Ырми-канми ĕçлекен - хисепре!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.10.2023, 08:46 Просмотров: 73

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленчĕç. Кĕр мăнтăрĕпе хресченĕн кĕрекене ларма, кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме вăхăт. Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕн кунне халалласа поселокри культура çуртĕнче чаплă уяв иртрĕ. Предприяти-организаци ĕçне курав уçăмлă кăтартать. Фойере «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществи, «Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ» тулли мар яваплă общество, Калинино райповĕ хăйсем кăларакан юр-варпа паллаштарчĕç.

Праçник пуçланиччен ятлă-сумлă хăнасемпе ĕç хастарĕсене Вăрнар муниципаллă округĕн территори пайĕсен «Кĕр сăри» куравĕ те илĕртрĕ. Кунта чăваш наци апат-çимĕçĕ те, пахчаçимĕçрен ăсталанă япалисем те вырăн тупнă. Вăрнар ен пултаруллă çынсемпе пуян. Кĕр парнисене ытармалла марччĕ. Маттурах çав ял ĕçченĕ! Йăх-несĕлĕсен ятне ямасть.

Уяв хăйнеевĕрлĕ пуçланчĕ. Акă, асламăшĕпе мăнукĕ çĕр-анне пирки калаçнă чух сцена асамлăхпа тулчĕ тейĕн. Залра ларакансем вĕсен кашни сăмахне тимлесе итлерĕç. Пурне те тăрантаракан çĕр-аннемĕрĕн пархатарне нимĕнпе те виçейместĕн. Вăл хăйне хисеплекене тухăçсăр хăвармасть. Пĕрлештернĕ хор юрланă «Алран кайми аки-сухи» юрă праçнике мăнаçлăх кĕртрĕ.

Хăйсен тивĕçне ĕçченсем - уй-хирте, фермăра, тирпейлекен промышленноçре вăй хуракансем - таса кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов професси уявĕ ячĕпе пурне те саламларĕ. Вăрнарсем иксĕлми хастарлăхпа палăрса тăнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Çуллахи кунсем хĕле тăрантараççĕ, теççĕ. Аграрисем чăрмавсене пăхмасăр кăçал та ÿсĕмлĕ тимленĕ. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов кăçалхи ĕç-хĕле тĕплĕн тишкерчĕ. Аграрисем пĕтĕмпе 63 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Ку рекордла кăтарту тесе çирĕплетрĕ. Пĕлтĕр кĕрхи пÿлмесене 62 пин тонна сарă ылтăн кĕнĕччĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансене пархатарлă ĕçшĕн тав туса çирĕп сывлăх сунчĕ.

Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсем çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан хисепре. Вĕсенчен пĕри - «Мураты» кооператив доярки Ираида Сергеева. Ăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илнĕ ятпа саламларĕç. Ираида Геннадьевна ĕнесене машинăпа сăвакан операторта чылай çул тăрăшать. Ĕç коллективĕнче ырă ятра. АПК аталанăвне курăмлă тÿпе хывнăшăн тата нумай çул вăй хунăшăн Чăваш ен Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илнисем чылаййăн пулчĕç. Вĕсем - Карл Маркс ячĕллĕ кооператив бригадирĕ Надежда Афанасьева, операторĕ Ирина Григорьева, «Санары» агрофирма тĕп бухгалтерĕн заместителĕ Наталия Яковлева, «Янгорчино» хуçалăх механизаторĕ Валерий Николаев, «Мураты» кооператив водителĕсем Илья Петровпа Олег Петров, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн зоотехникĕ Людмила Ермолаева, водителĕ Михаил Ильин, тракторисчĕ Андрей Семенов, обвальщикĕ Алексей Ильин, аш-пăш техĕмлекенĕ Татьяна Петрова, сысна комплексĕн ĕçченĕ Мария Захарова, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн лаборанчĕ Надежда Антонова, аппаратчикĕ Наталья Васильева, маçтăрĕ Надежда Семенова тата Уйкас Кипекри ветучасток заведующийĕ Галина Иванова.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн генеральнăй директорĕн заместительне Ирина Антонюка, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив бухгалтерне Зинаида Павлована, «Санары» агрофирмăн кĕлет заведующине Елена Петрована, Тавĕпе Вăрнарти аш-какай комбиначĕн аппаратчикне Татьяна Краснована чысларĕç.

Кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществи пĕрремĕш, «Мураты» кооператив иккĕмĕш, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив виççĕмĕш вырăнсем йышăннă тесе çирĕплетрĕç. Вăрнар муниципаллă округĕн Дипломне илме ертÿçĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине хăпарчĕç. Ял хуçалăх организацийĕсен тилхепине тытса пыраканĕсем - Николай Аливанов, Геннадий Спиридонов, Валерий Шумилов - виççĕшĕ те Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Хресчен хуçалăхĕсем хушшинче малти вырăнсене Валентин Павлов тата Алексей Фадеев фермерсем йышăнчĕç.

Професси уявĕнче маттур ĕçченсене те палăртрĕç. Çапла вара, кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕнчи кăтартусем тăрăх Владимир Николаев ? «Мураты» % - «чи лайăх тракторист», Юрий Леонидов ? «Янгорчино»% - «чи лайăх водитель», Ирина Константинова ? Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх% - «чи лайăх доярка», Алина Никитина ? аш-какай комбиначĕ% - «чи лайăх свинарка», Владимир Крипчаков ?«Санары»% - «чи лайăх комбайнер», Лев Курманин ?«Агрохмель% - «чи лайăх хăмлаçă», Елена Савина ?аш-какай комбиначĕ% - «аш-пăш тирпейлекен промышленноçăн чи лайăх ĕçченĕ», Елена Туйманкина ?типĕтнĕ сĕт завочĕ% - «сĕт тирпейлекен промышленноçăн чи лайăх ĕçченĕ» ятсене тивĕçрĕç. Вĕсене округ Дипломĕпе тата укçан премипе чысларĕç.

Ытти хастар ĕçченсем округăн Хисеп грамотине тата Тавне тивĕçрĕç. Праçнике килнисене 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Евгения Вахидова хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Вăл - «Ялта чи лайăххисем» республика конкурсĕн çĕнтерÿçи. Çăкăра халалласа, ĕçчен алăсене мухтаса сăвă илемлĕн вуларĕ. Уява тата Вăрнарти «Санар», «Тивлет», «Кантилена» ансамбльсен артисчĕсем, Ярмушкари «Шурăмпуç» фольклор коллективĕ, «Ромашка» ача садĕнчи ташă ушкăнĕ концерт номерĕсемпе илемлетрĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика