«Хамăн ĕç çынсене усă кÿнишĕн савăнатăп»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2026, 15:57 Просмотров: 15

- Астăвасса, эпĕ нихăçан та пĕр вырăнта ларман. Шкулта уявсене хатĕрленмелле - эпĕ пĕрремĕшчĕ, района мероприятие çитмелле - каллех юлман. Класс вожатăйне суйларĕç те, пионер тивĕçĕсене хавхалансах кÿлĕнтĕм. Çамрăк шутне кĕрсен вара совхозри комсомол организацине ертсе пыма шанчĕç. Каярахпа юратнă ĕçре те нумай çул çынсене пулăшас, вĕсен прависене хÿтĕлес тесе вăй хутăм - 13 çул «Вурнарский» совхозăн профсоюз комитечĕн председателĕ пултăм. Халĕ, çулсем иртсен, шутлатăп та, вырăсла каласан организатор пулмах çырнă пулĕ мана тетĕп çÿлтенех. Хамăн ĕç çынсене усă кÿнишĕн чунтан савăнатăп, - хавхаланса каларĕ Антонина Яковлевна Филимонова, 15 çул ĕнтĕ Пенсионерсен канашĕн Вăрнар округĕнчи уйрăмне ăнăçлă ертсе пыраканскер.

Антонина Яковлевнăна пĕлмен-палламан çын Вăрнар тăрăхĕнче сахал. Хăй пурăнакан Санарпуç территори пайĕнче çеç мар, пĕтĕм округĕпех ырă ят çĕнсе илнĕ вăл. 78 çулта та тепĕр çамрăкран ирттерет. Пур ĕçре те вăр-вар, тăрăшуллă, обществăлла тивĕçсенче яваплă. Вăхăт таппинчен юлмасть - компьютер технологийĕсемпе туслă, социаллă сетьсенче ял пурнăçĕн илемне активлă сăнлать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, халăх хорĕнче юрлать… Тепĕр чухне çак черченкĕ те сăпайлă чăваш хĕрарăмĕнче ăçтан-ши çавăн чухлĕ вăй, хастарлăх тесе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн.

- Антонина Яковлевнăпа округри пенсионерсен пĕрлешĕвĕ çĕнĕ варкăшпа сывласа ячĕ. Хамăр та ун хастарлăхĕ хыççăн туртăнатпăр, пенсире пулсан та пирĕн пурнăç вĕресе кăна тăрать халĕ,- çирĕплетеççĕ, акă, ун пекех маттур «кĕмĕл» активистсем.

Мухтанмалăх чăнах та пур. 15 çул хушшинче Вăрнарти Пенсионерсен канашĕ республикăра чи тĕслĕхлисен шутне кĕме пултарнă. Çулталăкри пĕтĕмлетÿллĕ пухусенче пĕрре мар Тав хучĕсемпе хавхалантарнă вĕсене. Канаш ертÿçине Антонина Филимоновăна хăйне те пултарулăхĕшĕн пысăк наградăсемпе темиçе хутчен те палăртнă. Пĕлтĕр кăна-ха октябрь уйăхĕнче ун ячĕпе Мускавран награда çитнĕ - кăкăрĕ çине Раççей Пенсионерсен союзĕн медальне çакма тивĕçнĕ.

Т.пл.нрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика