», - шухăшларĕ вăл.
...Арçын хăйĕн вырăнĕнчех тăрать. Ĕнерхи пекех, килне те кайман тейĕн.
- Сывлăх сунатăп, - терĕ Василий Павлович ун патне пырса.
Леш пуçĕпе сĕлтрĕ.
- Мĕн пулчĕ-ха çав териех/ - хăюсăррăн ыйтрĕ ватă çын.
- Чир хуçса хучĕ пире, - хуравларĕ кĕçĕнни тытăнчăклă сасăпа.
- Мĕнле чĕнеççĕ сире/
- Анатолий.
- Мана Василий Павлович теççĕ.
- Хавас.
- Тахçантанпах асапланатăр-и/
- Мĕн çуралнăранпах. Халĕ вара вĕçне çитетпĕр... Ĕлкĕреймесен çухататпăр хĕре. Германире операци тума питĕ нумай укçа кирлĕ... Хамăр та пĕлместпĕр ĕнтĕ, тем тумалла/..
- Хăвăр ăçтисем/
- Светлана арăм та, хам та Саратов облаçĕнчен, пĕр ялтан. Ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, килте 60-70 сысна усраттăмăр. Мĕн усси/ Ĕçлетĕн-ĕçлетĕн - укçи çук. Пилĕк çул каялла Мускав облаçне, Балашиха хулине, куçса килтĕмĕр, пĕр кивĕрех хваттер илтĕмĕр. Тепĕр çулталăкран Оленька çуралчĕ. Сывă ача пулмарĕ... Пурăнса каяттăмăр-ха эпир майĕпен, çак чир пĕтерчĕ пире.
Июль 2025 |