Çул-йĕр ĕçченĕсене - пысăк хисеп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2026, 15:48 Просмотров: 13

Калинино салинче ĕçленĕ Вăрнар ДРСУ-вĕ хăй вăхăтĕнче Вăрнар, Элĕк, Красноармейски районĕсенче вырăнти тата республика çулĕсене пăхса-асăрхаса тăнă, вĕсем пахалăхлă, хăрушсăр пулччăр тесе тăрăшнă.

Çавăн пекех организаци çĕнĕ çулсем сарассипе те хастар ĕçленĕ. Уйрăмах Чăваш Республикин Президенчĕн 68-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн çак асăннă районсенче тата Пăрачкав, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче чылай çул тунă. Вăл шутра Вăрнар тата Красноармейски районĕсене çĕнĕ çулпа çыхăнтарнă.

Ку калăпăшлă ĕçсене пĕтĕмпех ДРСУ коллективĕ пурнăçласа пынă: хăйăрне карьертан кăларса турттарнă, вак чулне чукун çулпа килнĕ вакунсене пушатса хатĕрленĕ, битумне асфальт кăларакан завода кÿрсе килнĕ. Хĕлле 400 çухрăм çула ытла юртан тасатса тăнă, çулсем пăрлак чухне хăйăрпа тăвар хутăшне сапнă.

Хальхи вăхăтра Чăвашавтодор тытăмĕнчи ДРСУ çук ĕнтĕ, çапах та унта ĕçленĕ çынсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытаççĕ, туслăн хутшăнаççĕ. Иртсе кайнă Çул-йĕр ĕçченĕсен уявне паллă тума та пĕрле пуçтарăнма пултарчĕç. Çак ĕçе йĕркелесе пырассипе В.В.Иванова тата И.В.Зайцева хастар пулчĕç. Вĕсене эпир пурте тав сăмахĕ калатпăр.

Леонид НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика