Аслă атте пирĕн çине
пăхса мĕн акан, çавах шăтать тесе татса хуратчĕ. Малалла хăй ĕçĕпе утатчĕ.
Ĕçпе тăрмашнă чухне, е урамра тантăшсемпе ĕрĕхсе-чупса такăнса суранласан тÿрех аслă атте патне пыраттăмăр. Ун çинчен халăх пысăк тавракурăмлă, куçран пăхса çыннăн пуласлăхĕпе пурнăç çулĕ çинчен пĕлме пултарать тетчĕ. Вăл тĕрлĕ курăксемпе сурансене сиплеме пĕлетчĕ. Çынсене инкек-синкексене сирме пулăшатчĕ. Пирĕн, ачасен, суранĕсене таса çăлкуç шывĕпе çуса, шăнăр курăк çулçи çыпăçтарса яратчĕ. «Кайăр, чупăрах», - тетчĕ.
Эпир çитĕннĕ çулсем - пирĕн пурнăçри чи йывăр тапхăр. Иккĕмĕш тĕнче вăрçин çулĕсем. Аттене тÿрех малтанхи тапхăртах вăрçа илсе кайрĕç. Эпĕ ун чух виççĕри ача. Кăшт çеç астăватăп. Ача пуçне çивĕч кĕрсе вырнаçнă паллă сăнар. Анне кĕпе аркинчен тытнă та çынсемпе пĕрле ĕсĕклесех йĕретĕп. Паллах, тĕплĕн ăнлансах та пĕтереймен пулĕ. Вăрçăн малтанхи çулĕнчех, темиçе уйăхран, пирĕн атте Мускав çывăхĕнчи пĕр юнлă çапăçу хыççăн çухални çинчен хыпар çитернĕ. 1945 çулта çеç ăна фашистсен лагерĕнчен çăлса кăлараççĕ.
Вăрçă вăл фронтра анчах мар, тылра та сĕмсĕр, юнлă вăрçă çулĕсем ача чĕрине çирĕппĕн кĕрсе вырнаçнă. Ăна нимле майпа та чунран сирсе-хирсе кăларса яраймастăн. Вăрçă çулĕсенче хĕлле те, çулла та юратнă аннене килте курман тесен тĕрĕсрех. Вăл ялан ĕçре. Ялта е аякра, эпир ун çинчен пĕлмен, чунне çеç сиснĕ, туйнă. Окопсем чавма Сăр хĕрне илсе кайнă. Çулла, çуркунне, кĕркунне, хĕлле вăрман касма, турттарса тухма, станцие вакунсем çине тиеме каятчĕ - ывăнса килетчĕ те пирĕн çинчен шутлама вăй-халĕ те çитмен.
Тырă вырма ачасене уя пĕрле илнĕ. Вăрттăн тырă пучаххисене пуçтарса шĕкĕлчесе çинĕ. Асанне вăрçă тапхăрĕнчи йывăрлăхсене тÿсеймерĕ. Пире тăлăха хăварчĕ. Ачалăх, тĕрĕссипе, пирĕн пулман. Кăшăлтатса çитĕнтĕмĕр аслă атте çумĕнче. Ун тавралла йăпшăнса, çыпăçса лараттăмăр. Каçсерен вăл пире юмахри пек хамăрăн ăратăн пурнăçри кун-çулĕ çинчен каласа паратчĕ. Çĕршер çул каялла та пирĕн чăваш халăхĕн пурнăçĕ çине çÿлте хĕвел ăшăтсах пăхман иккен.
Асатте вăхăчĕпе шăпланса, тарăн шухăша кайса ларатчĕ. Эпир сисмелле мар йĕпеннĕ куçĕсене шăлса илетчĕ. Вăл шухăшĕпе, ĕмĕчĕпе аякра, аякра çÿретчĕ тесен тĕрĕсрех пулать пулĕ.
Аслă атте пирĕн ăрат ку вырăна, Çавал тăрăхне, урăх вырăнтан куçса килнĕ тетчĕ. Вĕсем тăшмансенчен тарса, вăрттăн Атăл урлă куçса çак çĕрсем çине çитсе вырнаçса тĕпленнĕ. Вĕсен пуçлăхĕ Явуш пулнă. Аслă атте каланă тăрăх, аслă хуçан мăнукĕн Анчак ăратĕнче 19-мĕш ĕмĕртенех паллă çынсем пулнă. Мăн Явăшра пурăннă В.Толстов паллă таврапĕлÿçĕ ман аслă атте каланине çырса хăварнă. «Эпĕ Анчак хуçасен йăхĕнчи юлашки сыпăкĕнчи çын. Эпĕ вилсен ман ăрăвăн малашнехи тытăмăн пуласлăх тымарне тăсакан ячĕ паллă», - тенĕ.
Манăн аслă атте, Лев Захарович, 1882 çулта Мăн Явăшра çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ ăна вулама-çырма вĕрентнĕ. Вăл пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕ. Граждан вăрçине хутшăннă. Тухачевский çарĕнче разведкăра çÿренĕ.
Мăшăрĕпе ачи патне вăрçă пĕтсен çеç таврăнă. Хăй вăхăтĕнче çирĕп пулнă хуçалăхĕ арканнă. Çанă тавăрса, авăнса-пĕшкĕнсе малалла талпăнма тивнĕ. Тавах Турра, ăс-тăн валеçнĕ чухне аякка сирсе хăварман. Çĕнĕ пÿрт тунă, хуралтăсем çавăрнă.
В.Толстов таврапĕлÿçĕ çапла çырса хăварнă: «Пĕррехинче ялта пуçтахсем пуху пуçтарнă. Ĕçчен, тирпейлĕ хуçалăхсемпе пурăнакан çынсене, килйышĕпех, кулаксем тесе Çĕпĕре ямалла тесе кĕрленĕ. Пурлăхĕсене чухăнсене валеçсе пама хистенĕ.
Лев Захарович ура çине тăнă та çапла каланă: «Эпĕ сирĕншĕн вăрçăра юн юхтарнă чухне, ман ачаран, арăмран мăшкăлласа ман хуçалăха тĕпрен аркатнă, çаратнă. Халĕ, акă, ялта юлнă ĕçчен, пурнăçа юратакан сумлă çынсене Çĕпĕре яма шут тытнă. Намăс мар-и сире/», - тенĕ. Пуçтахсем хăвăрт саланнă. Урăх Явăшра çынсене Çĕпĕре ярасси çинчен хыпар пулман.
Аслă атте Лев Захарович 1965 çулта çĕре кĕчĕ, çут тĕнчере 84 çул пурăннă.
ВенСОР-ЯВАШ
Июль 2025 |