Хастар та яваплăха туйса вăй хуракан ĕç çыннисем - Вăрнар округĕн мăнаçĕ. Леонид Яковлевич Федоров - ял хуçалăх производствин маттур ĕçченĕсенчен пĕри. Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра водительте 2002 çултанпа тăрăшать.
Çак тапхăрта ĕçри дисциплинăна пĕрре те пăсман. Квалификациллĕ специалист пулнине çирĕплетнĕ. Ырă хыпар çитрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче патшалăх наградисемпе чысласси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Палăртма кăмăллă, чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Леонид Федоров «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Леонид Яковлевич чăнахах маттур. Кирек мĕнле ял хуçалăх машинипе ĕçлеме пĕлет. Техника чĕлхине аван ăнкарать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ТОЛСТОВА
Октябрь 2026 |
