Çамрăк артистсем ăсталăх кăтартнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2026, 15:52 Просмотров: 11

Юпа уйăхĕнче республикăри «Асам» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ иртнĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакансем Вăрнарти культура керменĕн сцени çинче постановкăсем кăтартнă.

Кăçал «Асам» фестивале Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене халалланă. Çавăнпа конкурс ĕçĕсенче çак тĕп темăсене çутатма тăрăшнă.

Шкул театрĕсем ĕçлени аван. Ачасем туслăха хаклама, пĕр-пĕрне пулăшма вĕренеççĕ. Шутласа пăхăр-ха, пĕр роль ачан талантне уçма пултарать! Акă, Çĕрпел шкулĕн çамрăк артисчĕсем Иван Крыловăн «Шăрчăкпа кăткă» юптарăвĕн тĕп шухăшне ăста уçма пултарнă. Жюри тĕрлĕ постановкăна хакланă.

Округра Аçăмçырми шкулĕн «Шÿлкеме» театрĕ А.Чеховăн «Арçын ачасем» постановкипе мала тухнă. Ертÿçи - Алина Петрова. Лауреачĕсем - Санарпуçĕнчи, Вăрманкасри, Вăрнарти 2-мĕш шкул театрĕсем. Маттуррисем чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Асам» фестивалĕн округсем хушшинче иртекен тапхăрне хутшăнĕç. Финал декабрьте пулĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика