Чăваш енре авалхи юманлăхсене чĕртсе тăратасшăн.
Республика Правительстви килес ăрусем валли çирĕп вăрмансем ÿстерес тесе ятарлă меслетсене тĕпе хурас тенĕ. Вăрттăнлăхĕ ансат: юман çăкапа çуммăн лайăх ÿсет. Халĕ Опытный, Вăрмар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри вăрман хуçалăхĕсенче ĕçе пикеннĕ.
«Чăваш çĕрĕ ĕмĕрсем хушши юманлăхсемпе мăнаçлă пулнă. Нÿрĕке аван чăтнăран çак йывăçран карапсем тунă. Паян пирĕн çутçанталăкăн эткерлĕхне çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла. Ватă юмансен 300 пин йĕкелĕнчен лартнă лаптăк пурăна киле 75 гектар йышăнакан çĕнĕ вăрман пулса тăмалла», – палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Сăмах май, кăçал республикăра тонна çурă таран вăрлăхлăх материал пухнă.
Октябрь 2026 |
