Киревсĕр ĕçне вĕçне çитереймен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2026, 15:47 Просмотров: 14

Саранск хулинчи наркокурьер Чăваш ен урлă наркотиксем турттарса пынă вăхăтра полицейскисен аллине çакланнă. Çак синтетикăллă наркăмăша ?пĕтĕмпе 3,5 килограмм ытла% ун Йошкар-Ола хулинче вăрттăн вырăнсенче сармалла пулнă иккен. Анчах унăн çулне йĕрке хуралçисем пÿлнĕ.

Кăçалхи апрельте 43-ри арçынна «кураторĕ» хушу панă: наркотиксене Мускав облаçĕнчен кайса илмелле, кайран Мари Эл территорийĕнче «вырнаçтармалла». Çак информацие Чăваш енри Наркотĕрĕслев управленийĕн сотрудникĕсем палăртнă. Çапла майпа преступнике ярса илнĕ те. Ун «Ситроен» фургонне полици пайĕн автоинспекторĕсемпе уголовлă шырав сотрудникĕсем пирĕн округра, Калинино салинче, чарнă.

Полицейскисем хупăрласа илсен вара курьер хăйĕн айăпне тунман. Вăрттăн «таварне» салонта ăçта пытарнине те хăех кăтартнă. Кайран та, следстви вăхăтĕнче, «Вурнарский» пайăн сотрудникĕсене пĕтĕмпех каласа панă. Следовательсем ыйтнипе преступлени тума усă курнă машина çине суд арест хунă.

Арçынна наркотиклă хатĕрсене уйрăмах пысăк виçепе ушкăнпа сарма хăтланнăшăн айăплаççĕ. Уголовлă ĕçе тишкерсе Вăрнар район судне янă ĕнтĕ. Ку айăплав статйи çирĕп: ĕмĕрлĕхех хупса лартасси таранах.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика