Ачалăх пуриншĕн те паллă тапхăр. Йывăрлăхсем пулнă пулин те, эпир ăна хаваспах аса илетпĕр.
Эпĕ çураличчен кăшт маларах, 1934 çулта, колхозсем йĕркеленĕ чух, ял варринче пурăннă пирĕн çемьене ирĕксĕрлесе хăваласа кăларнă, пур çурта, выльăх-чĕрлĕхе туртса илнĕ. Ял вĕçĕнчи тăмлă вырăна çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Унта атте çурт-йĕр çавăрса лартать. Çемьере пилĕк пĕчĕк ача пулнă: кĕçĕнни виçĕ эрнере, асли вуннăра. Ял варринчен пире кăна мар, тата темиçе çемьене кăларса янă. Малтанлăха, пурăнмалли çурт-йĕр тăвиччен, пирĕн йышлă çемьене çывăх тăван, Марк Тимофеев, хăй патĕнче усранă. Çак вырăнта клуб, колхоз правленийĕн çуртне, лаша витисем туса лартнăччĕ. Аттепе анне çав тапхăра час-часах аса илетчĕç. Анчах çĕршыв пуçлăхĕсене хурласа нихçан та сăмахламастчĕç – саманана хирĕç пулман вĕсем. Эпĕ астăвасса, хăшĕ-пĕри пире «кулак, кулак» тесе витлетчĕç. Ун чух эпĕ кулак мĕнне те ăнланман. Каярахпа архивран çапла хыпар илтĕмĕр: пирĕн аттене, Иван Степанова, кулак тесе йышăнни çинчен пĕлтерекен нимĕнле документ та архивра çук.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçлениччен, 1944 çулта, Вăрман Кипек шкулĕнче вĕренме тытăнтăм. Пирĕн класра 20 ачаччĕ: Вăрман Кипекрен 16 ача, Уйкас Кипекрен – 13. Урасенче пурин те çăпата, чылайăшĕн тумтир кивелсе çĕтĕлнĕ: унта та кунта саплăк. Сумккăсем килте тĕртсе тунă пиртен. Классенче сивĕ, çиелти тумтире хывман, çырмалли-ÿкермелли хатĕрсем çукпа пĕрех, кĕнекесем – унччен нумай çул усă курнисем. Вĕрентекенсем пурте хĕрарăмсем – пĕртен-пĕр арçын, хытă уксахлакан Аркадий Ефимовчĕ. Аллăмĕш çулсенче вăл лайăхрах пурнăç шыраса çемйипех Красноярск тăрăхне куçса кайрĕ.
Хĕлле, уроксем хыççăн, хамăр урамри ачасемпе çывăхри Куçкакасси çырмине йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнма каяттăмăр, тăвайккисене яп-яка тăваттăмăр. Ярăнмалли хатĕрсем йăлтах хамăртан аслăраххисем ăсталаса тунăскерсемччĕ.
Эпĕ ача чух уйсенче, вăрмансенче тĕрлĕ тискер кайăк нумайланнăччĕ, вăрçă хирĕнчен тарса килнĕ, тетчĕç аслисем. Йĕлтĕрпе пынă чух юр айне кĕрсе выртнă мулкачсем сăмса умĕнченех тухса таратчĕç.
Кĕркунне выльăхсем ирĕкре, кĕрхи калча çинче кĕтÿçсемсĕр çÿренĕ чух вĕсене час-часах кашкăрсем тапăнатчĕç. Карта-хура, хуралтăсем çирĕп пулманран, çĕрле кашамансем лупас айне кĕрсех сурăхсене тытса çуратчĕç. Каçсерен кашкăрсем ÿлесе вĕрнине пайтах илтсе хăранă. Вăрçă чарăнсан вĕсене тытакансене укçапа премиленĕ. Пĕчĕк самолетсенчен пăшалсенчен персе пĕтеретчĕç.
Аттесем, пиччесем вăрçăра вилнине пĕлсе мĕн чухлĕ куççуль юхтарнă пуль халăх. Çаплах чăтнă, ывăннине туймасăр ĕçленĕ, Çĕнтерÿ кунне çывхартнă.
Никамăнах та килте сĕтел-пукан çукчĕ. Çемçе тÿшек-минтер, кравать пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Çывăрмалли вырăна икĕ тенкеле çумлă лартса, ун çине юрăхсăра тухнă кивĕ тумтир, ытти çĕтĕк-çатăк сарса тăватчĕç. Хĕлле, сивĕ чух, нумайăшĕ, пуринчен ытла ача-пăча, кăмака тăрринче йăраланнă. Вутă-шанкă çитменнипе кăмакине те ытла ăшăтайман, шартлама сивĕсенче витрери шыв ирччен пăрпа витĕнетчĕ.
Аслисем каланă тăрăх, 80–90 çул каялла ялсене хăрушă чир-чĕр (шатра, тиф, юнлă варвитти) эпидемийĕ çитсен, нумайăшĕ, ытларах пĕчĕк ачасем, вилĕмрен хăтăлса юлайман. Тухтăрсем те, эмелсем те çителĕксĕр пулнă, тĕрлĕ курăкпа усă курса сипленме тăрăшнă.
48 çулти аттене вăрçа ăсатнине астумастăп. 18 çулти аслă пичче Валериан 1942 çулта, тыр вырнă чух пирĕнпе сывпуллашрĕ. Командирсем хатĕрлекен кĕске курс пĕтернĕ хыççăн взвод командирĕ пулса çапăçнă, 1943 çулта Украинăри Харьков хулине ирĕке кăларсан çапăçурах вилсе юлнă. Вăрçă чарăнсан вилнисен ÿчĕсене пуçтарса Харьков çывăхĕнчи Яковлевка ялĕнче ушкăнлă вилтăпри туса тирпейлесе пытарнă. 1970 çулсенче Илья пиччепе унта кайса курнăччĕ, палăк çинче Валериан пичче ячĕ те пурччĕ. Унти халăх питĕ йăваш кăмăллăччĕ, пире ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса янăччĕ.
Атте вăрçă çулĕсенче блокадăри Ленинград хулине хÿтĕленĕ. Вăл киле 1945 çулхи декабрьте таврăнчĕ. Астăватăп: алăк янаххи урлă аран-аран каçрĕ те урайне тăсăлса ÿкрĕ – Канаш станцинчен вăтăр çухрăм утнă вĕт вăл, пирĕнпе тĕл пулма васканă. Ун чух машинăсем те, автобуссем те, яка çулсем те пулман çав.
Уйкас Кипекрен вăрçа 116 çын тухса кайнă, 59-шĕ унтах вилсе юлнă. Йывăр аманса таврăннисем те кĕçех çĕре кĕнĕ.
Пирĕн еннелле йĕркеллĕ пурнăç часах çитмен, район центрĕ те, чукун çул та аякра. Яла 1962 çулта кăна электричество çитнĕ. Ун чухнех кашни килте радио калаçма тытăннă. Каярах вара пур çĕре те газ çитни пĕтĕм халăха савăнтарчĕ.
Юлашкинчен çакна аса илсе хăварам. 1956 çулта мана çара илчĕç. Вырăна çитсен салтак тумне тăхăнтăмăр. Казармăра пурăнаттăмăр, унта пирĕн рота валли икĕ хутлă тимĕр краватьсем ларатчĕç. Матраса улăм тултарса кравать çине хутăмăр, кашни салтака пĕрер утиял, икшер простынь валеçсе пачĕç. Пĕр простыне матрас çине сартăм та тепринпе мĕн тумаллине пĕлместĕп – ытлашши панă пуль тесе аптраса тăратăп. Юрать, çывăхра тăракан отделени командирĕ Савченко сержант ăнлантарчĕ: иккĕшĕ те кирлĕ, хăв айра та, çиелте те простынь пулмалла терĕ. Мĕн тĕрлĕ халăх ачисемпе туслă пурăнаттăмăр: вырăссем, украинецсемпе белоруссем, Кавказпа Вăтам Ази çамрăкĕсем, молдавансем тата ыттисем.
Малашне те мирлĕ, туслă пурăнасчĕ. Çĕршывсем хушшинче вăрçă ан пултăр.
Вениамин ИВАНОВ.
Сентябрь 2025 |