Шкулта вĕреннĕ çулсем - чи асамлисем. Пурнăçра йĕр хăвармасăр иртмеççĕ вĕсем. Нихăçан асран тухас çук пĕр класра вĕреннисем... Çулсем иртнĕ майăн çак тунсăх вăйлăрах палăрать, ачалăхри тата çамрăклăхри самантсем ытларах куç умне тухаççĕ. Пĕрремĕш хут парттă хушшине ларни, алла ручка-кăранташ тытни, саспаллисем çырма вĕренни, пĕрре çумне пĕрре хушни... Йăлтах ĕнер кăна пулнă пек. Çук иккен. Шкул пĕтернĕренпе те акă вун-вун çул иртнĕ.
Шел те, пĕрле вĕреннисемпе час-часах тĕл пулма май килмест. Аттестат илнĕ хыççăн çĕршыв тăрăх саланнă юлташсене пĕрле пухма, чăнах та, ансатах мар. «Кун пек йышпа тепре хăçан тĕл пулăр-ши/» - тенĕччĕ юлашки шăнкăрав уявĕнче класс ертÿçи Вера Петровна. Ун чухне, паллах, çак сăмахсен чăнлăхне чĕре патне илмен. Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнăранпа кăçал 30 çул çитрĕ. Çак тапхăрта пĕрле шкул пĕтернисенчен чылайăшне вуçех те курман. Кашнин хăйĕн пурнăç çулĕ... Чылай чухне вăл тĕлпулса перĕнмесĕр юнашар пырать.
1995 çулта Кĕçĕн Кипек шкулĕнчен çирĕмĕн вĕренсе тухрăмăр. Пĕр класра Кĕçĕн Кипек, Мулакасси Мăрат, Çĕн Кипек, Туçи Çармăс, Кăмаш, Пăваяль, Çĕн Сăрьел, Тимĕрçкасси ачисем пĕлÿ илтмĕр. Вунă çул хушшинче пирĕн класа çĕнĕрен килекенсем те, урăх шкула вĕренме куçакансем те пулчĕç. Çулсем иртсен те вĕсемпе çыхăну çухатман. Кăçал шкултан вĕренсе тухнăранпа 30 çул çитнине паллă туса Туçи Çармăсра тĕл пултăмăр. Иккĕмĕш çул пирĕн тăван шкул çак ялта вырнаçнă. Шел, пире пĕлÿ тĕнчи тăрăх илсе çÿренĕ вĕрентекенсем те хальхи вăхăтра ĕçлемеççĕ.
Шкулта Сергей Ермошкин директор тарават кĕтсе илчĕ. Кĕçĕн Кипек шкулне те илсе кайса кăтартрĕ. Унта пĕр класран теприне çÿренĕ май ачалăх кунĕсем яр уççăн куç умне тухса тăчĕç, аса илÿсен авăрне туртса кĕчĕç...
Пĕлтĕр нарăс уйăхĕнче пĕрле вĕреннисен пĕр ушкăнĕ Шупашкарта тĕл пулнăччĕ. Çавăн чухне Сергей Иванов шкул пĕтернĕренпе 30 çул çитнине халалласа кĕнеке кăларма сĕнчĕ. «Вăл хăйне евĕрлĕ альбом пек пулĕ. Кашни хăйĕн пирки каласа кăтартĕ. Кĕнекере çырăнни ĕмĕрлĕх юлать. Вăл мăнуксем валли те хăйне евĕрлĕ парне пулĕ. Паянхи кунпа кăна пурăнмалла мар, ыранхи пирки те шухăшламалла», - тенĕччĕ вăл.
Çак сăмахсенчен пуçланнă ĕç ăнăçлă пулса пычĕ. Юлашкинчен вăл автобиографисенчен тата сăн ÿкерчĕксенчен тăракан кĕнеке кăна мар, Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕ пирки тĕплĕн каласа паракан энциклопеди пулса тăчĕ. Истори учителĕ Лариса Сидорова шкул кун-çулĕ пирки чылай çул пухнă материалпа тивĕçтерчĕ. «Çак статьясене уйрăм кĕнекере кăларасси - манăн тахçанхи ĕмĕтчĕ. Уйрăм хут листисем çине çырнăскерсем çухаласси те часах. Пĕр çĕре пухса пичетленĕ кăларăм - яланлăх», - терĕ Лариса Ливиковна. «Малояушская средняя школа, Выпуск - 1995» кĕнекере çавăн пекех тĕрлĕ тапхăрта шкул директорĕнче ĕçленĕ Вячеслав Тихоновăн, Михаил Илларионовăн, Сергей Андрияновăн аса илĕвĕсемпе усă курнă.
Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕнчен Вăрнар районĕн, Чăваш Республикин, Раççейĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çынсем те вĕренсе тухнă. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Леонид Тянгов, истори наукисен докторĕ Леонид Таймасов, тĕнче чемпионне Валерий Львова ÿстернĕ Леонид Сниткин, Байконур космодром ветеранĕ Эрик Васильев, «Правда» хаçат редакторĕ Александр Вишняков тата ыттисем. Кĕнекере паллă çак çынсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки те каласа кăтартнă.
Кĕçĕн Кипек шкулĕн директорĕ Сергей Ермошкин палăртнă тăрăх, вĕренÿ заведенийĕшĕн кĕнеке - питĕ паха парне. «Эсир чылай çул иртсен те ачалăхри туслăха упраса хăварма пултарни савăнтарать. Пĕрлехи вăйпа шкул пирки çакăн пек кĕнеке хатĕрлеме пултарни вара мăнаçлантарать», - терĕ Сергей Александрович. Кĕнекене шкула кăна мар, çавăн пекех учительсене те парнелерĕмĕр. Кашнин патне килне кайса сывлăх сунма, калаçма пултартăмăр.
Валентина БАГАДЕРОВА
Июль 2025 |