- Ĕнер каçхине тин пиçнĕ яшкана сыпса та пăхмарăн эсĕ, 100 тенкĕ памăп. Паян шкула кайиччен пăтă çисен 50 тенкĕ санăн пулĕ, - терĕ ывăлне Татьяна Петровна. Вара Миша ирĕксĕрех сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, амăшĕ антарса панă сĕлĕ пăттине шăл витĕр сăрхăнтарса çикеленçи турĕ.
Миша 6-мĕш класа куçнăранпах çемьере çапла йĕрке çирĕпленчĕ. Пĕчĕкрех чухне апат-çимĕçрен нимех те тиркеместчĕ вăл, яшкари купăстапа пловри сухана кăна тирĕк тĕпне уйăрса хăваратчĕ. Çитĕннĕ май пач улшăнчĕ - чĕлхе çăтса ямалла тутлă какай шÿрпине те, услам çу ярса саратнă пăтта та çиесшĕн мар. Çавна май амăшĕ ывăлне хавхалантармалли меслет шухăшласа тупрĕ, яшка çисен - 100 тенкĕ, пăтă чашăкне çап-çутă çутатсан 50 тенкĕ кăларса парать. Юрать, капла вĕри апат çитерме пулать-ха, унсăрăн Миша канфет-печенипех, чипс-кириешкăпах пурăнĕччĕ. Ывăлĕ сиенлĕ апат çисе вар-хырăмне пăсасран шутсăр хăрарĕ çамрăк амăшĕ. Сахал-им халĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтрах гастрит-язва таврашĕпе чирлекен ача. «Тыткаламалăх укçа пурпĕрех памалла, капла хăть усси пулĕ. Аптăраса ÿксе больницăна лексен никама та мар, амăшнех хурлĕç. «Ывăлне йĕркеллĕ çитермен, чире янă», - тесе тиркĕç», - хăйĕн хăтланăвне çапла каласа тÿрре кăларчĕ Татьяна Петровна.
Шкулта çав-çавах апатланмарĕ Миша, амăшĕ килте çинĕшĕн панă укçапа газлă пылак шыв, сĕткен илсе ĕçрĕ, вĕри шыв янипех хăвăрт пиçекен вермишеле типĕллех кăшласа çÿрерĕ. Хутран-ситрен пекарньăна кĕрсе хот-дог е сэндвич илчĕ. Миша укçана ирĕклĕ тыткаланине икĕ çул аслăрах Данилпа Никита тахçантанпах сăнарĕç, юнашар вырнаçнă класра вĕренекенскере меллĕ самант тупăнсан хăйсен ушкăнне илĕртме калаçса татăлчĕç.
Октябрь 2026 |
