Грипп, ОРВИ ?респираторлă вирус инфекцийĕсем% - ерекен чирсем. Чирлесе ÿкме
часах пулать, мĕншĕн тесен инфекцисем питĕ хăвăрт сарăлаççĕ. Калаçнă, ÿсĕрнĕ, сунасланă чухне вирус тепĕр çыннăн çÿлти сывлав çулĕсене лекет. Чир аталанма пуçлать. ОРВИ пуçаракан 200 енне вирус пурри паллă. Ку чир паллисем: сăмса тулса ларать, сунас ерет, пыр ыратать, куççуль юхать, ÿт температури ÿсет тата ытти те. ОРВИ-не сиплемесен вирус чирĕ çумне бактери инфекцийĕ хушăнать. Шăнса пăсăлнипе çыхăннă чирсене пурне те тенĕ пекех вируссем пуçараççĕ.
Грипп чухне температура 38-39 градус таран çитет, вăй-хал чакать, пуç ыратать, кĕлеткене чĕтретет, сунас, ÿслĕк аптратать. Вăхăтра сипленмесен ÿпке, чĕре, хăлхасем сиенленме пултараççĕ.
Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, чирленисен хушшинче 17 çула çитмен ача ытларах - 65,2 процент. Хальлĕхе республикăри лабораторире «грипп» тесе пĕр тĕслĕх те çирĕплетмен.
Асра тытăр: чирĕн пĕрремĕш паллисене асăрхасан ачасене садике, шкула ямалла мар. Тухтăрпа çыхăнмалла. Специалист сĕнÿ-канашĕсĕр сипленес çук. Çитĕннисен те медпулăшу илмелле.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Хамăр инф.
Октябрь 2026 |
