Пыл хурчĕсемсĕр пурнăç çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.08.2019, 16:08 Просмотров: 423

Ялсенчи маттур утарçăсем йышлă вĕлле тытаççĕ. Экологи енчен паха пылпа халăха тивĕçтереççĕ. Анчах та вĕсене сисчĕвлентермелли те пур иккен. Пыл хурчĕсем пысăк йышпа вилни пирки хальхи вăхăтра уйрăмах нумай çыраççĕ те, калаçаççĕ те.

Çивĕч ыйтăва Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕпе Вячеслав Николаевич Алексеевпа сÿтсе яврăмăр.

– Орел облаçĕнчи следстви комитечĕ пĕр районта пыл хурчĕсем вĕлли-вĕллипе пĕтнĕрен уголовлă ĕç пуçарнă. Чăваш енре те лару-тăру лăпкă мар. Нумаях пулмасть Çĕрпÿ районĕнчи утарçăсем те пыл хурчĕсен 20 проценчĕ вилнине пĕлтернĕ.

– Чăнах та, юлашки вăхăтра хурт-хăмăр йышлăн вилни пирки Раççейĕпех калаçаççĕ. Çивĕч ыйтăва социаллă сетьсенче те сÿтсе яваççĕ. Канаш районĕнчи утарçă шар курни çинчен евитленĕ. Çĕрпÿсем хумхантаракан ыйтăва ял хуçалăх министрĕн заместителĕпе Денис Паспековпа сÿтсе явнă. Химикатсемпе виçесĕр усă курнăшăн аграрисене айăпланă. Паллах, ял хуçалăхĕнче им-çам сапмасăр май çук, унсăрăн ял хуçалăх культурисене туса илеймĕн. Анчах та яваплăх пирки яланах астумалла. Çĕр пулăхне ÿстернĕрен тата пысăк тупăш илнĕрен юлашки çулсенче ял хуçалăх организацийĕсенче техника культурисем – рапс, горчица – ытларах акма пуçларĕç. Вĕсене вара хурт-кăпшанкăсем хăвăртах тапăнаççĕ. Аграрисен çак культурăсен уйĕсене ик-виç хутчен химикатсемпе им-çамлама тивет. Хăш-пĕр препарачĕсем вара пыл хурчĕсемшĕн тата ытти усăллă хурт-кăпшанкăсемшĕн питĕ сиенлĕ.

– Пыл хурчĕсем пулмасан пурнăç пĕтет теççĕ.

– Çĕршывра пыл хурчĕсен çемйисем 3 миллион тăрса юлнине çирĕплетеççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх вара ÿсен-тăрансене шăркалантарма вĕсен йышĕ икĕ хут ытларах – 7,2 миллионран кая мар – кирлĕ. Республикăри хăш-пĕр аграрисем хими хутăшĕсемпе умлăн-хыçлăн усă курнăран чечек тусанне пухакан усăллă хурт-кăпшанкăсем пĕтнине çирĕплетмеллех. Хаяр пестицидсем чăн-чăн наркăмăшах. Пылăн пахалăхĕ чакнине те палăртмалла. Вĕлле хурчĕсем экологие питĕ лайăх туяççĕ. Паллă физик Альберт Эйнштейн çапла каланă: «Пыл хурчĕсем вилсе пĕтсен тепĕр тăватă çултан этемлĕх çĕр çинчен çухалĕ».

– Нивушлĕ уй-хир ăстисен утарçăсемпе пĕр чĕлхе тупма йывăр??

– Хастарсем пурте пархатарлă ĕçре тăрăшаççĕ. Калаçса татăлни кирлех ĕнтĕ. «Пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе хăрушлăхсăр усă курасси çинчен» федераллă саккуна пăхăнмалла. Унпа килĕшÿллĕн пыл хурчĕсем ан наркăмăшланччăр тесен хуçалăхсен пестицидсемпе им-çамлама палăртнă вырăнтан 5–7 çухрăмра вырнаçнă утарсен хуçисене 3 кун маларах пĕлтермелле. Мĕнле майпа-ши? Массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтерÿ пичетлемелле. Хăш кун им-çам сапассине уçăмлатмалла, хими хутăшĕсем хăрушлăх тĕлĕшĕнчен мĕнле класс пулнине кăтартмалла. Радио урлă хыпарлама та юрать. Çавăн пекех район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене, районти ветстанцие, май тупса хурт-хăмăр ăстисене пĕлтерме манмалла мар. Каласа хăвармалла, хими хутăшĕсене Раççейре ирĕк панисене кăна туянмалла. Вĕсене хăрушлăх тĕлĕшĕнчен виçĕ класа уйăраççĕ. Палăртмалла, уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратаканĕ – 1 класс.

Аграрисен астумалла: наркăмăшлă япаласемпе усă курмалли регламентпа килĕшÿллĕн пестицидсене каçхине сакăр сехет хыççăн сапмалла. Çак вăхăтра пыл хурчĕсем вĕçмеççĕ. Е уйсенче хими препарачĕсемпе пĕрĕхтерме ăмăр, уçă, çиллĕ мар çанталăкра ирхине тухма юрать. /сен-тăран чечеке ларнă вăхăтра пĕр им-çам та сапма юрамасть.

– Хурт-хăмăр тытакансен мĕнле ĕçсем пурнăçламалла?

– Им-çам сапнă уй-хире пыл хурчĕсем ан вĕçчĕр тесен вĕлле шăтăкĕсене хупмалла. Паллах, хурт-хăмăр «çуртĕнче» вентиляци лайăх ĕçлемелле тата шыв, пыл, перга çителĕклĕ пулмалла. Вара пыл хурчĕсем хупă вĕллере 4–5 кун таран пурăнма пултараççĕ. Химикатсем нумай вăхăт сĕвĕрĕлмен чухне утара 5 çухрăмран аяккарах куçармалла.

– Пыл хурчĕсем наркăмăшланнине епле пĕлмелле?

– Хурт-хăмăр вĕллесене каяшсемпе варалать, вĕçейми пулать, аран-аран çÿрет.   Вăхăт нумай та иртмест – вĕлле умĕнче вилĕ пыл хурчĕсем нумайланма пуçлаççĕ. Енчен те наркăмăшлă нектара йăвана илсе килнĕ пулсан вĕллери хуртсем те, çамрăк ăру та пĕтеççĕ.

Хурт-хăмăр сиенленнине ветлаборатори ĕçченĕсем палăртаççĕ. Хуçалăхсен айăпне тупса палăртсан вĕсен явап тытмаллах пулать.

– Çĕршыври, республикăри лару-тăрăва хакланă май тепĕр ыйту çуралать. Вăрнар тăрăхĕнчи хурт-хăмăр ăстисен те чан çапмалла пулмĕ-ши ?

– Пăшăрханма, кăмăлсăрланма сăлтав çук. Вăрнар тăрăхĕнче хальлĕхе лару-тăру кăткăс мар.

– Вячеслав Николаевич, эсир хăвăр та хурт-хăмăр тытатăр. Утарçăсене мĕнле сĕнÿсем пама пултаратăр?

– Пыл хурчĕсем горчица, рапс уйĕсене ан вĕçчĕр тесен утар çывăхнерех фацели, синяк, илепер акма тăрăшмалла. Çак ÿсен-тăрансем пыл паракан культурăсем шутланаççĕ. Фацели, синяк, илепер çитĕнсен вĕлле хурчĕсем хуçалăхсен уй-хирне вĕçмĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика